Моргаушский муниципальный округ

Лава вырăнтан хускатмалла

 

Октябрĕн 13-мĕшĕнче Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕнче район администрацийĕн кунĕ иртнĕччĕ. Тĕлпулăва вырăнти ертÿçĕсем, депутатсем хутшăнчĕç, ку территоринче пурнăçламалли ĕçсем, чуна кнăçсăрлантаракан ыйтусем çинчен калаçрĕç. Чи çивĕч ыйтусенчен пĕри – Мăн Сĕнтĕрте шыв çукки, плотина тăвасси.

Иртнĕ ытлари кун, октябрĕн 19-мĕшĕнче, Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕнче Сĕнтĕр юханшывĕ çинче плотина тумалли вырăна палăртма канашлу ирттертĕмĕр. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçи В.Г. Никитин, çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен районти тĕп специалист Г.Г. Симаков, çĕр йĕркелÿ тата çĕр ресурсĕсемпе ĕçлекен Муркашри уйрăмĕн ертÿçи Г.Г. Любимов, патшалăх санэпиднадзор центрĕн тĕп врачĕ Г.Е. Елькина, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем В.А. Прокопьев, Г.П. Мазиков, П.В. Воробьев, вырăнти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн ертÿçи В.А. Верендеев хутшăнчĕç. Плотина тăвасси пирки ыйту Мăн Сĕнтĕрте тахçанах тăрать. Проект хатĕрлес ĕçсем çĕнетÿ тапхăрĕчченех пуçланнă. Паянхи кун вара, пушар пулас пулсан та, Мăн Сĕнтĕрсен ниçтан та шыв илме май çук.

Депутатсен районти Пухăвĕн ку ял администрацийĕн территорийĕнчен суйланнă депутачĕсем, 2004 çулхи бюджета пăхса тухнă чухне, проект хатĕрлеме укçа-тенкĕ уйăрма бюджета кĕртсе хăварнă. Çак ыйтăва пăхса тухнă чухне 3 варианта сÿтсе явнă: плотинаан кĕпер патĕнче Сĕнтĕр юханшывĕ урлă (Мăн Сĕнтĕр – Ильинка автоçул), çак кĕпертен аяларах е çÿлерех тумаллине палăртассине.

2002 çулта кĕпере капиталлă майпа тĕпрен юсанă. Анчах та укçа-тенкĕ çитменнипе тата техника тĕлĕшĕнчен тĕрĕс йышăну туман пирки шыва тытса тăракан устройствăна туса лартайман. Капиталлă юсама тытăниччен унта йывăç щитсенчен çак устройство пулнă, вăл юханшыври шыв çÿлĕшĕн шайне йĕркелесе-тытса тăнă.

П.В. Воробьевпа В.А. Прокопьев депутатсем сĕннĕ варианта илес пулсан (плотинана кĕпертен аяларах тăвасси), унта хальхи вăхăтра лару-тăру çапларах. Вăл вырăнта кивĕ çăва пур, çав тĕлтех, çÿлте, районти мĕн пур çÿп-çапа, тасамарлăха тăкмалли, халĕ те усă куракан вырăн вырнаçнă* ăна урăх çĕре куçармалла. Унсăр пуçне кунта Тренккă ялĕ патне каякан çĕр айĕнчи газ пăрăхĕ иртсе каять, федераллă пĕлтерĕшлĕ. Çыхăну кабелĕ те пур. Экологи тĕлĕшĕнчен чи таса вырăн – кĕпертен çÿлерех, малтан кирпĕч завочĕ пулнă çĕртерехре.

Канашлура, унта хутшăннисен кашнин шухăш-кăмăлĕсене шута илсе, çапла йышăну турĕç: чи малтанах, 2004 çултах, шыва тытса тăракан йĕркеллĕ устройство тумалла, малтан туса çитермен ĕçсене вĕçлемелле, шыва шлюзпа юхса выртмалла туса çитермелле. Çав вăхăтрах проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеме тытăнмалла. Плотинана кĕпертен аялта е çÿлерех тăвасси пирки çак ыйтăва татса пама тивĕçлĕ органсен çитес кунсенчех пĕлтермелле.

 

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 октября 2004
00:00
Поделиться