Моргаушский муниципальный округ

Хисеп грамотисене тивĕçнĕ

 

Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕ, вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюз организацийĕсен ертÿçисен районти Канашĕ тăратнă сĕнÿсене шута илсе, район администрацийĕн пуçлăхĕн кăçалхи октябрĕн 25-мĕшĕнчи 726-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе çаксене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă:

Кăçалхи тыр-пула ăнăçлă пухса кĕртме пысăк тÿпе хывнăшăн:

Виталий Гурьевич ИВАНОВА, Орининти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорне*

Константин Дмитриевич СПИРИДОНОВА, Мăн Сĕнтĕрти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорне.

Вĕрентÿ ĕçĕнче нумай çулсем хушши ăнăçлă ĕçленĕшĕн:

Михаил Яковлевич ГАВРИЛОВА, педагогика ĕçĕн ветеранне.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
30 октября 2004
00:00
Поделиться
;