2005 çул - Парксен тата садсен çулталăкĕ
Муркаш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Иванович Никитин 2005 çул Парксен тата садсен çулталăкĕ пирки Чăваш Республикин Президенчĕ Йышăннă Указ çинчен хăйĕн шухăшне çапла палăртрĕ:
- Эпĕ çак Указ питĕ вырăнлă та кирлĕ Тесе шутлатăп, вăл тĕрĕсси пирки пĕртте иккĕленместĕп, - терĕ вăл. - Шутлăр-ха, хуласен, поселоксен тата ялсен сăн-сăптане, вĕсен экологи, эстетика тата культура лару-тăрăвне лайăхлатас енĕпе мĕн тери ырă ĕçсем тума пулать, вĕсене тумалла та. Кам, мĕн тума чăрмантарать пире çак ĕçсене пурнăçлама; Хамăр пуçарусăр, çаврăнăçусăр пулни, пуласлăхăмăр пирки шутлама пĕлменни кăна.
Республика Президенчĕн Указне пурнăçа кĕртес тĕллевпе эпир хамăр ял администрацийĕнче мероприятисен планне туса хатĕрлерĕмĕр тата çирĕплетрĕмĕр ĕнтĕ. Вăл тĕрлĕ енлĕ, вĕсене пурнăçламашкăн ял администрацийĕсĕр пуçне район центрĕнчи предприятисемпе организацисене, учрежденисене, шкулсемпе ача-пăча сачĕсене те явăçтарăпăр. Мĕншĕн тесен тирпей-илем, тавралăха хăт кĕртес ыйтусем пурне те пĕр пекех пырса тивеççĕ, вĕсене татса парассишĕн эпир пурте пĕр танах яваплă.
Конкретлă ĕçсем пирки калас пулас вĕсем паллă. Кăçал кĕркунне район центрĕнчи çĕнĕ плотина йĕри-тавра йывăçсем лартатпăр, парк тăватпăр. Хунавсене ăçтан илсе килесси, çак ĕçе камсене явăçтарасси пирки килĕшсе татăлнă ĕнтĕ. Кăçал кĕркуннех пурнăçлама палăртнă ытти ĕçсен калăпăшĕ Те пĕчĕк мар, хăш-пĕр ĕçсене çуркунне те туса ирттерме тивет. Вĕсен шутĕнче – предприятисемпе организацисен, учрежденисен, шкулсен, ача-пăча сачĕсен территорийĕсенчи хăрнă тата ватăлнă йывăçсене касасси, çĕнĕ йывăç-тĕмĕсем лартасси, чечек клумбисем хывасси.
Паллах, пĕтĕм ĕçсене кăçалах вĕçлеме пулмасть. Çапах та район центрне тирпей-илем кĕртес ĕçсене пурнăçламах шутлатпăр. Сăмахран, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх муниципаллă предприятийĕ çывăхĕнчи çĕнĕ тротуарпа пурăнмалли çурт-йĕр райĕнĕнче йывăç-тĕмĕсем лартмаллах. Çĕнтерÿ паркĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсен аллейине хывасси те пирĕн чыслă тивĕçех тесе шутлатпăр. Ялсен старостисем çĕнĕ урамсенче йывăç-тĕмĕсем лартассипе тимлессине те шанатăп.
Кĕркунне-çуркунне валли ытти ĕçсем те сахал мар. Район центрĕнчи Ача-пăча паркĕн, Çĕнтерÿ Паркĕн картисене тĕпренех юсăпăр, кунта çĕнĕрен чечек клумбисем те пулĕç, çамрăк çăка хунавĕсем те вăй илсе çĕкленĕç. Çĕнтерÿ Паркĕнче çитес çул кану зонинче фонтан та пулмалла. Нумай хутлă çуртсен таврашĕсенче ачасем валли кану зонисем (хăйăр площадки, сĕтел, лармалли вырăнсем т. ыт. те) те çырлахтаракан самантах тесе çирĕплетесшĕн.
Палăртнă ĕçсем сахал мар. Вĕсене пунăçламашкăн пурте активлă хутшăнасса шанатăп. Пĕрлехи вăйра пирĕн тавралăх илемĕ Те. Айтăр-ха, çакăншăн тимлер.