Интернатра мĕнле пурăнатăр?
Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче район прокуратури интернат çурчĕсемпе психиатри стационарĕсенче пурăнакан граждансен социаллă прависем çинчен калакан законодательствăна мĕнле пурнăçланине тĕрĕслерĕ. Çак тĕрĕслеве райцон администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕпе ĕç тата ĕç сыхлавĕн специалисчĕсем районти пушар хуралĕн тата санэпиднадзор центрĕн ĕçченĕсем те хутшăнчĕç.
Хальхи вăхăтра районта республика шайĕнчи халăха социаллă хÿтлĕх паракан 2 интернат пур: Шомикри психоневрологи интерначĕ тата Йÿçкассинчи ваттисемпе инвалидсен çурчĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче çакă паллă пулчĕ. Шомикри неврологи интерначĕ 155 вырăнлăх, анчах та хальхи вăхăтра унта 165 инвалид пурăнать. Йÿçкассинчи ваттисен çуртĕнче вара (50 вырăнлăх) – 23 ватă çын пур. Асăннă учрежденисене никам та пăхакан çук граждансене вĕсен заявленийĕпе яраççĕ. Унта вырнаçма вара ЧР Ĕç, Социаллă тата демографи политикин министерстви путевка парать. Интернатра вара тÿрех кашни ватă çын, инвалид ячĕпе чир истоирен уйрăммăн уçаççĕ. Çавăн пекех кашнин ячюпе уцрăм ĕç пуçлаççĕ: унта çав çынна панă путевка, интерната вырнаçтарма ыйтса çырнă заявленийĕ çавăн пекех РФ Пенси фондĕнчен пенси укçинчен 75 процентне кашни уйăхрах хăйĕн счечĕ çине куçарма тытса юлма ыйтса çырнă заявленийĕ, МСЭ справкийĕ упранаççĕ.
Унсăр пуçне Йÿçкассинчи ваттисен çуртне вырнаçтарнă чухне вăл çыннăн е инвалидăн харпăр хăй ĕçне ВСК йышăнăвне тата стационарлă, социаллă пулăшу пама тунă договора та хураççĕ. Асăннă учрежденисене янă граждансен заявленийĕсене тивĕçтерес тĕлĕшпе Ĕç, Социаллă тата демографи министерстви йĕркене пăснă тĕслĕх çук.
Интерната вырнаçнă чух çиелти тумтире сестра-хозяйка опиçпе йышăнать. Вĕсене михĕсенче упраççĕ. Куллен кирлĕ Тата харпăр хăй япалисене пÿлĕмсенчех тытаççĕ. Суд хăйшĕн ответ тытма пултараймасть, тесе йышăннисен укçи-тенки банкри расчет счечĕ çинче е опекунсенче упранать. Шомикри психоневрологи интернатĕнче пурăнакан çакăн йышши çынсен укçи-тенкине опекунсен канашĕн йышăнăвĕпе инвалидсем валли усă кураççĕ.
Çапла вара интернатсенче вĕсенче пурăнакан граждансен япалисемпе укçа-тенкине кирлĕ пек упраççĕ.
Интернатсенче пенси илме банксенче ятарлă расчет счечĕсем пур. Икĕ интернатра тра кунта панă çăмăллăхсемшĕн граждансен пенси укçин 75 процентне тытса юлаççĕ, ыттине вара вĕсем хăйсем пĕлнĕ пек усă кураççĕВаттисемпе инвалидсен апатланăвне йĕркелес тĕлĕшпе те йĕркене пăсмаççĕ.
Анчах та Йÿçкассинчи интернат-çуртра ĕçе йĕркелесе пымалли нормативлă документсем, санитари правилисем, методика кăтартăвĕсем т. ыт. те çук. Кунта медицина отхочĕсене пуçтармалли, упрамалли тата кăларса тăкмалли пакетсем çук. Чирлисен пуçтармалли инвентарь изоляторĕнче сывлăша тасатмалли бактерицидлă установка çук. Столовăйĕнчи савăт-сапана çумалли ваннăйĕнче вĕри шыв çук, ăна кухньăран витрепе йăтаççĕ. Кунсăр пуçне медицина отхочĕсем валли çÿп-çап пуçтармалли уйрăм япала та çук.
