Моргаушский муниципальный округ

Вĕсемшĕн пулăшу ытлашши пулмĕ

Юлашки çулсенче ЧР Правительстви ялсен аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрать. Иртнĕ çулта республикăра «2010 çулчченхи тапхăрти ялсен социаллă аталанăвĕ» программа ĕçлеме пуçларĕ. Ялсен инфраструктурине аталантарас енĕпе халĕ тĕллевлĕ ĕçлесе пыраççĕ. Кăçал газ кĕртессине вĕçлемелле, çитес çул çулсем тăвассипе, шывпа тивĕçтерессипе ĕçлеме тытăнмалла.

Хальхи вăхăтра нумай ял администрацийĕнче газ кĕртессипе ĕçлеççĕ. Кашни çыннăн пурнăç условийĕсем пĕрешкел мар Пĕччен пурăнакан ватăсен ниçтан та тĕкĕ пулмасан, «кăвак çулăма» çурта илсе çитерме пĕрре те çăмăл мар.

Пурнăç шайĕ пĕчĕк, ĕçлемен пенсионерсене газ кĕртнĕ хыççăн тивĕçлĕ документсем тăратсан РФ Пенси фончĕ çак тăкаксене саплаштарма пулăшма укçа парать. Иртнĕ эрнере, Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ умĕн, ялти ватă çынсен пурнăç условийĕсемпе паллашас тĕллевпе РФ Пенси фончĕн Муркаш районĕнчи управленийĕн юрисчĕпе Н.В. Порфирьевапа тата район администрацийĕн социаллă пулăшу паракан центр ертÿçипе Н.И. Васильевапа пĕрле эпĕ те çула тухрăм. Чуманкасси ял администрацийĕн территорийĕнчи ялсенчи ватă çынсем патĕнче пулса вĕсен пурнăç условийĕсемпе паллашма тÿр килчĕ.

Якаткассинчи Екатерина Николаевна тата Александр Артамонович Смирновсем 50 çул пĕрле пурăнаççĕ. Пенси пысăк мар, 1 пин тенкĕ ытларах кăна. Анчах вĕсем газ кĕртсе юлма тăрăшса ссуда илнĕ. Пенси укçи ссуда, газшăн, электричествăшăн тÿленипех пĕтет. Сывлăхĕсем те хавшаса пыраççĕ А. Смирнов урине 2 çĕртен хуçнă. Якаткассинче пурăнакансем ял патне газ пăрăхĕсем илсе çитерме килĕрен икшер пин тенкĕ пухнă, çав укçана каялла илесси вĕсене пăшăрхантарать.

З.П. Васильева та çамрăклах мăшăрĕсĕр юлнă, ывăлĕ те пурнăçран сарăмсăр уйрăлнă. Кинĕпе мăнукĕ унта пурăнмаççĕ. Зинаида Васильева 36 çул фермăра ĕçленĕ, ăна та газ кĕртнĕшĕн пулăшу кирлĕ, пенси пысăк мар.

Çакна та палăртмалла. Якаткассинче  те, Исетерккĕре те, Чуманкассинче те, ытти ялсенче те чи пĕчĕк пенси илекен, газ кĕртме ссуда илнĕ ватă çынсем сахал мар. РФ Пенси фончĕн Муркаш районĕнчи управленийĕн юрисчĕпе социаллă пулăшу паракан центр ертÿçи шăпах вĕсен пурнăç условийĕсемпе, газ кĕртнипе кăсăкланчĕç те ĕнтĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ газ кĕртнĕшĕн пулăшу илчĕç. Сăмах май каласан, социаллă пулăшу паракан центр ертÿçи Н. Васильева кунти ватăсене, вĕсен пурнăç условийĕсене кашнинне лайăх пĕлсе тăрать. Уйрăмах нушаланакансене пулăшма тăрăшаççĕ вĕсем. Ялсенчи ватă çынсем хăйсен пурнăçĕпе кăсăкланнипе кăмăллă юлчĕç, татах килсе курма ыйтрĕç. Пĕрле пулса вĕсене пулăшни вара питех те пархатарлă, кирлĕ ĕç. Ватăсемшĕн вăл пĕрре те ытлашши мар.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
29 сентября 2004
00:00
Поделиться