Моргаушский муниципальный округ

Малашлăха тунă пĕрремĕш утăм

 

«Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр», - çапла вĕрентетчĕ пуçламăш классенче юратнă учительница. Унтанпа вăхăт нумай иртрĕ, Пурнăç вара çав тĕрĕслĕхе тăтăшах кăтартса парать. Час-часах паянхи рынок хутшăнăвĕсем ял хуçалăхне ура хуни çинчен калаçса ĕç çине алă сулакансене теприсем пыр хырса кăшкăрашмасăрах аталанма май пуррине ĕçпе çирĕплетсе лараççĕ. Манăн çак сăмахсем районта юлашки çулсенче самаях уксахлама пуçланă Мичурин ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативне 5 уйăх каялла ертсе пыма пуçланă Николай Иванович Степанов пирки. Кирек епле ĕçе те чунĕпе тума хăнăхнăскер пирĕн калаçу вăхăтĕнче тăтăшах сăмаха хăй çинчен пăрса пурнăçланă кашни ĕçре хуçалăхра вăй хуракансен тÿпи пысăккине, вăл е ку ĕçре палăрнă уйрăм ĕçченсен ячĕсене палăртрĕ. «Хамăр ĕçченсем тĕлĕшпе тимлĕх пулмасан, хуçалăх аталанăвĕ Пирки сăмах ваклани те вырăнсăр», - тет Николай Иванович. Унпа килĕшмесĕр тăма пултараймастăп. Н. Степанов Мичурин яч. хис. хуçалăх тилхепине кăçалхи майăн 26çмĕшĕнче тытрĕ. Ун чухнехи пухура çĕнĕ председатель каланă сăмахсем паян та асрах. «Манăн тĕп тимлĕх выльăх отраслĕ çине пулĕ. Ĕç укçи тÿлевĕ Шая таврăнтăр, автотрактор паркĕ хуçалăхшăн ĕçлетĕр, ĕç дисциплини КЗОТпа килĕшсе тăтăр. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн тимлесе сирĕн шанчăка тÿрре кăларма пăхатăп», - тенĕччĕ Николай Иванович хăйне хуçалăх тилхепине шанса панă пухăва хупнă май. Ку сăмахсем çуркунне пулнăччĕ. Чĕпсене вара кĕркунне шутлаççĕ. Çак вăхăт çитрĕ: паян районта Тыр-пул уявĕ. Епле пурнăçланчĕç ĕмĕтсем, каланă сăмахсем;

Ака

Мичурин яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн сухаламалли çĕрсен лаптăкĕ виçĕ пин гектара яхăн. Иртнĕ çулсенче вĕсенчен пĕр пайĕ çум курăк плантацийĕ пулса кайнăччĕ. Çакă çĕнĕ ертÿçĕне самай шухăшлаттарчĕ, анчах... Çу уйăхĕ вĕçленсе пынă май çур аки вăхăчĕ те иртсе пыратчĕ. Çапах та малашлăха пăхакан ертÿçĕ Шетмĕпуçĕнчи сĕт комплексĕ çумĕнче пушă выртакан çĕре сухаласа сĕлĕ актарса хăварма ĕлкĕрчĕ. Çапах та ытти вун-вун гектар патне тÿрех алă çитеймерĕ. Каламалла, йывăрлăхсем умĕнче алă уснă 8 çул тырă-пулăна сухаламасăр тенĕ пекех, культиваци туса, акса пурăннă. Çак технологи тухăç илсе тăрекленмелли çул мар. Ăна шута хурса мал ĕмĕтлĕ председседатель тырă-пулăна сухаласа çеç акса ÿстерме тĕллев лартать, вăрлăх пахалăхне те мала хурать: мĕн акатăн çав шăтать-çке. Тухăç пысăк рулсан - çĕрĕ çителĕклĕ – тырă ĕçлекен халăха валеçмелĕх те, выльăх апачлĕх те çитĕ. Ахальлĕн-çке юлашки виçĕ çулта халăха тырă та, ĕç укçи те паман, выльăхсем те выçă майлă тăнă. Ăçта ĕнтĕ кунта продукци!!!

