Моргаушский муниципальный округ

Çу кунĕсем ахаль итрмерĕç

 

 

Урамра кĕр кунĕ. Шкул ачисем паян хăйсен тĕп тивĕçне пурнăçлаççĕ: пĕлÿ тĕнчипе утаççĕ. Дневника лайăх паллăсем хушăннипе пĕрлех ачасен асăнчех-ха çу кунĕсем. Вĕсем çуллахи канăва усăллă ирттерччĕр тесе района, республикăна ертсе пыракансем те çав тери тăрăшаççĕ вĕт. ЧР Министрĕн Кабинечĕн 2004 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнчи 90-мĕш номерлĕ, «2004 çулхи çуллахи тапхăрта ачасен канăвне, сывлăхне çирĕплетессине, ĕçпе тивĕçтерессине йĕркелесси çинчен». Постановленине тĕпе хурса кăçалхи майăн 12-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ 432-мĕш номерте çав ятлă Постановление кăларчĕ.

Чăннипех те хаваслă иртрĕ ачасемшĕн кану уйăхĕсем. Пурĕ шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче (26) 643 ача вăхăтне усăллă ирттерчĕ. Ĕçпе кану лагерĕсем 14 йĕркеленчĕç: 462 ача пулч вĕсенче. кунсăр пуçне 7 профиллĕ лагерь ĕçлерĕ: 235 ача тавракурăма анлăлатрĕ унта.

Кунсăр пуçне пирĕн районта тепĕр ырă йăла пур: районти ĕçпе тивĕçтерекен центр çулсеренех аслă классенче вĕренекенсене укçа ĕçлесе илме майсем тупса парать. Кăçал Чр Ĕçпе тивĕçтерекен Департамент укçи-тенкине тĕпе хурса 17 лагерь йĕркеленĕ: 530 ача укçа ĕçлесе илме пултарчĕ çапла майпа.

Çакна палăртмасăр ниепле те иртме çук. Район администрацийĕ ачасен çуллахи каникулĕ ăнăçлă ирттĕр тесе йăлт турĕ: регион бюджетĕнчен ачасен çуллахи канăвĕ сывлăха çирĕплетес ĕç валли уйăрнă 221,9 пин тенкĕ укçана йăлт çак тĕллевпе усă курнă. РФ Социаллă страховани фончĕн республикăри регион уйрăмĕн укçи-тенкипе те (282,24 пин тенкĕ)пĕр пус юлмиччен çуллахи канăва йĕркелесси çине янă. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ РФ Социаллă Страховани фончĕн республикăри уйрăмĕпе  килĕштерсе ĕçленине те уйрăммăн палăртмалла. Асăннă Фонд укçи-тенкипе ĕнтĕ шкулсем çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче 480 вĕренекен вĕренекен канчĕ.

Ачасен канăвне тивĕçлĕ йĕркелессипе вара чылай маларахрах ĕçлеме пуçланă: ку ыйтăва район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи коллеги ларăвĕнче, координаци канашĕнче сÿтсе явнă.

Сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче вара  ачасемпе шкул ĕçченĕсем ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен тренерĕсем ĕçлерĕç. Вĕрентÿ учрежденийĕсем лагерьсене ĕçлеттернĕ çĕрте май килнĕ таран йăлт усă курчĕç хăйсен пурлăх базипе. Ачасен канăвне вара культурăпа воспитани мероприятийĕсем пуянлатрĕç. ачасем походсемпе экспедицисенче, экскурсисенче пулчĕç.

Хăш лагерьте лайăхрах;

Каникулта ачасем канчĕç, сывлăха çирĕплетрĕç. Апла пулсан хăш лагерьте ачасем хăйсем уйрăмах лайăх туйнине пĕтĕмлетме те вăхăт.

Ĕçпе кану лагерĕсенчен 1 вырăнта Юнкă шкулĕ. Орининăпа Очăкасси шкулĕсенчи лагерьсем 2 тата 3 вырăнсене тивĕçнĕ.

