Моргаушский муниципальный округ

«Çамрăксем – наркотиксене хирĕç» акци пырать

 

Эрех ĕçни, наркотиксемпе айкашни çын сывлăхне çав тери  пысăк сиен кÿрет, çемьене аркатать, тепĕр чухне пурнăçран та вăхăтсăр уйăрать. Çак сиенлĕ пулăмсем пирĕнтен аякра тăччăр тесен, вĕсемпе медицина ĕçченĕсен анчах мар, ытти органсен те кĕрешмелле.

Районта темиçе çулах ĕнтĕ наркотиксемпе усă курнине тата вĕсене  саккуна пăсса сутнине хирĕç кĕрешекен комисси ĕçлет. Иртнĕ кĕçнерни кун, октябрĕн 28-мĕшĕнче çак комиссин черетлĕ ларăвĕ пулчĕ.

Çак сиенлю йăласен серепине çамрăксем уйрăмах нумай çакланаççĕ. Çирĕпленсе çитмен ăс-тăна наркотик та, эрех-сăра та пысăк сиен кÿреççĕ. Çавăнпа та районта октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса декабрĕн 25-мĕшĕччен «Çамрăксем – наркотиксене хирĕç» акци ирттереççĕ. Çак тапхăрта пĕр çĕрте те нумай мероприятисем пулаççĕ. Шкулсенче çак темăпа калаçусем, лекцисем, «çавра сĕтелсем», видеофильмсем иртеççĕ. Культура учрежденийĕсенче те наркотиксемпе кĕрешессипе çыхăннă тĕрлĕрен мероприятисем пулаççĕ. Библиотекăсенче çак тапхăрта наркотиксемпе усă курнин сиенĕ пирки стендсемпе выставкăсем хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех çак тематикăпа çыхăннă санитари бюллетенĕсемпе плакатсен конкурсне те ирттерме палăртнă. Шкулсенче ачасене анкетăсем те çыртараççĕ. Акци итогĕсене январь уйăхĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Акци вăхăтĕнчи мероприятисем пирки ларура Муркашри тĕп больницăн врач-наркологĕ М.И. Касьянова тĕплĕн пĕлтерчĕ.

Наркомансем ан пулччăр, вĕсемпе айкашакансем хушăнса ан пыччăр тесен, ку тĕлĕшпе ял администрацийĕсен те нумай тимлемелле. Ларура Турай тата Хорнуй ял администрацийĕсенче ку тĕлĕшпе епле лару-тăру пулни çинчен ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем А.В. Павлов тата В.А. Любимова пĕлтерчĕç. А.В. Павлов пĕлтернĕ тăрăх наркотиксемпе усă курасран асăрхаттарас, унăн сиенĕ пирки ăнлантарас тĕлĕшпе сывлăха сыхлас, культура ĕçĕсенче вăй хуракансем тăрăшаççĕ. Ял пухăвĕсенче те медицина ĕçченĕсем çак темăпа калаçусем ирттереççĕ, унта районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем те хутшăнаççĕ. Ялта саккуна пăсса эрех сутакансем те çук мар. Вĕсемпе кашнинпе калаçу ирттернĕ, ăнăçсăр çемьесемпе те чĕнсе  е килĕсене кайса ăнлантару ĕçĕсем тăваççĕ, калаçусем ирттереççĕ. Ку тĕлĕшпе ял администрацийĕнчи çемьесемпе ĕçлекен комисси тÿпи те çук мар.

Хорнуй ял администрацийĕнче сиенлĕ йăласемпе кĕрешессипе мероприятисем ирттереççĕ, ку енĕпе шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Сывă пурнăç йĕркине çирĕплетме тăрăшса тĕрлĕрен спорт мероприятийĕсем, кану каçĕсем ирттереççĕ. Анчах та сиенлĕ йăласем вăй илсе ан пыччăр тесен, çак ĕçе пĕтĕм общественноçа явăçтармалла. Ĕçкĕпе иртĕхнине хирĕç кĕрешесси те паянхи тĕп задачăсенчен пĕри пулмалла, мĕншĕн тесен эрех витĕмĕпе пуçа, ăс-тăна минретме хăнăхнă çын кирек хăш самантра та, стрессенчен хăтăлас тесе, наркотиксем çине куçма пултарать. Учетра тăракансем сахал тесе лăпланса лармалла мар, пур çĕрте те пĕр самантлăха тимлĕхе çухатмалла мар.

ЧР Президенчĕ 2002 çулхи декабрь уйăхĕнче «Алкогольпе усă курнине тĕрĕслесе тăрассине, алкоголизмран тата ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхесрен сыхланассине вăйлатас тĕлĕшпе хушма мерăсем йышăнасси çинчен» Указ кăларчĕ. Çак указа пурнăçлама ятарлă мероприятисен планне хатĕрленĕ, унта шалти ĕçсен пайĕпе тĕп больницăсăр пуçне район администрацийюсен пайĕсене те явăçтарнă. Районти административлă комисси те ку тĕлĕшпе нумай ĕçсем туса ирттерет.

Шалти ĕçсен пайĕ ÿсĕрле престулени туни çине пысăк тимлĕх уйăрать. Кăçалхи 9 уйăхра эрех ĕçсе преступлени тунисен хисепне 19,9 процент чухлĕ чакарнă. Районти шалти ĕçсен пайĕ район администрацийĕн экономикăпа прогноз пайĕпе пĕрле суту-илÿпе обществăлла апатлану предприятийĕсене тĕрĕсленĕ, эрехе ваккăн сутассипе правилăсене епле пурнăçланипе кăсăкланнă. Прокуратурăпа пĕрле çул çитмен çамрăксене спирт пур шĕвексене сутнине тупса палăртассипе пĕрлехи рейдсем ирттернĕ, кун пек фактсем кăçал 9 тупса палăртнă. Кăçал пĕтĕмпе 96 рейд ирттернĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕнче профилактика  учетĕнче эрехпе иртĕхекен 372 çын учетра тăрать, халăх хушшинче ку тĕлĕшпе профилактика ĕçĕсене те йĕркеленĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн 2002 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнчи 653 № хушăвĕпе вĕрентÿ, сывлăха сыхлас, культура учрежденийĕсенче алкоголь тата спирт продукцине сутма чарнă. Çавăн пекех предприятисемпе организацисенче те ĕç вырăнĕнче эрех ĕçме чарнă.

Районти хальхи вăхăтра эрех сутма 114 суту-илÿ предприятийĕн тата 18 предпринимателĕн лицензисем пур.

Совет саманинче эрех ĕçекенсене ЛТПсенче сиплесе юсатчĕç. Халĕ вĕсем çук. Спирт пур шĕвексене саккуна пăсса сутакансене уголовнăй майпа айăплас тĕлĕшпе законодательствăра мерăсене палăртман.

Çара кайма хатĕрленекен çамрăксемпе те ку тĕлĕшпе нумай ĕçлемелле. Малтан призыв комиссине тăнă хыççăн вĕсем сывă пулсан, службăна кайма вăхăт çитсен вĕсен сывлăхĕ пачах урăхла. Малтан тĕрĕсленĕ чух чире тупса палăртсан вĕсене тÿрех сиплемелле. Ку енĕпе профилактика ĕçне вăйлатмалла, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетмелле. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ çар комиссариатĕнче ытти врачсемпе пĕрле нарколога те кĕртнĕ.

Лару ĕçне ЧР Шалти ĕçсен министерствин наркотиксемпе усă курассинчен асăрхаттарас тĕлĕшпе ĕçлекен специалисчĕ А.Н. Григрьев хутшăнчĕ, сăмах каларĕ, акци вăхăтĕнче тĕрлĕ материалсемпе пулăшма пулчĕ. Лару сÿтсе явнă ыйтусемпе тивĕçлĕ решени йышăнчĕ.

Çамрăксем – пирĕн малашлăх, тетпĕр эпир. Анчах вĕсем тÿрĕ çултан ан пăрăнччăр, наркотикпа, эрехпе ан туслашчăр тесен шкулăн та, ашшĕ-амăшĕн питĕ тимлĕ пулмалла, шкул ачисемпе çамрăксем хушшинче çарпа патриотизмла тата кăмăл-сипет тĕлĕшнчи воспитание вăйлатмалла. Çамрăксен тĕрлĕ енлĕ  интерессем пулмалла, физкультурăпа спорт, музыкăпа живопись т. ыт. те кăсăклансан вĕсем сиенлĕ йăласен витĕмне лекеймĕç.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
03 ноября 2004
00:00
Поделиться