Сăмах ака çинчен пынăран Николай Иванович кĕр аки çине пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Хăйĕн ĕмĕт-тĕллевĕпе хуçалăх ĕçченĕсем килĕшнĕрен тата хуçалăхра «алă тытман» çĕрсем пуртан кĕр аки валли çĕр хатĕрлессине Шетмĕпуçсем çĕр сухалассинчен пуçлаççĕ. Çак ĕçе А. Серафимов Т-150 тракторпа, Ю. Максимов ДТ-75пе кÿлнеççĕ. Суха хыççăн А. Серафимов, В. Семенов, Н. Васильев çĕре культиваци туса акма хатĕрлесе çитереççĕ. Ю. Максимовпа Ю. Миронов трактористсен 3 сеялкăллă агрегачĕ Агротехникăлла вăхăтра 230 гектар кĕрхи тулă тата 109 гектар ыраш акса хăварать. Тухăç вăрлăхран килнине ăнланса çĕнĕ ертÿçĕ Тимленипе хуçалăх Чулхула облаçĕнчен кĕрхи тулăн «губерния», «московская-39» элтиа сорчĕсене тата элита ыраш туянать: пĕтĕмпе 75 тонна. ВĔсене «Раксем» препаратпа имçамласа Вăрнартан туяннă 16 тонна удобренипе акса хăварать. Сăмах май, хуçалăх кĕр акипе 339 гектар çинче пурнăçланипе районта иккĕмĕш вырăнта,м планпа пăхнине пурнăçланипе (139 процент) пуринчен малта. Çак ĕç, паллах, пĕччен ĕçленипе пулман. Н. Смирнов кĕр акире асăннă механизаторсен экипажĕсĕр пуçне Л. Петрова, Р. Сергеева, Э. Павлова, С. Павлова, Л. Ефимова, А. Тихонова, В. Васильева, А. Федорова акаçăсем, вĕсен бригадирĕ М. Васильева, хире вăрлăхпа удобрени кăларассипе Н. Абрамов водитель тăрăшуллă пулнă. Н. Абрамовпа М. Васильева (ашшĕпе хĕрĕ) акара хире çĕр каçма хăварнă техникăна вăрлăхпа удобрение хураланă. Çапла вара пĕрлехи тăрăшулăх кĕртрисене пĕтĕмпех сухаланă ана çине акса хăварма май панă. Паха вăрлăх агротехника требованийĕсене пăхăнса акнине, хуçалăх тĕрĕс çул суйласа илнине паян хирсенчи ешĕл калча çирĕплетет.

Вырма

Иртнĕ çур акире Мичурин яч. хис. хуçалăх 587 гектар çуртрисем (кĕртрисем çук) акса хăварнă, 100 гектар çĕр улми, 65 гектар ьвыльăх кăшманĕ йышăннă, 60 гектар нумай çул ÿсекен курăксем. Куратпăр ĕнтĕ, хуçалăхăн пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕнче ку çителĕклĕ тÿпех мар. Çакă ĕçе чунĕпе парăннă хуçалăх ертÿçине пăшăрхантарнинеăнланма пулать. Анчах кая юлнă çак пысăк та йывăр утăма пĕр кунта тума çук. Куна та ăнланмалла. Хуçалăх ĕçченĕсем ăна ыттисенчен малтан ăнланни (çапла пулмалла та) вĕсем кĕрхи ĕçсене епле ирттернинче те курăнать. Пĕрлехи тимлĕхпе Шетмĕпуçсемпе Турхансем, Автанкассисемпе Сарчаксем вырмара 450 тонна (председатель çакна çителĕксĕр тет) тырă пуçтарса кĕртсе кĕлете хывнă, виçĕ-тăватă çул хушшинче пĕрремĕш хут вырмана хутшăннă, утă çулнă, сенаж тунă ĕçченсене 15 тонна тырă валеçсе панă. «Çакă сахаллине ăнланатăп, çитес çул халăха ытларах тырă валеçме тĕллев тытатăп. Ăна валли çур акире 800 гектара яхăн çуртрисем акма шухăш пур, анчах çакăн хыççăн та хуçалăхра алă çитмен çĕр юлать, мĕншĕн тесен пур çитменлĕхе те харăс пĕтерме хуçалăхăн укçа-тенкĕ пархатарĕ çитсе каймасть. Хуçалăх иртнĕ виçĕ çулта сĕрмелли-çунтармалли материалсемшĕн, запас пайсемшĕн, вăрлăхшăн 4,5 миллион тенкĕ парăма кĕрсе кайнă, налуксем пĕр миллион тенкĕрен иртнĕ, Пенси фончĕпе энергосбыт умĕнче парăмсем чылай. Çутăшăн тÿлеменнипе маларах вăхăтра фермăра ĕнесем 5-шер талăк сумасăр тăни те пулнă, вĕсен продуктивлăхĕ чакнă. Çак йывăрлăхран пĕр кунта, уйăхра тухма çук. Çавăнпа кăçал фермăсене хĕле хатĕрлессипе пысăк ĕçсем турăмăр: ĕне фермине пĕтĕмпех юсарăмăр, пур фермăсене те шуратрăмăр-дезинфекцилерĕмĕр. Ĕмĕтре – кĕтĕве çĕнетесси. Сĕт сусан, аш пулсан, тырă туса илсен аталану çулĕпе малалла кайма пулать», - кĕрхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май пĕтĕмĕшле ÿкерчĕке уçса парса тата умри тĕллевсемпе паллаштарса каларĕ Н. Степанов. Хуçалăх ертÿçин сăмахĕсем çумне хутшăнса çакна калас килет: Николай Иванович ĕçе кÿлĕннĕ чух хуçалăх хăй ĕçченĕсем умĕнче ĕç укçипе 980 пин тенкĕ парăмра пулнă пулсан, хальхи вăъăтра парăм 250 пин тенкĕне юлнă. Апла пулсан Шетмĕпуçсем аталанаççĕ, палăртнă тĕллевсем патне çул катаççĕ.

Çарла çав, вырма тетпĕр те çак тапхăр хуçалăхăн пĕтĕм ĕçĕпе çыхăннă. Тырă-пулă пухса кĕртес ĕçре вара Иван Фомин, Владимир Федоров, Зиновий Ваасильев, Владислав Димитриев, Юрий Ильин, Олег Столяров комбайнерсен экипажĕсем тăрăшулăх кăтартнă, курăкланнă хирсене çулса типĕтнĕ хыççăн çапса тĕшĕленĕ. «Хир карапĕсем» патĕнчен йĕтем çине тырă турттарнă çĕрте Станислав Семеновпа Николай Семенов водительсем тăрăшулăхпа палăрнă. Йĕтем çинче Ираида Петрова весовщица, Сергей Разумовпа Алексей Романов водительсем ĕçсем çине пысăк тимлĕх уйăрнине паян çур аки валлилĕх вăрлăх та, выльăхсем валли фураж та кĕлетре.

Кĕрхи çĕртме

Ыранхи кунпа пурăнакан паянхи ĕçе ырана хăвармасть. Шетмĕпуç тăрăхĕнче те çак чăнлăхран пăрăнмаççĕ. Пĕрремĕш кун мар ĕнтĕ хуçалăъ тракторисчĕсем Юрий Федоров, Поликарп Александров, Юрий Ильин, Вячеслав Захаров, Николай Тимофеев, Юрий Максимов, Владислав Семенов, Анатолий Серафимов, Анатолий Сергеев, Александр Нестеров кĕрхи çĕртмере. Паянхи куна вĕсем малтан планпа пăхнинчен (323 гектар) икĕ хут ытларах çĕртме сухи тунă та ĕнтĕ. Анчах вĕсем мĕн туни çинче лăпланмаççĕ Паян ку ĕçе малалла тăсакансем çитес çулхи тухăç валли ытларах никĕс хăваççĕ. Çапла пулмалла та чăн çĕр ĕçченĕн. Хальхи вăхăтра хуçалăх уй-хирĕсенче пуçтарман улăм çук, çĕр улми кăларса пĕтернĕ, выльăх кăшманне кăларса кĕртнĕ. Ĕç кăтартăвĕсене кура халăха утă, улăм, çĕр улми, выльăх кăшманĕ валеçсе панă. Çывăх кунсенчех хуçалăх ĕçченĕсем кăçал хуçалăх утарĕнче пыл туса илессипе районта палăрнă Василий Яковлев туса илнĕ пыма тивĕçĕç. Ĕçсем вĕçленнĕ тата малашлăх аталану валли пĕрремĕш çирĕп утăм тунă Шетмĕпуçсемпе Турхансем, Автанкассисемпе Сарчаксем кĕр кунĕсенче пурнăçланă ĕçсемпе килленсе, малашлăха палăртса паллă чей ĕçме чăннипех тивĕç.

Сăмахăмăр вĕçĕнче Николай Иванович Степанов хуçалăх ĕçченĕсене пурне те Тыр-пул уявĕпе ăшшăн саламларĕ, вĕсем умри тĕллевсем патне йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе çитме пĕр чăмăра пĕрлешсе ĕçлесе хăй шаннине пĕлтерчĕ, çавна валли кашни ĕçченех çирĕп сывлăх, аталанури ăнăçулăх сунчĕ.

Çапла пултăрччĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
23 октября 2004
00:00
Поделиться