Тĕп тивĕç - ĕçлекен çыншăн тăрăшасси
Пирĕн «Ударник» сăнавпа производство хуçалăхĕнче ĕçлекенсем пурте профсоюз членĕсем. Профсоюз организацийĕн тĕп тивĕçĕ вара - ĕçлекен çынна хÿтĕлесси. Хамăрăн кулленхи тивĕçсене пурнăçланă чух эпир хуçалăх дирекцийĕпе, обществăллă организацисемпе тачă çыхăнса ĕçлеме тăрăшатпăр. Хуçалăхпа профсоюз комитечĕ хушшинчи хутшăнусене коллективлă договорта çирĕплетсе хăварнă. Унта производствăна аталантарассин, ĕç дисциплинине çирĕплетессин, ĕç сыхлавĕн, ĕç условийĕсене лайăхлатассин, ĕçшĕн тÿлессин, йăлапа кану условийĕсене лайăхлатассин ыйтăвĕсене уçăмлăн кăтартса хăварнă.
Çапла вара коллективлă договор ĕç параканпа профсоюз комитечĕ хушшинчи хутшăнусене йĕркелесе пырать. Чи малти вырăнта - ĕç условийĕсене лайăхлатасси. Ку енĕпе хуçалăх та нумай ĕçсем туса ирттерет. Коллективлă договорта та эпир ĕç условийĕсене лайăхлатас тесе хуçалăх продукци илме хывнă укçан 0,1 процентпа уйăрма йышăнтăмăр. Ăна мĕнле пурнăçлассине, укçана ăçта хывассине, ĕç условийĕсене лайăхлатма тĕрлĕрен мероприятисем çирĕплетрĕмĕр.
Сăмахран, вĕсен шутне хуçалăх ĕçченĕсене медосмотр тăратасси, специалистсене ятарлă курссенче вĕрентесси, ятарлă тумтирпе тивĕçтересси, выльăх-чĕрлĕх фермисенче ĕçлекенсене, хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче уй-хирте ĕçлекенсене йÿнĕ хакпа апат çитересси, водительсене рейса кайиччен медосмотр тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси т. ыт. те кĕреççĕ. Кăçал вĕсене пурнăçлама 500 пин тенкĕ çирĕплетсе хăварнă.
Профсоюз комитечĕ хуçалăх дирекцийĕпе пĕрле çынсене усăллă канма тивĕçлĕ условисем туса парассишĕн те нумай тăрăшать. Çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленсен акатуй уявне ирттеретпĕр. Унта ака-суха ĕçĕнче уйрăмах хастарлăх кăтартнисене, уй-хир ĕçченĕсене Хисеп грамотисемпе, укçан преми парса хавхалантаратпăр. Ытти енĕпе те пĕр-пĕр ĕç вĕçленнĕ хыççăн итогсене пĕтĕмлетсе пултаруллисене чыслатпăр.
Çĕнĕ çул умĕн кашни участокри фермăна çитсе уяв йĕркелеме тăрăшатпăр, вĕсене те, ĕç итогĕсене кура, Хисеп грамотисемпе, укçан премисемпе хавхалантаратпăр.
Экономика ăмăртăвне йĕркелени çынсен ĕçлес кăмăлне ÿстерет. Çав вăхăтрах производствăна аталантарма, ĕç тухăçлăхне, пахалăхне лайăхлатма, ĕç дисциплинине çирĕплетме пулăшать.
Вырма ĕçĕ хуçалăхшăн хĕрÿ тапхăр шутланать. Çавăнпа та ăна ирттерме комбайнерсем, водительсем т. ыт. ĕçченсем валли ятарласа пăхса тухса хушма условисем çирĕплететпĕр. Çакă пурне те тăрăшарах ĕçлеме хистет, уй-хирти тыр-пула ытти культурăсене вăхăтра пухса кĕртме май парать.
Районта кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн çулленех Тыр-пул уявне ирттереççĕ. Унта та пирĕн хуçалăхри пултаруллă механизаторсем тĕрлĕ наградăсене тивĕçеççĕ.
Кăçал Тыр-пул уявĕ районта октябрĕн 23-мĕшĕнче пулса иртрĕ. Унта «Ударник» сăнавпа производство хуçалăхĕнчи Виталий Кириллович Петров водитель Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине, Владимир Иванович Иванов водитель Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине, Владимир Витальевич Семенов комбайнер район администрацийĕн Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пулчĕç. В.В. Семенов вырма ĕçĕнче пысăк хастарлăх кăтартрĕ, «Дон-1500 Б» комбайнпа 1208 тонна тĕш тырă çапса илме пултарчĕ.
Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем çинчен те манмастпăр, вĕсене те хавхалантарсах тăратпăр. Акă, Людмила Алексеевна Иванова доярка, ăратлăх енĕпе ĕçлекен техник Юлия Николаевна Тимофеева Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Çакă мĕн çинчен калать-ха. Профсоюз членĕсем яваплăха туяççĕ, хăйсене шанса панă тивĕçсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.
