Моргаушский муниципальный округ

Вĕсем мала тухнă

 

Ятарлă комисси сентябрĕн 22-29-мĕшĕсенче çĕртме сухи тăвакан механизаторсен конкурсĕн ĕç итогĕсене пĕтĕмлетнĕ.

ДТ-75 тракторсемпе ĕçлекенсенчен 1 вырăна «Восток» хуçалăхри Сергей Валерьянович Наумов йышăннă (67 гектар сухаланă), ăна 300 тенкĕ тата куçса çÿрекен вымпел панă.

Иккĕмĕш вырăнта Мичурин ячĕпе хисепленекен хуçалăхри Юрий Владимирович Максимов (60 гектар) – 200 тенкĕне тивĕçнĕ.

Виççĕмĕш вырăнта – «Ударник» хуçалăхри Анатолий Германович Иванов (41 гектар) – 100 тенкĕ панă.

Т-150, Т-150К, СТЗ-1221, ВТ-100 тракторсемпе ĕçлекенсенчен

Иккĕмĕш вырăна «Ударник» хуçалăхри Вячеслав Александрович Лукин йышăннă (57 гектар), 200 тенкĕ укçана тивĕçнĕ.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
06 октября 2004
00:00
Поделиться
;