Ял хуçалăх техникине – хĕллехи управа
«Кашни ĕçĕн вăхăчĕ пур», тет ĕç тĕлне пĕлекен çын. Çапла калать те умри ĕçсене кая хăвармасăр пурнăçлама мĕн пур хăвата пуçтарать. Хыçа юлакан ял хуçалăх çулĕ те кăçал хресченĕн тăрăшулăхне çивĕч тĕрĕслерĕ: çĕр ĕçюпе пурăнаканăн нумай ĕçсене çумăрлă çанталăкпа кĕрешсе пурнăçлама тиврĕ. Тимлĕ те малалла пăхса ĕçлекенсем «çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен» тенине çиеле кăларчĕç. Хĕле кĕнĕ май çав хуçалăхсенче пулса куратăн та кăçал йĕпе-сапаллă çу-кĕр кунĕсем пулнине асăрхаймастăн та. Теприсен вара...
Маларах каланине уй-хир ĕçĕсене хутшăннă ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартни-лартманни те уçăллă çирĕплетет. Производство кооперативĕсенче пулса ку тĕлĕшпе тĕрлĕ ÿкерчĕк курни хăшĕсем техника çине пачах алă сулнине кăтартать. Вĕсем çитес çул çук текенскерсем хăйсем «пуян» пулнине тата кирек-хăш техникăна та ялан илме пултарнине кăтартасшăн-ши; Çак ыйтăвăн хуравĕсене иртнĕ эрне вĕçĕнче «Динамо», «Тораево», Суворов яч. хис., «Чемеево», «Сеятель», «Юнга» хуçалăхсенче тупрăмăр. Тупасса тупрăмăр та, анчах савăнмалли-мухтанмалли виçĕ пуслăх та çук.
«Динамо» ял хуçалăх производство кооперативĕнче кăçалхи мар, пĕлтĕрхи çур аки валли пахча çимĕç акма - çĕнĕ йышши сеялка туяннăччĕ. Ăна ĕç хыççăн управа лартассипе иртнĕ кĕркуннех асăрхаттару пулнăччĕ. Çавна шута илсе-ши кăçал та çав сеялкăна хуçалăхра çуса лартнă. Çапла, çуса лартнă çеç: укçа тутăхасран сĕрмен, çулламан, картламан. Ытти ял хуçалăх техники вара паян кун та ĕçре. Акă, хăма çинче вырăн тупнă ротăрлă косилка ешĕл калча айне пулнă, выльăх апачĕ хатĕрлемелли КИР-1,5 агрегат – хуçалăх ĕçченĕсем пĕрремĕш кун мар хĕрлĕ кăшман çинче ĕçлеççĕ - ĕнер кăна хиртен кĕнĕн «хашкаса» ларать, СК-5 «Нива» «хир карапĕ» те симĕс калча тыткăнне лекнĕ, культиваторсем çум айне пулнă, сеялкăсенчен пĕрисене нумай çул ÿсекен курăк вăрлăхĕнчен тасатса пĕтереймен, теприсенне вара çур аки хыççăн юлнă сĕлĕне шăшисем вакласа пĕтернĕ. «Хир карапĕсен» бункерĕсенче тырă упранни хуçалăхра «вырма вĕçленменнине» кăтартать. Паркри хурал пÿртĕнче вара таврари шăплăха сирсе аякранах хĕрлĕ кăшман тиеме пуçтарăннă арсем! çат та çат! Каршла çапни Токшик тăрăхĕнче те халăх вилсе пĕтленнине кăтартрĕ. Машинăпа трактор паркĕ – хуçалăх килхушшийĕ. Унта – наукăпа пăхсан – кашни техникăн вырăнĕ Пулмалла, парк çум курăк плантацийĕ пулмалла мар, анчах... Юлашки сăмахсем Суворов яч. хис. хуçалăх паркĕнче татах та уçăмлăрах курăнчĕ: вăрлăхĕ Ăнса пулнă, анчах «вырма уксахлать, парксемпе садсен çулталăкĕ хуçаланать, хуçалăх уй-хирте вырма вĕçленĕренпе пĕрремĕш кун мар пулсан та, комбайнсене управа лартма алă çитеймен-ха. «Ĕнер (октябрĕн 21-мĕшĕнче) аслати авăтрĕ Те хĕл час лармасть», - тесе лăпланнă пулас кунта.
«Тораево» хупă акционерлă обществăра – кунта халĕ çĕнĕ хуçа – ял хуçалăх техникине управа лартма пуçланă пулин те, ăна валли ятарлă вырăнсем пуррине пăхса ĕçлемелли пайтах. Хăш-пĕр агрегатсене çум курăкĕсем ытларах лартнă. «Хир карапĕн» шнекĕ ешĕл калчапа хупланнă: кунта хĕлле юр кĕрес çук.
«Чемеево» хуçалăхра тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсен пуссисенче ĕç вĕçленнине пăхмасăрах 30 гектар çинчи клевер çапса илессе кĕтет. Çак ĕçе Дон-1500 кĕтет. Вырмана хутшăннă СК-5 «Нива» комбайна управа лартнă пекки тунă. Икĕ «Волга-2» агрегата та управа лартма пуçланă, БДТсем патне алă çитнĕ, анчах копалка пылчăкран тасалайман. Кĕрхи çумăрсем тасатĕç-ши;
«Сеятель» хуçалăхра пулсан вара –ивитти айĕнчи пушă вырăнсемпе пач усă курманни куç умне тухрĕ. Акă, Нискасси йĕтемĕ тап-таса та пуш-пушă. Анчах çивитти айĕ Пур çĕртех 40-50 метрта çум ытамĕнче тата çумăр айĕнче ларакан 3 сеялкăна тата кăшт «инçерех» вырнаçнă 3 культиватора, 2 плугпа пĕр ДТ-75 трактора унта кĕртсе лартма те хал çитмен, те ăс пулман... Ярославкăри сĕт ферминче тем кĕтсе «упранакан» КИР-1,5 агрегат, ялта ларакан çĕр улми сажалки, тĕп паркра комбайнсем ĕçе хатĕр ларни, ытти хуçалăхсенчи пекех кунта та техникăна управа лартассипе çывăрни вăхăт хĕл еннелле кайнине чарма хăтланаççĕ, тейĕн.
Техникăна хĕллехи управа лартассипе пысăк çитменлĕхсем пурри «Юнга» хуçалăхра та курăнчĕ. 9 «хир карапĕнчен» ĕçлекенни виççĕ Юлнă та вĕсем вуншар гектар çинчи клеверпа люцернăна вырма хатĕр лараççĕ. Тахçанпах алă çитмен пĕр автомашина прицепĕ çинче çум курăкĕ ÿссе кайни техникăна упрасси çине кунта мĕнле пăхни çинчен калать.
Октябрь вĕçленсе пырать. Кĕçех юр çума та пуçлĕ. Вăл управа лартман техникăна çум курăксен хÿттипе хăвăртах шурă катанпире витĕ. Çур аки çитсен вара сарă хĕвел вăхăтне шутлă парĕ. Хÿре вĕçне туй килсен çеç хыпкаланма пуçлани пысăк тухăçа алăран вĕçертĕ, çак сулăма лекнисем аталану çулĕнче тепĕр утăм каялла пусĕç. Камра тупăпăр айăпне; хамăрта мар-и;
Çиччĕ Виçер те пĕрре касар. Çанталăк çумăра кайрĕ пулин те, шурă шăнасем вĕçме пуçличчен техникăна хĕллехи управа лартассипе ытларах ĕçлени хамăршăнах-çке!