Моргаушский муниципальный округ

Ватă çынсене тимлĕх ăшăтнă

 

Октябрĕн 1-мĕшĕнче ытти çĕрти пекех пирĕн районта та Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне паллă турĕç. Мĕнле ирттернĕ Ăна коллективсенче, хăш çĕрте акитивлăрах иртнĕ, çакăн пирки каласа пама ыйтнă хаçатăн обществаăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. ЧЕРНОВА район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх управленийĕн ертÿçин çумĕнчен А.Н. Кузьминран.

- Анатолий Николаевич, Ватă çынсен кунĕ районта пĕтĕмĕшле мĕнле иртрĕ?

- Иртнĕ эрне кун, октябрĕн 1-мĕшĕнче, районти пур ял администрацийĕсен территорийĕнче те, çавăн пекех предприятисемпет учрежденисенче ватă çынсене халалласа тĕрлĕрен мероприятисем иртрĕç. Нумай çулсем хушши тĕрлĕ отрасльсенче ĕçленĕ ветерансем ертÿçĕсемпе тĕл пулчĕç, паян ĕçсем епле пынипе паллашрĕç, тĕрлĕ ыйтусем хускатрĕç, кирлĕ сĕнÿсем пачĕç.

Çак тĕл пулусенче шкул ачисем, культура ĕçченĕсем хисеплĕ ватăсене ырă ташăпа савăнтарчĕç. Вĕсене столовăйсенче вĕри апатпа, чейпе хăналарĕç.

- Уйрăммăн илсен мĕн калама пултаратăр?

- Çак кун пютюмпе тĕлпулусене районти 2280 ветеран хутшăннă, вĕсене 50 пине яхăн тенкĕлĕх тĕрлĕрен парнесем парса чысланă.

Сăмахран «Ударник» хуçалăхра 262 ветерана 100-шеркг тырă пама йышăннă. Йÿçкассинчи ваттисемпе инвалидсен интернат çуртне  Муркашри чăх-чĕп фабрикин ертÿçи Н.Г. Ванеркин тĕслĕ телевизор парнелерĕ. Юнкă ял администрацийĕн территорийĕнче кунта пурăнакан А.И. Васюхин предприниматель «Ветеран» магазин уçрĕ, пухăннисене пурне те парнесем парса чысларĕ. Мăн Хураçка ял администрацийĕнчи ветерансем çак кун парк уçса йывăçсем лартса хăварчĕç. Муркаш райповĕ те çĕре яхăн ветерана пухса парнесем панă, 200 тенкĕлĕх тÿлевср эмелпе тивĕçтернĕ, концерт кăтартнă. Уява çапла кăтартнипе пурте кăмăллă юлнă.

Юлашкинчен манăн ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене, предприятисемпе хуçалăхсен ертÿçисене, вырăнти ветерансен канашĕсене ватă çынсене пухса уяв йĕркеленĕшĕн тав тăвас килет. Малашне те ватă çынсене тимлĕх уйăрасса шанса тăратпăр.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
06 октября 2004
00:00
Поделиться