Хăвăрт утса
Октябрĕн 16-мĕшĕнчсе Элĕк районĕнче пиччĕшпе шăллĕ Семеновсен парнисене çĕнсе илессишĕн хăвăрт утассипе республикăри ăмăрту пулса иртрĕ. Пирĕн район команди унта 7 спортсменпа хутшăнчĕ.
Чуманкасси шкулĕнче вĕренекен А. Петрова (тренерĕ – «ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ» А.В. Васильев) 2 километрлă дистанцире 1 вырăн çĕнсе илчĕ. Кĕçĕн çулхи хюрачасенчен вара 2 километрлă дистанцире çак шкулти М. Смирнова 2 вырăн, Е. Антонова (Муркаш шкулĕ) 3 вырăн йышăнчĕ.
Кĕçĕн çулхи ачасенчен вара Ю. Мразов (Муркаш шкулĕ) 2 вырăна тухма пултарчĕ. Çак шкулти Н. Охотникова аслă çулхи хĕрсенчен 3 вырăн йышăнчĕ.
Çак ăмăртăва ачасене В. Егорова ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕсем «ЧР тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» В.Ф. Киселев, И.В. Смирнов, М.М. Столбова хатĕрленĕ.