Депутатсен районти Пухăвĕн 2004 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнчи Сç2
ЧР Президенчĕн 2004 çулхи февралĕн 25-мĕшĕнчи «Вĕрентÿ учрежденийĕсен тытăмне улăштарассине тивĕçтермелли хушмам мерăсем çинчен» 15 № Указне Муркаш районĕнче мĕнле пурнăçлани çинчен
Вĕрентÿ учрежденийĕсен тытăмне ултăштарнин тĕп тĕллевĕ шкулăн хальхи модельне туса хурса вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатса çĕнетесси, вĕрентÿ пулăшăвĕсемпе кашни ача пĕр тан усă курма пултарни, мĕнпур ресурссемпе эффективлă усă курасси тата вĕрентÿ системине ертсе пырассине çĕнетсе лайăхлатасси пулса тăрать.
Хальхи вăхăтра 39 шкулта 5462 ача вĕренет. Пĕр учитель пуçне 7,38 вĕренекен тивет. Пĕчĕк комплектлă шкулсем 27, унта ялан тенĕ пекех учительсем темиçешер предмет вĕрентеççĕ. Çавна пула ачасем пахалăхлă пĕлÿ илеймеççĕ вĕсене пурнă çулĕ çине кăларас енĕпе те йывăрлăхсемă тухса тăраççĕ.
Муркаш районĕнчи вĕрентÿ учрежденийĕсене çĕнетсе улăштарассин программипе килĕшÿллĕн база шкулĕсем йĕркелеççĕ. Вĕсене паянхи кун ыйтакан хальхи пурлăх базипе тивĕçтереççĕ, предметсене тарăннăн вĕрентме, аслă классенче профиллĕ пĕлÿ пама майсем пулаççĕ. Çав шкулсене вĕренекенсене юнашар ялсенчен шкул автобусĕпе турттараççĕ. Иртнĕ тапхăрта районти 6 шкул тытăмне улăштарнă. Президент программипе килĕшÿллĕн, республика бюджетĕнчен шкул автобусĕсем 7 килнĕ.
Пĕтĕм тĕнчери çĕнетÿпе аталану банкĕн проектне районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан виçĕ вăтам шкул хутшăнаççĕ (Мăн Сĕнтĕрти, Калайкассинчи, Йÿçкассинчи).
Вĕрентÿпе культура комплексĕсемпе центрĕсене 5 туса хунă, вĕсем вĕрентçпе культура тата спорт учрежденийĕсене пĕрлештерсе тăраççĕ. Шкул-ача-сачĕ Комплекссене 7 уçнă.
Паянхи пурнăç ыйтакан тарăн пĕлÿ илме çемье тупăшне, ăçта пурăннине пăхмасăр пĕр пек условисем туса пани районти вĕрентÿ учрежденийĕсен тытăмне çĕнетсе улăштарассинче тп задачăсенчен пĕри шутланать.
Депутатсен районти Пухăвĕ çапла йышăннă:
1. Вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçин В.М. Васильевăн ЧР Президенчĕн 2004 çулхи февралĕн 25-мĕшĕнчи «Вĕрентÿ учрежденийĕсен тытăмне улăштарассине тивĕçтермелли хушма мерăсем çинчен» 15 № Указне районта епле пурнăçласа пыни çинчен пĕлтернине шута илес.
2. Вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайне (В.М. Васильева), вĕрентÿ учрежленийĕсен ертÿçисене районти вĕрентÿ системине тĕрлĕ вĕрентÿ учрежденийĕсем туса хурса тата тĕрлĕрен вĕрентÿ программисемпе усă курса кашни ачана пĕр пек тарăн пĕлÿ пама кадрсен, укçа-тенкĕн, пурлăхпа информаци ресурсĕсемпе эффективлă усă курма сĕнес.
3. Районти вĕрентÿ ĕçне çĕнетсе улăштарнине массăллă информаци хатĕрĕсенче анлăн çутатмалла, вĕрентÿ учрежденийĕсен тытăмне улăштарни вĕрентç пахалăхне лайăхлатма пулăшни çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла.