Хамăртан çирĕпрех ыйтма хăнăхмалла
Юлашки вăхăтра пурнăç нумай улшăнчĕ. Бюджет сферинче ĕçлекенсем ĕç укçине, пенсионерсем пенси укçине темиçе çулах вăхăтра илеççĕ, ача пособийĕсене те вăхăтра тÿлеççĕ. Çăмăл мар пулни те, çынсем малаллах пăхаççĕ, кашни ялтах çĕнĕ урамсем йĕркеленчĕç, капмар, илемлĕ çуртсем чуна савăнтараççĕ.
Ку вăл – паянхи пурнăçăн пĕр енĕ. Çав вăхăтрах чуна ыраттаракан, пăшăрхантаракан пулăмсем те сахал мар. Обществăри хутшăнусем, ĕçлĕ çыхăнусем улшăнни, рынок тапхăрĕ çынсен ăс-тăнĕпе психологийĕ çине хăйне евĕр витĕм кÿчĕ.
Паян кирек епле предприятипе учрежденин те, тытăнса тăрас, малалла аталанас тесен, пуçарулăх кăтартса ĕçлемелле, ыранхи кун пирки шутласа тăрăшмалла. Çÿлтен татăлса анасса е кам та пулин килсе туса парасса кĕтсе ларса шыв юххи майлă кайсан пуçĕпех пĕтсе ларма пулать.
Çакна ял хуçалăх предприятийĕсенчи паянхи лару-тăрăва тишкерни, ялсен социаллă аталанăвĕн пĕтĕмĕшле шайне танлаштарни те лайăх çирĕплетсе парать.
Иртнĕ ытлари кун, октябрĕн 19-мĕшĕнче, Шашкар тата Ильинка ял администрацийĕсенче район администрацийĕн кунĕ иртрĕ. Унта хутшăннисем малтанах Шашкар ял администрацийĕн территоринчи ĕç-хĕлпе, кунти пурнăçпа паллашрĕç, унăн итогĕсене Вăрманкассинчи Культура çуртĕнче пĕтĕмлетрĕç.
Татса памалли ыйтусем Шашкар тăрăхĕнче те сахал мар. «Волга» хуçалăх темиçе çул каялла «Хлеборобран» уйрăлчĕ. Анчах та пурнăç çакна кăтартса парать. Уйрăлса тухнă пулсан, çĕрне-кунне, канăçа пĕлмесĕр ĕçлемелле, унсăрăн ура çине çирĕп тăраймастăн. Кунта вара юлашки çулсенче çак талпăну, мал ĕмĕтпе ĕçлени курăнмарĕ. Çавăнпах пулĕ, хуçалăх экономики çулран çул хавшаса пычĕ, ĕç дисциплини те хавшарĕ, çынсем ĕçлеме пăрахрĕç.
Хуçалăх ертÿçи В.М. Мерлов та заявлени парсах хăйне çак ĕçрен хăтарма ыйтнă. Вăл çак хуçалăхра 4 çул ĕçленĕ, анчах тăвалла мар, анаталла çулпа кăна кайма май килнĕ. Кунта сăлтавĕсем те тĕрлĕрен.
Тĕл пулăва ялсенчи çынсемпе пĕрлех бюджет учрежденийĕсен ертÿçисем, хуçалăхри специалистсем, ял çыннисем хутшăнчĕç. Вĕсен те сахал мар паян татса памалли ыйтусем. Чи çивĕччи вара – газ кĕртесси питĕ вăраха кайни. Çынсем кăмакисене сÿтнĕ, тулта çанталăк сивĕтсе пырать, «капла мĕнле пурăнмалла», тесе пăшăрханаççĕ Ял çыннисем. Подрядчиксем килме пулаççĕ, анчах сăмахне тытмаççĕ. Çавна пула ку ĕç вăрăма тăсăлать. Халăха шывпа тивĕçтерессипе те ĕçлемелли сахал мар. Сăмахран, Хыркасси ялĕнче пĕр çăл анчах. Унта шыв патне кайсан çын нумай пирки чылай вăхăт черет тăма тивет. Ун патĕнче будка тунă, анчах ăна та çамрăксем вараласа, çÿп-çап, пушă кĕленчесем пăрахса тултараççĕ. Кайран çав шыва хăйсемех ĕçеççĕ. Хыркассинче шыв колонки çук, шыв башнине ăçта лартмалли вырăна халĕ те йĕркеллĕ палăртман. Конкретлă никам та ĕçлемен пирки, ĕçĕ калаçнипех иртсе каять. Ойкасри шыв башни те виçĕ яла шывпа тивĕçтерет, пăрăхĕсене те улăштарма вăхăт, вĕсем кивелсе çитнĕ.
Çынсене Хыркасси магазинĕ патне çул тăвасси кăсăклантарать, Чураккассине каçмалли çула та юсамалла. Чĕпĕлкассинче çул тунă, анчах асфальтне сарман, вăл йăшса, юхăнса пырать. Сăмах май çакна та каласа хăварас килет, çулсене пăхса пĕчĕк лупашкасене тултарса юсаса тăма укçа-тенкĕ те, вăй та нумай кирлĕ мар. Япăхса пыни пирки ÿпкелешсе, ыйтса ларма çăмăлтарах. Кунти старостăсем активлă, вĕсем хăйсен ĕçĕсем пирки сăмахĕсенче çакăн пирки пĕлтерчĕç. Анчах та, халăх вĕсене шанса суйланă пулсан, кашни вак-тăвек ĕçе район шайне кăлармасăр, ял çыннисене явăçтарса, ял администрацийĕпе пĕрле пурнăçлама тăрăшмалла.
Мăн Шашкар клубне юсасси, Вăрманкассинчи тĕп шкулăн малашнехи шăпи, ялсенче денатурат, спирт сутни т. ыт. ыйтусем канăçсăрлантараççĕ халăха.
Ялсенче алкоголь пур шĕвексем сутни вырăнсенче хуçалăхсен ĕçне, çемьери пурнăçа çав тери пысăк тăкак, сиен кÿрет. Чи пĕлтерĕшли вара - ĕçекенсем хăйсен сывлăхĕшĕн кăна мар, пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратни. Сахал-и районта çав сиенлĕ шĕвексене ĕçсе пурнăçран вăхăтсăр уйрăлакансем; Уйрăмах арçынсем ĕç çинчен мансах çав йÿнĕ шĕвексене ĕçсе леш тĕнчене ăсанма пуçларĕç. Пурне те больница та çăлса хăвараймасть, наркăмăшпа сиенленсе пĕтнĕ организм çак шĕвексен витĕмне çĕнтереймесĕр ĕçлейми пулать, çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Çавăнпа та ялсенче спирт, денатурат сутакансемпе милицисен анчах мар, мĕнпур общественноçăн пĕрле кĕрешмелле. Унсăрăн хамăрах нимĕнле вăрçăсăрах вилсе пĕтетпĕр.
Тепĕр ыйту çинче те чарăнса тăрас килет. «Волга» хуçалăх çакăн пек юхăнса, пĕтсе ларнăшăн кам айăплă;» - ыйту пулчĕ тĕлпулăва хутшăннă пĕр арçынран. Паллах, ĕçлеме ÿркенмен, тăнлă-пуçлă çынсене хуçалăхăн паянхи шăпи пăшăрхантарнине, чĕрисене ыраттарнине ăнланма пулать. Вĕсен ыйтăвĕ çине район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов хуравларĕ. Пурнăç çапла улшăннин сăлтавĕ тĕрлĕрен. Чи малти вырăнта вара çĕр çинче ĕçлеме пăрахни тăрать. Мантăмăр çĕре хисеплеме, çавна пулах нумай çĕрте çумкурăк çитĕнтеретпĕр, кĕркунне вара тыр-пулне те, çĕр улмине те пухса кĕртме ÿркенсе уйрах лартса хăваратпăр. Тĕрĕссипе илсен, хуçалăх çĕрне пурне те пайласа панă. Апла пулсан, ун çинче мĕнле тухăç илни хуçалăхăн кашни çыннине хумхантармалла. Хуçалăх экономики ÿсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнле аталаннинчен килет. Çак территоринчен вара кăçал район бюджетне налук шучĕпе пĕр пус та пыман, Пенси фондне те пĕр пус та тÿлемен. Район бюджетĕнчен мĕнле пулăшу ыйтма хăймалла. Малтан памалла, кайран ыйтмалла. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç, тесе ахальтен каламан ваттисем.
Паллах, хуçалăх ертÿçипе специалистсем хăйсем нимех те туса купалаймĕç. Анчах та ĕçе малалла ярасси чи малтанах ертÿçĕрен, вăл халăхпа ĕçлеме пĕлнинчен нумай килет. Çавăнпа та çак кунсенче правленин анлă ларăвне пухса малалла мĕнле пурăнасси, ертÿçĕ тилхепине кама шанса парасси пирки тĕплĕн шутламалла. Каялла чакма урăх çул çук. Панкрута тухсан пачах çап-çара тăрса юлма пулать.
Ильинка ял администрацийĕн территорийĕнче те паян пĕтĕмĕшле лару-тăру çăмăл тесех калаймăн. Кунти 9 ялтан 7-шĕнче çут çанталăк газĕ çунать. Хунтăкасси тата Ильинка ялĕсене «кăвак çулăм» çитермелле. Ялĕсем патне газ пăрăхĕсене çитернĕ. Анчах та Хунтăкасси ялне каякан пăрăхсене кунти сăтăрçăсем темиçе çĕртен пуртăпа каса-каса пăрахнă. Куçкăн, Тяпакасси, Хопкĕпер ялĕн пĕр урамĕнчи çынсене, газ кĕртнĕшĕн документсене йĕркеллĕ хатĕрлесе тăратса, укçана каялла тавăрса памалла. Ялсенче шывпа тивĕçтерессипе те тимлемелле. 6 ялта колонка пур, анчах çитмĕлмĕш çулсенче хунă пăрăхсем кивелсе шăтаççĕ. Кивелнĕ çăлсене те юсамалла. Апчарти Молодежная урамра шыв патне 400 метр тăршшĕ çырмана каяççĕ. Ял варринче çăл пур, ăна тасатмалла, тимĕр-бетон ункăсем яма шутлаççĕ. Хунтăкассинче те шыв пахалăхĕ япăх, ăна тасатса çавăн пек ункăсем ямалла. Ку территоринче çырмасем урлă çуран каçса çÿремелли кĕперсем 7, вĕсем те кивелеççĕ. Пĕлтĕр 1 кĕперне юсанă, кăçал теприне юсасшăн. Ялсем ватăлса пыраççĕ. Çамрăксем хушшинче ватăсене пăхма кĕрсе вĕсене кÿрентерекенсем те çук мар. Тасатакан сооруженине те юсамалла. Çынсене çавăн пекех икĕ хутлă çуртсен иккĕмĕш хутне шыв хăпарманни, газ кĕртесси, çивитти шăтнă пирки шыв анни пăшăрхантарать. Çăва валли çĕр уйăрасси пирки икĕ ял администрацийĕнче те ыйту пулчĕ. Ăна валли юнашарах çĕр уйăрнă, пачăшкăна илсе килсе çветить тунă, ватă çынна пытарса çăвана уçмалла.
Бюджет сферинчи хăш-пĕр учрежденисенче те юсав ĕçĕсем ирттермелле. Апчарти Культура çурчĕн çивиттине юсамалла, Тренккăри Культура çуртне те шыв анать, чÿрече рамисене çĕрнĕ пирки улăштармалла т. ыт. те.
Ку территоринче ытти учрежденисемшĕн те ырă тĕслĕх пур. Апчарти фельдшер пунктĕнче тата пуçламăш шкулта çĕр илсе çĕр улми ÿстереççĕ. Ăна сутса юсав ĕçĕсем ирттереççĕ, кирлĕ япаласем туянаççĕ. Фельдшер пункчĕ валли, сăмахран, чÿрече каррисем туяннă (ертÿçи Р.А. Волкова), Апчарти пуçламăш шкулти классене кĕрсен, каялла тухас та килмест. Çав тери илемлĕ те хăтлă кунта, чĕрĕ кĕтес те пур. Классенче те, кил картинче те йĕри-таврах чĕрĕ чечексем. Классенче интерьера кунти шкул ертÿçи А.В. Иванова çулла Шатракассинче пулнă хыççăн çĕнетсе улăштарнă, хăт кĕртнĕ. Çак ĕçсене вĕсем аякран укçа ыйтмасăр, хăйсен вăйĕпе пурнăçланă. Сăмах май каласан, çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленессипе ку шкул пуçламăш шкулсем хушшинче улттăмĕш çул пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кунта вăй хуракансем пур çĕре те ĕлкĕреççĕ (сачĕ те пур), вĕсем хăйсен ĕçне чунтан юратни сисĕнет. Ялсен социаллă аталанăвĕ хуçалăх экономикин шайĕпе тÿреммĕнех çыхăннă, мĕншĕн тесен пур ĕçе те пурнăçлама район бюджечĕ укçа уйăраймасть.
«Хлебороб» хуçалăх ертÿçине Р.Л. Каргина кăтартусем чакса пыни, çынсен ĕçлес кăмăлĕ хавшак пулни самаях пăшăрхантарать. Сăмахран, тĕштырăсен тухăçĕ пĕлтĕр гектартан 15 центнер пулнă пулсан, кăçал 10 центнер кăна. Сăлтавĕ – кĕрхи çĕртме сухи туса хăварманнинче. Çуркунне акни пысăк тухăç памасть, çумкурăкĕ анчах лайăх ешерет. Специалистсен те хăйсенчен çирĕпрех ыйтмалла. Вăл çук, ку çук тесе сăлтав шыраса ларнипе нимĕн те пулмасть. Вĕсен тивĕçĕсене ăнланса хăйсенчен çирĕпрех ыйтмалла. Хуçалăхри запаслă пайсем, ГСМ ураланни те киревсĕр ĕç. парăмсем пысăк пулни те ура хурать. Çавăнпа та кашнин яваплăха туйса хуçалăх аталанăвĕшĕн тăрăшмалла, тухăçлă тыр-пул, çĕр улми çитĕнтерсе выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ÿстермелле. Унсăрăн май çук. Паян пурăнатпăр, юрĕ, тесе алă усса ларнипе нимĕн те пулмасть. Çакна ăнланма вăхăт пурин те. Пĕтĕмлетсе вара çапла калама пулать: мĕнле ĕçлетпĕр, çапла пурăнатпăр.