Эрех, тимсĕрлĕх - çул çинче юлташ мар
Кăçалхи 9 уйăхра Муркаш районĕнче 48 çул-йĕр аварине регистрациленĕ, вĕсенче 16 çын вилнĕ, 76 çын аманнă. Пĕлтĕр вара çак вăхăтра çул çинчи 47 инкекре 11 çын вилнĕ, 60 çын аманнă пулнă.
Октябрь уйăхĕ те лăпкă иртмерĕ. Октябрĕн 6-мĕшĕнче 14 сехет те 30 минутра Мăн Сĕнтĕр урамĕнче Владимир Ильич Дегтярев, Ахманей ялĕнче пурăнаканскер, ВАЗ-2106 автомашинăна Мăн Сĕнтĕрте пурăнакан хĕрарăма çапса хăварать. Хăй вара автомашинипе тарать.
Октябрĕн 10-мĕшĕнче каçхи 9 сехетсенче Мускав-Хусан çул çинче Çармăçкасси ялĕ çывăхĕнче çынна çапса хăварнă, тесе пĕлтереççĕ. Инкеке лекнĕ Арçын вырăнтах вилет. Автомашина тарать, анчах та инçех каяймасть. Ăна Хыркассинчи çул-йĕр хăрушлăхĕн инспекцийĕн постĕнче тытса чараççĕ.
Октябрĕн 9-мĕшĕнче каçхи 5 сехетре О.В. Симаков Атикассинче пурăнаканскер ÿсĕрле «Нива» СХПК машинипе çул кукринче кювете сикет. Водителĕ, кабинăран тухса ÿксе, кустăрма айне пулса вилет.
Октябрĕн 22-мĕшĕнче, каçхи 5 сехет иртсен, ÿсĕр водитель Тренккă ялĕ патĕнче машинăпа хыçала чакнă чуз ÿсĕр выртакан çынна таптать. Таптанă çынни Мăн Сĕнтĕр больницинче октябрĕн 25-мĕшĕнче вилсе каять.
Октябрĕн 25-мĕшĕнчекаçхи 9 сехетсенче Йÿçкасси ялĕнче Владислав Зиновьевич Владимиров ÿсĕрле çăмăл автомашинăпа лаша урапине пырса çапать. Урапа çинче пыракан И.Н. Александров районти тĕп больницăна лекет.
Юлашки вăхăтра водительсем ÿсĕрле тунă аварисем нумайланса кайрĕç. 9 уйăх хушшинче районти çул-йĕр хăрушлăх инспекцийĕн ĕçченĕсем руль умне ÿсĕр пуçпа ларнăшăн 59 водителе тытса чарнă.
Патшалăх çул-йĕр инспекцийĕ çул çинче тимлĕрех пулма ыйтать. Çул çинче инкек ан пултăр тресен, çул-йĕр правилисене пăхăнса тăрăр.