Çавăн пекех пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăснă тĕслĕхсене те тупса палăртнă. Шомикри интернатра пушара хирĕç кĕрешмелли йĕрке тума пулăшакан документ çук. Унсăр пуçне тĕрĕслемелли мероприятисен учет журналĕ те çук. Пушар пулас-мĕн пулсан çынсемпе пурлăха эвакуацилемелли план та кирлĕ требованисене тивĕçтермест. Пушар кранĕсем тулли комплектлă мар, тĕрĕслев акчĕсем те çук.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче çакă та паллă пулчĕ. Эвакуацилемелли çул çинчи алăксен хăйсем тĕллĕн хупăнмалли устройствисем ĕçлемеççĕ, шал енчен те çăра уççисĕр хăйсем тĕллĕн уçăлмаççĕ. Эвакуацилемелли çул çинче пушар хăрушсăрлăхне кăтартакан паллăсем çук. Унсăр пуçне асăннă учреждени клубĕнче те сигнализаци ĕçлемест.
Асăннă учрежденире хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли, çынсене хăвăрт эвакуацилемелли план пур, анчах вăд сиплев корпусĕнче кирлĕ требованисене тивĕçтермест. Эвакуацилемелли икĕ тĕрлĕ вариантăн (çĕрле, кăнтăрла) инструкцийĕсем уçк.
Йÿçкассинчи интерната пырса кĕнĕ чух вара шыв çывăхра ăçта иккенне кăтартни çук. Огнетушительсем упранакан вырăнсенче пушар хăрушсăрлăхĕн, эвакуацилемелли çулсен, туртмалли вырăнсен палли çук, мачча çине путвал алăкĕсем тĕлĕнче çăра уççи ăçтине кăтартса паллă туман. Унсăр пуçне эвакуацилемелли алăксем шалтан мар, тултан хупăнаççĕ.
Автоматикăлла пушар системин сигнализацийĕ те ĕçлемест. Мачча çинче йывăç конструкцисене çулăмран сыхлакан составне йĕпетни çинчен калакан акт çук.
Ĕç сыхлавĕн законодательствине пăснă тĕслĕхсем те тĕл пулчĕç. Шомикри интернатра ĕç сыхлавĕн управленийĕн системине туса хуни çинчен калакан тата ĕç сыхлавĕн тумалли ĕçсен докуменчĕсем пур. Условисемпе ĕç сыхлавĕнмероприятийĕн преспективлă планĕ çук. Çавăн пекех ĕç сыхлавĕн çирĕплетнĕ инструкци перечнĕсем, Ĕç сыхлавĕн инструкцийĕсене учета илмелли тата памалли журнал çук.
Кунсăр пуçне рабочисене пирвайхи медицина пулăшăвĕ пама вĕрентессине йĕркелемелле. Ĕç сыхлавĕн виçĕ пусăмлă тĕрĕслевĕсене йĕркеленине те тĕрĕслемеççĕ т. ыт. те.
Çакнашкал çитменлĕхсене Йÿçкассинчи интернатра та тупса палăртнă. Анчах та кунти çитменлĕхсем интерната нумаях пулмасть çеç уçăлнипе ытларах çыхăннă. Çавăнпах кунти ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе яма ĕлкĕреймен. Кунта тата ĕç сыхлавĕн инженерĕн должноçĕ Те çук. Кадрсен пайĕн ĕçченĕсен те ĕçе кирлĕ пек йĕркелени опыт çук.
Икĕ интернатра та граждансене ĕçпе сыхлав ĕçне явăçтараççĕ: кунне 4 сехетрен ытла мар. Вăйпах ĕçе явăçтарнă тĕслĕхсем çук. Асăннă стационар учрежденийĕсенче иккĕшĕнче те индивидуаллă карттăсем пур, реабилитаци план-расписанийĕсем пур. Шомикра вара ку плана ĕç терапине те кĕртеççĕ.
Интернатсенче ĕçпе сиплев ĕçне контроллесех тăраççĕ. Инвалидсемпе ватă çынсен сывлăхне врач тĕрĕслесех тăрать. Результачĕсене индивидуаллă карттăна кĕртеççĕ.
Тĕрĕслев хыççăн икĕ интернат тĕлĕшпе 2 представлени çырнă, административлă майпа йĕркене пăсни çинчен калакан кодекс пăснипе 4 ĕç пуçарнă.
Хÿтлĕх сахал çынсен прависене хÿтĕлессипе район прокуратури те, район администрацийĕ те юлашки вăхăтра уйрăмах хытă тимлĕх уйăраççĕ. Ку вăл малалла та çаплах пулĕ.