Эпир те хамăр енчен, пурнăçри тĕрлĕ лару-тăрăва шута илсе вĕсемшĕн тăрăшатпăр. Сăмахран, юбилейсем чухне хуçалăх дирекцийĕпе пĕрле хаклă парнесемпе чыслатпăр. Мăшăрланакан çамрăксене те парнесем пама манмастпăр. Кăçал, сăмахран, 17 юбилей, 3 туй пулчĕ. Унсăр пуçне çурт лартакансене, виле пытарнă чухне, больницăра сипленекенсене, çара каякан çамрăксене те пулăшма тăрăшатпăр. Кăçал пирĕн пата тĕрлĕрен заявленисемпе 82 çын пынă.
Çамрăксем тенĕрен, «Ударник» хуçалăхĕ вырăнти шкулсене те пулăшать, вĕрентÿ учрежденийĕсемпе тачă çыхăну тытать. Шкул ачисем хуçалăха тĕрлĕ ĕçсене нумай пулăшаççĕ. Кăçал та утă çулнă, кĕтÿ пăхнă çĕрте, фермăра каникул кунĕсенче ачасем тăрăшса вăй хучĕç. Йĕтемсем çинче те, çĕр улми пухнă чухне те вĕсем пысăк пулăшу пачĕç. Пĕтĕмпе кăçал хуçалăхри тĕрлĕ ĕçсенче 135 ача тăрăшнă, вĕсенчен 54-шĕ 2-3-шер уйăх ĕçленĕ.
Сентябрĕн 1-мĕшĕнче, Пĕлÿ кунĕнче, хуçалăх дирекцийĕ савăнăçлă линейкăра 54 вĕренекене хаклă парнесемпе чысларĕ.
Хуçалăх дирекцийĕпе профсоюз комитечĕ ĕç ветеранĕсем пирки те манмаççĕ. Ватă çынсенчен чылайăшĕ хуçалăх экономикине аталантарассишĕн вуншар çул ырми-канми тăрăшса ĕçленĕ.
Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕнче, октябрĕн 1-мĕшĕнче, хуçалăх кашни çулах ватă çынсене чыслама спонсорла пулăшу парать.
Кăçал та çак кун ватă çынсене пухса тĕлпулу ирттертĕмĕр. Вĕсене апат çитерме хуçалăх 5 пин тенкĕ укçа уйăрчĕ. Унсăр пуçне 280 ватă çынна тÿлевсĕр 100 килограмм тырă пама йышăнчĕ. Ветерансем 100 килограмм тырăне (чи ваттисем) çулсеренех тÿлевсĕр илеççĕ. Ватăсем уншăн хуçалăха чĕренен тав тăваççĕ.
Кăçал çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ пулнине шута илсе çамрăксене тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсене ытларах явăçтарма тăрăшатпăр. Майăн 1-мĕшĕнче, Çуркуннепе ĕç уявĕнче çамрăк çемьесемпе «Атте, анне тата эпĕ – спортпа туслă çемье» ăмăрту ирттертĕмĕр, унта нумай çемье хутшăнчĕ. Хуçалăх парнисемшĕн те ăмăртусем пулаççĕ. «Ударник» хуçалăх команди районти ăмăртусенче те малти вырăнсене йышăнать.
Профсоюз организацийĕн ĕçĕ нумай енлĕ. Культурăллă-массăллă мероприятисем те кайри вырăнта мар. Тĕрлĕ уявсем ирттернипе пĕрлех уйрăм ĕç коллективĕсене хулана театрсене те илсе каятпăр. Иртнĕ эрнере водительсемпе Шуршăла кайса куртăмăр, концертра та пултăмăр. Ферма ĕçченĕсемпе те Етĕрне районне кайса унти паллă вырăнсемпе паллашнăччĕ. Коллективпа пĕрле тухса çÿрени туслăха çирĕплетет, çынсене ĕçлеме хавхалантарать.
Çаксене пурне те коллективлă договорта пăхса хунă. Вăл мĕнле пурнăçланнипе профсоюз членĕсене пĕлтерсех тăратпăр, пухусенче отчетсем тăватпăр. Унта улшăнусем кĕртни пирки те пĕлтеретпĕр.
Иртнĕ çулта республикăра «2003 çулхи чи лайăх коллективлă договор» конкурс ирттерчĕç. Эпир те унта хутшăнтăмăр, хамăрăн хуçалăхри коллективлă договора унта тăратрăмăр. Унта пирĕн коллективлă договора тивĕçлĕ хак пачĕç, Чăваш Республикинчи профсоюзсен канашĕн дипломĕпе чысларĕç.
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, малаллах каять. Çавна май ĕç меслечĕсем те улшăнсах пыраççĕ. Пирĕн те тимлемелли нумай. Производствăна аталантарас тесен ĕç дисциплинине татах çирĕплетмелле. Çынсем сахалтарах чирлеччĕр, хăйсен вырăнĕсенче лайăхрах ĕçлеччĕр тесен, сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшмалла. Малашне те профсоюз членĕсемшĕн тăрăшасчĕ, вĕсене ĕçлемелли условисем те лайăхрах пулччăр.