Профиллĕ лагерьсенчен вара чи маттуррисем – Калайкассисем. Тойкилтĕри лагерь 2, Мăн Сĕнтĕрти лагкрь 3 вырăнсенче.

Шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенчен вара малти виçĕ вырăна çак шкулсем пайларĕç: Шатракасси (1), Москакасси (2), Ильинка (3).

Халь юсав бригадисем епле ĕçленипе  паллашар. Калайкассисем – чи маттуррисем, вĕсен çумĕнчех – Москакассисем.

Шкул лесничествисем те ăнăçлă ĕçлерĕç çулла. Уйрăмах Йÿçкассинче. Шурчапа Çатракасси шкулĕнчи лесничествăсем 2 тата 3 вырăнсенче.

Вĕренекенсем çавăн пекех производство бригадисенче вăй хучĕç. Тивĕшри, Юнкăри, Орининăрибригадăсем уйрăмах правурлăхпа палăрчĕç.

Çамрăк натуралистсем те çулла çывăрса вăхăта ирттермен. Шетмĕпуçсем, Атапайсем, Шомиксем уйрăмах ăнăçлă чĕлхе тупрĕç çут çанталăкпа çуллахи вăхăтра.

Эппин, ăнăçлă каннă хыççăн мĕншĕн халь «4» тата «5» паллăпа вĕренес мар. Лайăх паллăсемпе дневника хупса, уроксем хыççăн юратнă кружоксене çÿреççĕ.

Кĕр мăнтăрĕ – шкул столовăйĕнче

Шкулта ачасене хăйсен пултарулăхне аталантарма пур майсем те пур. Хырăм тутă. Шăнкăрав янăраса каять те – пысăк тăхтав пуçланать. Вĕренекенсене тутлă апат шăрши шкул столовăйне йыхăрать. Ара, хăйсен вăйĕпе пиçнĕ апат тата та тутлăрах вĕт. Çу каçипе тăван хуçалăх уйĕсенче, шкул пахчинче сахал вăй хунă-и. Ĕçлени сая каймарĕ. Шкулти хранилищĕсенче, пĕлетĕр-и, мĕн чухлĕ пахча-çимĕç упранать паян. Тимлĕ пулăр, эппин.

Шкул çумĕнчи вĕрентÿпе сăнав участокĕсенчи кăна 2496 килограмм помидор, 15871 кг кишĕр, 7497 кг хăяр, 21350 кг купăста, 11478 кг хĕрлĕ кăшман, 307 кг симĕс сухан, 5954 кг пуçлă сухан, 304 кг ыхра, 12142 кг пан улми, 2062 кг çырла, 1730 кг патиссон, кабачок, пăрăç туса илнĕ.

Шкул столовăйĕсем валлши хушма хуçалăхран тата 4870 кг кишĕр, 24320 кг купăста,18113 кг хĕрлĕ кăшман, 230000 кг çĕр улми, 26801 кг тĕш тырă çитĕнтерсе илнĕ.

Мĕн чухлĕ çимĕçсем янтăламарĕç пулĕ тата? 4664 кг хăяр тăварланă, 180 кг хăяра маринадланă, 590 кг помидор тăварланă, яшкана ямалли заправкăсем кăна 312 кг, 453 кг  панулми типĕтнĕ, повидлăпа варени 2322 кг, 7500 кг çăнăх, тĕрлĕрен курăксем 721 кг, салатсем, соуссем 251 кг.

Ăнлантăр пулĕ эсир, ачасем паян салху пурнăçпа пурăнма сăлтавĕ çук. Тăван шкул вĕсемшĕн тăван кил. Эппин, вĕренччĕр, савăнччăр, пурнăç çулĕнчи тумхахсене çĕнтерме хăнăхччăр.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
23 октября 2004
00:00
Поделиться