Моргаушский муниципальный округ

Преступникран çын пулма йывăр

 

Эрех халиччен çынна ырă туни пулманччĕ-ха. Апла пулин те ытларах чух нумайăшĕ çакăн çинчен манать. Çав усал шĕвекпе пуçа минретнĕ çын вара никама та шеллемест: хăйĕн чи çывăх тăванĕсем çине алă çĕклеме те именсе тăмаççĕ. Вăтанас шухăш-и унта; Уйрăмах хĕрарăмсем çинче тĕрĕслеççĕ вĕсем хăйсен мăн чышки виçине. Кун пек тĕслĕхсем çине-çинех тĕл пулаççĕ.

Акă, пĕр тĕслĕх Опрыскьялĕнче А.Д. Дмитриев кăçалхи июлĕн 16-мĕшĕнче нихçан курманла эрехе хыпса лартать. Хăйне çуратса ÿстернĕ тăван амăшне те «паллайми» пуличченех. Кăнтăрла иртсен, 4 сехет çитеспеле, силленсе çитет çакскер киле. Амăшĕн ăна хирĕç чупса пырса апат çиме лартмалла пулнă иккен. Пĕчĕк чухнехи пек çăвартан кашăкпа хыптармалла пулнă пуль. Пĕçернĕ апата та ăшăтса çиес кăмăл пулман иккен унăн. 29 çулхи ÿсĕр услап амăшĕ хăйне яшка ăшăтса паманшăн урса каять: чашăка илет те шанлаттарать унпа амăшне пуçĕнчен, унтан – аллинчен. Сехри хыпнă амăшĕ урама тухса тарать. Ывăлĕ пĕчĕк чух, чирленĕ чух куç хупман каçсем сахал пулнă-и; Шутланă-и вăл ун чухне, уншăн юлашки çăкăр татăкне те шеллемен чух тăван ывăлĕ çитĕнсен çакăн пек «тав тăвасса». Çав каç вăл пахчара çĕр каçать. Тепĕр ир пуçĕ юнлă, шыçса ларнă алăллă хĕрарăма кÿрши Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан больницăна илсе каять.

Çапла вара А.Д. Димитриев РФ УК 115-мĕш статйинче (1 пай) кăтартнă преступление турĕ.

Уйкас Хачăкри В.Г. Вершев вара ÿсĕрле çиллине йăлтах 7 çулхи ачи çине кăларнă. Июлĕн 26-мĕшĕнче çакскер 8 сехет иртсен, яшка ăшăтасшăн пулать. Ывăлĕ ыйтмасăр шăрпăк илнине пĕлсен тарăхса каять. Юнашар тăракан ывăлне тĕксе ярать. Лешĕ картлашка тăрăх аялалла анса ÿкет, пичĕпе урайне çапăнать.

В.Г. Вершев РФ УК 116-мĕш статйинче (1 пай) кăтартнă преступление тăвать.

Сăмахăма малалла ют харпăрлăх çине куç хывакансем çине куçаратăп. Кусем те çын çине алă çĕклекенсем пекех хăйсем саккуна хирĕçле хăтланă вĕсемшĕн явап тыттармаççĕ, тесе шутлаççĕ пулас. Пуçĕсене эрех-сăрапа минретеççĕ те хăюллансах каяççĕ. Мишерте пурăнакан Н.А. Колесников та хăй кăçалхи  июнĕн 28-мĕшĕнче  «сахалрах» ĕçнине туйнă. !çтан тупса эрех ĕçес; Магазина каяс – укçа çук. Вара çакскер пĕр ялта пурăнаканăн çуртĕнчен вăрлама шухăшлать çак усал шĕвеке. Пахча витĕр ют хуçалăха кĕрет те нÿхреп çи алăкне уçса, унта кĕрет. Куç тĕлне 40 литрлă алюмини фляга пулать. Нумай шутласа тăмасть çакскер: йăтать те тухать - çурăм çине çавăрса хурать те килнелле танкăлтатать. Тепĕр ирхине ирех вăл кÿршĕллĕ Мари Эл республикинчи Горномарийски районĕнчи Виловатовăна каять. Çапла вара пĕр ял çыннине 1 пин тенкĕлĕх тăкак кÿрет.

Асăрхарăр пулĕ, карланкăна чарайманни Н.А. Колесникова та преступлени çулĕ çине илсе тухрĕ. Вăр РФ УК 158-мĕш статйинче (2 пай пункт) кăтартнă преступление турĕ.

Çакна каламалла. Районта тăвакан преступленисенчен ытларахăшĕ – вăрлани. Ют çын япалине хăйсен япали пек кĕрсе илме пуçларĕç. Акă, кăçалхи августăн 4-мĕшĕнче Мăн Шаптакра пурăнакан  С.В. Яковлев кÿршĕ ялти хуçалăхран регистраци номерĕсĕр «ИЖ-Юпитер5» мотоцикла вăрлать, пĕрлех – А-76 маркăллă бензина  8 литр. Çапла вара кил хуçине 3200 тенкĕлĕх тăкак кÿрет.

Ку мотоцикла 18 çулхи çамрăк малтанах куç хывнă иккен. Июнь уйăхĕнче вăл хуçине мотоциклне хăйне сутма ыйтать. Лешĕ килĕшмест. Мотоцикăллă пулас ĕмĕтне вара çамрăк преступлени çулĕ çине тăрса пурнăçлать. Мотоцикла вара Тойкилтĕ Патĕнчи вăрман тăрăхĕнче запас пайĕсем çине салатать. Вĕсенчен çуррине киле илсе килет, çуррине унтах пытарса хăварать. Пурнăç çулĕ çине тăма та ĕлкĕреймен çамрăк вара РФ УК 158-мĕш статйинче (2 пай, «б» пункт) кăтартнă преступление тăвать.

Преступлени çулĕ – шуçлак çул. Наччас анса кайма пулать ун тăрăх аялалла. Каялла хăпарма вара ай-яй» йывăр! Пĕрре судпа айăпланнă хыççăн та чылайăшĕ тÿрĕ çул çине тăма шутламасть. Акă, Шупашкар хулинчи Московский район сучĕ А.В. Софронова 1998 çулхи сентябрьте преступлени тунăшăн 5 çул та 6 уйăхлăха ирĕкрен хăтарма йышăнать. Лешĕ Колонирен 1 çул та 9 уйăх та 18 кун маларах тухать, анчах тĕрĕс çул çине тăмасть. Каллех преступлени тăвать, явап тăтассинчен хăраса тарса çÿрет. Çак хушăра вăл тата та хăрушă преступлени тăвать: пирĕн районти милици ĕçченĕсем ăна августăн 20-мĕшĕнче Ильинка çывăхĕнче пулăçăсен çуртĕнче тытаççĕ: лешĕ милици ĕçченĕсене (кусем тавар туянаканăн рольне пурнăçланă) 50 пин тенкĕпе 5 килограмм та 180 грамм чухлĕ сирпĕнекен вещество (тротил) туянма сĕннĕ.

Сăмаха вĕçленĕ май, акă,  мĕн каласшăн. Преступлени çулĕ çине тăма йывăр мар, анчах преступникран каялла çын пулма йывăр. Çавăнпа та çынах пуласчĕ. Çынлăха çухатас марччĕ. Намăса ярас марччĕ. Преступник пулас марччĕ. Преступлени тунăшăн вара явапне тытасах пулать.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 октября 2004
00:00
Поделиться