Росгосстраха - 83 çул
Паян «Росгосстрах» ОАО йĕркеленĕренпе 83 çул çитет, çавăн пекех октябрĕн 6-мĕшĕнче страхлаканăн кунне те паллă тăваççĕ.
Мĕнле кĕтсе илеççĕ-ха хăйсен уявне «Росгосстрах-Поволжье» ООО Чăваш Республикин тĕп управленийĕн Муркашри страхлакан уйрăмĕнче; Кун пирки паян унăн ертÿçи А.А. Волков каласа парать:
- Хăйĕн нумай çулхи ĕçĕпе Росгосстрах йĕркеллĕ, шанчăклă, тĕрлĕ енлĕ пулăшу паракан страхлакан компанисенчен пĕри пулнине çирĕплетрĕ.
РФ Президенчĕ Кăçалхи августăн 4-мĕшĕнчи 1009 № Указĕпе РФ гражданĕсен саккунлă интересĕсемпе прависене, сывлăхне, кăмăл-сипетне, патшалăх хăрушсăрлăхне хÿтĕлессипе тивĕçтерме стратегиллĕ пĕлтерĕшлĕ предприятисемпе акционер обществисене çирĕплетрĕ. Вĕсен шутне кĕнĕ пĕртен-пĕр страхлакан компани – Росгосстрах. Ку вăл Росгосстрахăн патшалăх ертÿçисем умĕнчи тивĕçлĕхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, вăл çĕршывра çав тери пысăк страхлакан компани пулса страхлакан рынока йĕркелесе пынине уççăн çирĕплетет. «Росгосстрах-Поволжье» чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн Муркашри уйрăмĕ те çак системăна кĕрет, хăйĕн ĕçне пĕлсе шанчăклăн пурнăçоаса пырать. Юлашки вăхăтра страхлассин çĕнĕ тĕсĕсем те пурнăçа кĕчĕç: автомашинăсене страхласси, «Росгосстрах-Дом», «Росгосстрах-бизнес»-«Имущество», «Росгосстрах – «Здоровье» т. ыт. те. Урăхла каласан кĕтмен инкексенчен пур тĕссемпе те страхлать.
Хальхи вăхăтра Муркаш районĕнчи страхлакан уйрăмра 65 çын тăрăшать, вĕсенчен 52-шĕ – страхлакан агентсем. Вĕсем ялсем тăрăх çÿресе çынсене, кил-çурта, пурлăха, выльăхсене тĕрлĕ инкексенчен страхлаççĕ.
Кăçалхи 9 уйăхра страхланин тĕрлĕ тĕсĕсемпе районти çынсене 2 млн. тенкĕ тÿленĕ. Çав шутра транспортшăн – 400 пин тенкĕ, çуртсемпе пурлăх пĕтнĕшĕн (пушарсем т. ыт. те) – 380 пин тенкĕ, выльăхсемшĕн – 700 пин тенкĕ, граждансем инкек тÿснĕшĕн – 390 пин тенкĕ. Куратăр ĕнтĕ пирĕнпе çыхăну тытни çынсене пур енĕпе те шанчăк парать.
Юлашкинчен манăн страхлакан компанинчен ĕçлекенсене, ветерансене страхланакансене те уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, телей, шанчăклă пурнăç сунас килет. Малашне те килĕштерсе, туслă пурăнар.