Вируслă гепатит хăрушă
Вируслă гепатитсем хăрушă тата сарăлакан инфекци чирĕсем шутланаççĕ. Вĕсене тĕрлĕрен 10 вирус (А, В, С, Д, Е т. ыт. те) пуçарать. Çак чир пирĕн организмшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ органа – пĕвере (вăл организмран токсинсене кăларать, çавăн пекех белоксемпе апата ирĕлтерме пулăшакан, компонентсен синтезĕшĕн ответлă) сиенлетет.
А, Е, гепатитсем хăвăрт сарăлаççĕ: çĕршер çынна ерме пултараççĕ, пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Вируслă гепатитсем икĕ формăпа иртеççĕ: тин пуçланаççĕ тата тарăна каяççĕ. В гепатитпа чирленĕ кашни çыннăн, С гепатитпа чирленĕ кашни иккĕмĕш çыннăн чирĕ тарăна каять. Вирус пĕвер клеткисене кĕрсе сарăлать. Пĕвер церрозĕ тата пĕвер ракĕн пуçламăш тапхăрне пуçарассипе хăратса тăрать.Вируссем пыршăлăха лексе, каяшсемпе тухаççĕ. Таса мар шыв урлă тепĕр çынна ереççĕ. Канализаципе шыв системи тивĕçсĕр пулни, тирпейсĕрлĕх çак чире çул уçса параççĕ те.
Мĕнле пĕлме пулать-ха чир ернине; Чир йывăрах пуçланмасть 5 çула çитичченхи ача вăл чир паллисем палăрмаççĕ те. Çитĕннисен те гепатит симтомĕсем чир ернĕ йышăн50-80 проценчĕ çеç паллă. Чир тарăна кайиччен 2-3 эрне пырать. С гепатитăн вăрттăн форми 10 кунтан пуçласа 6 уйăха çити пырать. В гепатит тарăна кайиччен вара 10 кунтан пуçласа çулталăк таран иртме пултарать. Çавăнпа та врачсем 3 тата 6 уйăх хыççăн тĕрĕсленме хушаççĕ.
Чир паллисем çаксем: ÿт температури хăпарать, вăй пĕтет, çын час ывăнать, аппетит пĕтет, хăсас килет, сылтăм аякра ыратни палăрать, шăк тĕксĕмленет, кал çуталать, хăстарать, мышцăсемпе шăмăсем ыратаççĕ. Чирĕн чи уçăмлă палли вара - ÿт-пит, куç шăрçисем саралаççĕ.
Вируслă гепатитсенчен чи хăрушши вара В гепатит. Спидран та 100 хут сиенлĕрех. Уйрăмлăхĕ çакăнта – В гепатитран сывалма пулать. Паянхи кун тĕлне тнчипе çак чир вирусĕпе 2 миллиард çын сиенленнĕ, Раççейре вĕсен йышĕ 5 миллион. Çулсеренех çак чирпе çыхăннă паталогирен 2 миллиона яхăн çын вилет. Кашни 15-20 çулта иккĕмĕш тĕнче вăрçинче пулнă çухатуран та пысăк В гепатит вĕлернин йышĕ.
В гепатит вирусĕ юн, сперма, вагинăран тухакан шĕвек, кăкăр сĕчĕ, сурчăк урлă ерет. Ку вирус çав тери çирĕп, типнĕ юнра та нумай пурăнать. Сăмахран, тумтир çинчи юнланнă вырăнта 7 кун таран, вĕрекен шывра та çур сехетрен çеç вилет. Çавăнпа та йăлара çав тери тирпейлĕ пулмалла: ют çыннăн шăл тасатмалли щеткăсемпе, бритвăсемпе, мунчаласемпе, расческăсемпе усă курмалла мар. В гепатитпа чирлес мар тесен харпăр хăй гигенин правилисене хытă пăхăнмалла.
Хальхи вăхăтра А тата В вируслă гепатитсене çеç хирĕç вакцина пур. Çавăнпа та вируслă гепатитпа чирлес хăрушлăх пулсан, прививка тутарăр. Хальхи вăхăтра ăна тин çуралнă ачасене, медицина ĕçченĕсене тăваççĕ ĕнтĕ. Чирлессинчен сыхланни лайăхрах.