Çамрăк ăру пуласлăхĕ вĕсенчен пуçланать
Кашни çын пурнăçĕ, кăмăл-сипечĕ унăн ачалăхĕ мĕнле иртнипе, вăл пĕчĕкрен мĕнле воспитани илнипе тÿреммĕнех çыхăннă.
Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче ĕçлекенсем чи пĕчĕккисен тавракурăмне ÿстерес, гигиенăн тĕрлĕ хăнăхăвĕсене алла илме пулăшас, вĕсен сывлăхне пиçĕхтерес тĕлĕшпе хăйсен ăс-тăнне, чун ăшшине, ырă кăмăлне, чăтăмлăхне шеллемеççĕ. Воспитатель ĕçĕ чăннипех питĕ кăткăс, вăл кашнинчен професси ăсталăхне ыйтать. Ачасене юратни вара чи малти вырăнта тăрать. Садиксене çÿрекенсен пурнăçĕ кăсăклă ирттĕр, вĕсем шухăшлама, сăнама вĕренччĕр тесе кашни ачашăн хăйсен чун-чĕрине хĕрхенмесĕр амăшĕ пек тăрăшаççĕ унта ĕçлекенсем. Чи лайăххине ачасене пама тăрăшса вĕсен малашлăх çулне уçса пыраççĕ шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче воспитательсем. Вĕсен шутне воспитательсемпе пĕрлех, музыка ĕçченĕсене, логопедсемпе медиксене, поварсемпе кĕçĕн воспитательсене те кĕртмелле.
Иртнĕ тунти кун вĕсем хăйсен кунне пĕрремĕш хут паллă турĕç. Кунта кăштах историе аса илни те вырăнлă пулĕ. 1863 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче Петербургра Раççейри чи пĕрремĕш ача сачĕ уçăлнă. Ун чухне садикра ачасемпе занятисем ирттернĕ, халăх вăййисене вылянă. Каярахпа, 1866 çулта, ачасене садсенче тата çемьере воспитани парассине лайăхлатас тĕллевпе воспитательсем валли уйăхне пĕрре «Детский сад» педагогика журналне кăларма пуçланă.
Хальхи вăхăтра Раççейре 60 пин ача сачĕ, унта 1 миллиона яхăн çын ачасене воспитани парассишĕн тăрăшать.
Муркаш районĕнче вара 15 вырăнлăх пĕрремĕш ача садне 1937 çулта Мăн Сĕнтĕрте хута янă, унта 5-8 ача çÿренĕ. Унччен вара çуллахи вăхăтра ача-пăча площадкисем ĕçленĕ. 1949 çулта кунта А.Ф. Романова килсен пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Ашшĕ-амăшĕсене ача сачĕн пĕлтерĕшĕ çинчен ăнлантарсан, унта 50 ача çÿреме тытăннă, вырăн çитми пулнă. Тума пуçланă больницăн çĕнĕ çуртĕнчен 90 вырăнлăх ача садне туса хута янă.
Муркашра пĕрремĕш ача сачĕ 1949 çулхи августăн 29-мĕшĕнче 15 тăваткал метрлă пĕр хваттерлĕ çуртра уçăлнă. Унта ертÿçĕ Т.С. Семенова пулнă. Ун хыççăн Ф.А. Фурик тăрăшнипе 25 вырăнлă ача садне тума пуçланă. Унта ун хыççăн С.Ф. Федорова ĕçлеме пуçланă, кивелнĕ çурта йĕркене кĕртнĕ. Ачасен хисепĕ те ÿссе пынă. 1968 çулхи майăн 7-мĕшĕнче хальхи лицей вырăнĕнчи «Елочка» ача сачĕн никĕсне хума пуçланă. Йывăрлăхсем нумай пулнă пулин те 1971 çулта çĕнĕ çурта куçнă.
Воспитатель статусне, унăн ĕçĕн пĕлтерĕшне ÿстерес, ача сачĕсен проблемисем çине тимлĕх ытларах уйăрас тĕллевпе шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕнче ĕçлекен кунне паллă тума йышăннă. Пĕрремĕш хут ăна иртнĕ çул Санкт-Петербург хулинче паллă тунă. Кăçал вара çак куна Раççейĕн чылай регионĕсенче, çав шутра Чăваш Енре те паллă тăваççĕ.
