Тивĕçлисене чыслама, пĕтĕмлетÿсем тума
Иртнĕ шăмат кун, октябрĕн 23-мĕшĕнче, район центрне районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ĕçченĕсем, хăйсен килти хуçалăхĕсенче тĕрлĕ продукци çитĕнтерсе туса илекенсем, хамăр районти райпосен предприятийĕсем, Шупашкар хулинчен килнĕ суту-илÿ предприятийĕсем йышлăн хутшăнни ăнсăртран тата сăлтавсăр мар. Кĕр мăнтăрне тулли кăмăлпа палăртма пуçтарăнчĕç вĕсем, кăçал туса илнĕ тата çитĕнтернĕ паха продукцие, ял çыннисене кирлĕ тивĕçлĕ таварсене сĕнчĕç. Ял çыннисем çак кун хăйсене тивĕçтерекен хаксемпе уй-хир тата пахча-çимĕç продукчĕсем туянса юлма пултарчĕç, суту-илÿ предприятийĕсем сĕнекен таварсене хавас кăмăлпа алла илчĕç, художество пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕсене хапăлласа кĕтсе илчĕç т. ыт. те.
Район ертÿçисемпе уява килсе çитнĕ хăнасен ăш-пиллĕ сăмахĕсем, кăçалхи ĕç çинче чăннипех хастарлăх кăтартнă маттур çынсене кирлĕ пек чыслани уяв хăтне тивĕçлĕ сĕм кĕртрĕ кăна.