«Рулевойĕ» ÿсĕр пулнă
Кăçалхи 9 уйăхра пирĕн районта çул çинче 48 инкек пулчĕ. Вĕсенче 16 çын вилнĕ, 76 çын аманнă. Пĕлтĕр вара çак хушăра 47 авари пулнăччĕ. Вĕсенче 11 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 60ăн аманнă.
Çакна палăртмалла. Чылай чухне çул çинчи инкексем водительсем руль умне ÿсĕр ларса тухнипе пулаççĕ.Çавна пула миçе çыннăн пурнăçне хăрушлăха кĕртсе ÿкереççĕ вĕсем; Акă, кăçалхи январь-сентябрьте çеç çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕсем 59 ÿсĕр водителе тытса чарнă. Тата миçе инкек пулма пултаратчĕ вĕсене вăхăтра «капкăна» çаклатман пулсан?
Руль умне эрех кÿпсе лартнă хыççăн ларнă пирки ав, Йÿçкасси ял администрацийĕн территорийĕнче те нумаях пулмасть авари пулчĕ. Октябрĕн 25-мĕшĕнче Владислав Зиновьевич Владимиров çăмăл автомашинăпа çăвăр автан пек сиккелесе пынă пулмалла. «Симĕс çĕлен» «юнне» самаях ланкăртаттарнăскерĕн куçĕ умĕнче «шуйттансем» сиккелеме пуçланă хăмтăрт! тăвать сасартăк. Сехри хăпнипе урăлсах каять ÿсĕр «рулевой»: умра шуйттанпа унăн вăрăм хÿри те мар иккен. Лаша пынă. Шăпах лаша урапине пырса кĕрслеттерет те Владимировăн «тачки». Ун айăпне пула урапа çинче ларса пыракан И.Н. Александров аманать, районти тĕп больницăна лекет.
Çул-йĕр правилисене пăхăнас пулать. Карланкăна та чарас пулать. Вара Йÿçкасси тăрăхĕнче çеç мар, районĕпех çул-йĕр çинчи инкексен шучĕ сахалланĕччĕ.