Район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче ясли-садсенче ĕçлекенсем, ачасем пухăннă. Вĕсене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн ертÿçи В.К. Ананьев, район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи В.М. Васильев, Муркаш ял администрацийĕн пуçлăхĕ, уяв спонсорĕ Н.И. Никитин та килнĕ.
Уява хутшăннисене малтан район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.К. Ананьев саламларĕ, ачасен пуласлăхĕ, вĕсем ÿссен кам пуласси воспитательсенчен нумай килнине каларĕ.
В.М. Васильев хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ. Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕнче ачан ăс-тăн аталанăвĕн никĕсĕ пуçланать. Вăл коллективизма хăнăхать, шкула кайма хатĕрленсе тĕрлĕ енлĕ пуçламăш пĕлÿ илет. Хальхи вăхăтра ача садне мĕн пур ачасен 73 проценчĕ çÿрет. Ку вăл республикипе илсен – чи лайăх кăтарту. Апла пулин те, шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсене çÿрекенсен хисепне ÿстерес задача тăрать. Вăл пурне те уяв ячĕпе саламласа ăнăçусем, ырлăх-сывлăх сунчĕ, уйрăмах палăрнисене Хисеп грамотисемпе чысларĕ.
Н.И. Никитин та шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче ĕçлекенсене шанчăклă ăру çитĕнтерме çирĕп никĕс хывма ăнăçусем сунса саламларĕ.
Никамшăн тв вăрттăнлăх мар, тĕнче, çавăн пекех пурнăç та ырри çинче тытăнса тăрать. Çакăнта вара воспитателĕн тÿпи пысăк. Ыррипе, çынлăха ачасене вăл нумай вĕрентет 22 ача садĕнче шкулсенчи кĕске вăхăтлăх 8 ушкăнра 1200н вĕренсе воспитани илеççĕ, вĕсемпе 145 педагог-воспитатель ĕçлет.
В.Г. Никитина («Солнышко» ача сачĕ), Н.Г. Колбасова («Солнышко»), А.А. Григорьева («Путене»), Е.В. Миловидова («Колокольчк»), Д.В. Пугачева («Улыбка»), Н.А. Салдакеева («Рябинушка»), Л.И. Федотова («Буратино»), А.В. Иванова («Березка») тата ытти вуншар воспитатель паян хăйсен тивĕçĕсене çав тери юратса, чун-чĕререн парăнса пурнăçлаççĕ, пултарулăх, пуçарулăх кăтартса ĕçлеççĕ. «Путене» садикри Г.А. Малясова, «Колокольчик» ача садĕнчи В.С. Макарована «РФ халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» паллăна панă.
Ветерансем те ырă сăмаха тивĕçлĕ. Вĕсем тăрăшнипе ĕнтĕ ясли-садсенчи ырă йăла-йĕркесене çамрăксем алла илсе пыраççĕ, воспитани ĕçĕнче усă кураççĕ. Вĕсем те хутшăнчĕç уява, парнесене тивĕçрĕç. Н.К. Васильева, А.Г. Запольская («Тополекра» ĕçлен), В.Е. Борисова («Елочка», «Солнышко»), Л.В. Рябинина, В.О. Никитина («Тополек») т. ыт. нумай ветерансем педагог пулмах çуралнă, пурнçĕсене ачасене воспитани парассине халалланă.
Медсестрасем те ясли-садсенчи ачасег сывлăхне упрассишĕн нумай тăрăшаççĕ. «Улыбка» ача садĕнчи Л.Н. Хозикова республикăри конкурсра çĕнтерсе «Чи пултаруллă медсестра» ята тивĕçнĕ.
Хальхи вăхăтра шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче тĕрлĕ çул-йĕрсемпе усă курса чи пĕчĕккисен тавракурăмне анлăлатма тăрăшаççĕ. Туслăха, тăван тавралăха упрама аслисен ĕçне хисеплеме вĕрентеççĕ т. ыт. те. Шанчăклă алăра паян чи пĕчĕккисем. Вĕсен пуласлăхĕшĕн тăрăшакан воспитательсем, ача садĕнче ĕçлекенсем пурте тав сăмахне тивĕçлĕ.
Уява пухăннисене «Солнышко» ача садĕнчи ачасем, Муркашри вăтам шкулта вĕренекенсем тата Тойкилтĕри вăтам шкулти пултарулăх ушкăнĕ хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç.