Аталану çулĕнче техникăсăр майĕ çук
«Аталану çулĕнче техникăсăр майĕ çук», - терĕ çуллахи-кĕрхи уй-хир ĕçĕсене хутшăннă ял хуçалăх техникине хĕллехи управа мĕнле лартнипе пăхма-тĕрĕслеме кĕнине пĕлтерсен «Моргаушагропромхими» уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ Владислав Михайлович Пушкин. Пурнăçланăĕçре телей кураканскер пирĕнпе пĕрле управа лартнă техникăна кăтартма тухрĕ. «Моргаушагропромхими» обществăра ял хуçалăх ĕçĕсене хутшăнă пĕтĕм техникăна, паян ĕçлекеннисемсĕр пуçне, пĕрремĕш кун мар ĕнтĕ çуса тасатса, тутăхасран сыхласа, вĕçертсе илмелли агрегатсене вĕçертсе склада хурса хĕллехи управа лартнă. Техника упрасси çине çителĕксĕр пăхакан ытти нумай хуçалăх ертÿçисемпе инженерĕсен кунта ĕçе епле йĕркелеме пулнине вĕренмелле те вĕренмелле. Мулушлăхпа пурăнакансем кунта списать тума вăхăт çитнĕ тĕслĕх сапакан 4 техникăна, плуга, прес-подборщика та тирпейлесе управа лартнă, кашни техникăнах механизатор çумне çирĕплетнĕ. Çапла вара «Моргаушагропромхимия» обществăра уй-хир ĕçĕсене хутшăннă техникăна 100 проценчĕпех управа лартнă. Тĕрĕслев хăш-пĕр асăрхаттарусем çеç хăварчĕ.
Уй-хир ĕçĕсене хутшăннă ял хуçалăх техникине малашлăх валли упрасси çине «Оринино» хуçалăхра та ответлăха туйса пăхаççĕ. «Енисейсемпе» «Нива» комбайнсем асфальт лаптăкра управ вырăнĕ Тупнă. Икĕ Дон-1500 вара çивиттисем айĕнче лараççĕ. Копалкăсемпе сеялкăсене, плугсемпе культиваторсене управа лартнине пăхсан, вĕсемпе кăçал ĕçлемен те тейĕн. Атапайĕнче те, тĕп паркра та управа лартнă кашни техникăн вырăнĕ. Извеçпе сăрланă кустăрмасем кунта çум хыçне пытанманни, аякранах шуррăн курăнса ларни техникăна управа лартассипе пысăк ĕçсем туса ирттерни çинчен калать.
Техникăна хĕллехи управа лартассипе юлашки вăхăтра çулленех тĕслĕх шутланнă. «Герой» хуçалăхра та управа лартман техника ĕнер (тÿреммĕнех çапла) ĕлени кăна. «Хир карапĕсен» пĕр пайне управа лартнине районшăн та стандарт (ырă тĕслĕх) теме пулать. Апла пулин те, шурчасен техникăна управа лартассипе кая хăвармасăр тумалли ĕçсем те çук мар, унта-кунта çуталакан штоксем те курăнкалаççĕ.
Аталану çулĕпе тикĕссĕн малалла каяс ĕмĕтлисем техника пĕлтерĕшĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ: унпа ĕçлеççĕ çеç мар, упраççĕ Те. Акă, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче КЗС-3 комбайна, прес-подборщика, виçĕ косилкăна, пĕр сеялкăна ятарлă çивитти айĕнче упраççĕ. Чăх ĕрчетекен те ял хуçалăх техники çине çапла тимлĕ пăхни вĕсем малашлăха шаннине кăтартать.
Ĕçлемен тесе калама чĕлхи çаврăнмасть пулин те, ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартассипе «Восток», «Лидер» хуçалăхсенче ĕçлемелли пайтах. Умра ноябрь, çанталăк хăвăрт сивĕтсе лартсан тата юр çусан техникăна управа лартас ĕç çитес çула юлма пултарать.