Хĕçпăшаллă çынсем тапăннă
Чикĕ Леш енчи кинофильмсенчи кадрсем пирĕн патра та курăнма пуçларĕç пулмалла: Чăваш Республикинче, пĕчĕк чăваш ялĕнче Сентябрĕн 21-мĕшĕнче, акă, 8 сехет çурăра хĕçпăшаллă 4 палламан (иккĕшĕ автоматсемпе, иккĕшĕ пистолетсемпе) çын Тренккăри пĕр çемьене пырса кĕнĕ. Кунта пурăнакансене иккĕшне те вăйлă хĕненĕ те вĕсен баклажан тĕслĕ ВАЗ-2115 Х 338 АТ автомашинине вăрласа тарнă. Кам та кам çак автомашина ăçтине, асăннă преступление камсем тунине пĕлет, районти шалти ĕçсен пайне 2-16-67, 2-11-59 телефонсемпе (анонимлă майпа та юрать, тĕрĕс информаци паракансене укçан хавлантараççĕ) шăнкăравласа пĕлтерĕр.
Малтан шутланă тăрăх, преступниксем Тренккăна пĕчченшерĕн е пĕрле кĕме пултарнă. Пĕрле хĕçпăшал чикнĕ хура сумка пулнă. Çак преступленипе çыхăннă кирек епле информаци те йĕрке хуралçисемшĕн хаклă, кашнинех вĕсене тĕрĕслеççĕ.
Çакă та вĕсен йĕрĕ çине ÿкме пулăшать. Çапăçса кайсан, кил хуçи преступниксенчен пĕринне курткине çурса ярать, юнпа сĕрсе варалать.
Муркашрах тытса чарнă
Сентябрĕн 17-мĕшĕнче вара каçхи 8 сехе умĕн районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем тепĕр хĕçпăшаллă çынна тытса чарнă. Етĕрне районĕнче пурăнакан 20 çулхи çамрăк çак кун Муркашра Москакасси çыннинчен вăйпах укçа ыйтнă. Хăйпе пĕрле унăн килти условисенче тунăпемелли хатĕр пулнă. Халĕ ку çамрăк тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарас ыйту тăрать.
Автокран, эс ăçта-ши халь чупан;
- Пуяс-тăк, пуяс, пулас машинăллă, КамАЗлă, - тенĕ пулмалла пĕрисем. Хуçалăхсем хушшинчи «Моргаушская» строительство организацийĕн (2003 çулта кăларнăскер) КамАЗпа çыхăнтарнă автокрана малтанах куç хывнă пулас çав. Сентябрĕн 1-18-мĕшĕсенчен пĕр каçхине-ши (кăнтарлах «уралантарайман» пуль ют çынсем) КС-55713-1 моделлĕ (регион номерĕ А761 ВК) КамАЗ çинчи автокран, чип-чипер организаци территорийĕнче лараканскер, пач çухалнă. Преступниксем трасса çинче халь те хĕрсемпе катаччи чупаççĕ ĕнтĕ, те вĕсем ăна 2 миллион тенкĕне куçарма ĕлкĕрнĕ – хальлĕхе паллă мар. «Капкăна» çаклансан, саккун умĕнче пĕр кун, пĕр сехет сиктермесĕр отчет тăваççĕ плĕ-ха.
«Кăвакаррр...чăнăм! Вĕлеретĕп сана!»
Туй машинипе кăшкăртса чупнă чух çеç çумри шур пĕркенчĕклĕ чипер мăшăрĕсене упăшкисем: «Шурă акăшăм, кăвакарчăнăм», - тесе ăшшăн çупăрлаççĕ-ши; Чуп-чуп уйăхĕ хыççăн тÿп-тÿп уйăхĕсем пуçланаççĕ, теççĕ. Халăхра çапла калаççĕ. Тĕрĕсех пуль çав. Ильинкăри 39 çулхи арçын хăçан пĕрремĕш хут мăшăрне хăлха чикки çитернине калама хĕн, анчах та сентябрĕн 18-мĕшĕнче 3 сехет иртсен мăн чышкисене ирĕке ямаллипех янă пулмалла. Ниçта та ĕçлемен, малтан та судпа айăпланнă услап хăй вăйне çапла кăтартас тенĕ пулмалла. 32 çулхи арăмне патак çитернипех лăпланман, 5 çулхи хĕрачине те хĕнесе пĕтернĕ намăссăр. Вĕсене вĕлерессипе хăратнă. Халĕ çак чунсăр арçын тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарас ыйту тăрать.
«Ме-е-ек! Сирĕн хырăмшăн айăплă-им эп!..»
Эх, кĕркунне çитрĕ çав, çитрĕ. Кĕр мăнтăрĕпе туйсем кĕрлеме пуçлаççĕ ĕнтĕ. Анчах килте ăш-пăш пулмасан мĕн тăвас; Тăпăрч куклисемпех туй ирттерме хĕнтерех çав. Çакăн пек шутлисем-ши сентябрĕн 21-мĕшĕнче çĕрле Ярапайкассинчи хуçалăхран сурăх çавăтса тухса кайнă. Ÿсĕрле пăтраштарса хĕр вырăнне сурăх илсе кайнă-ши; Е пулас мăшăрĕпе шашлык çиесшăн пулнă вăрманта; Кун пирки хальлĕхе татсах каламах çук. Лекеççех пулĕ-ха кăсăруклисен аллине. Ун чухне хырăм сарăличчен аш çинине мансах сехре хăпнипе тарлама тивĕ-ха сурăх вăррин. Хуçине тăкак кÿнĕ 500 тенкĕне тавăрса панипех çырлахмах пулмасть пуль.
Кăнтăрлах çаратнă
Ĕçлемесĕрех тăранса пурăнасшăн пулмалла хăш-пĕр çамрăксем Москакассинче пурăнакан 23 çулхи çамрăк, акă, сентябрĕн 23-мĕшĕнче 16 сехетсенче Уйкас Хачăкри 1926 çулта çуралнă пенсионерка патне пырса кĕрет. Ват çынна çапса-хăратса, уççăнах 320 тенкĕ укçа вăрласа каять. Халĕ ун тĕлĕшпе çаратнăшăн уголовнăй ĕç пуçарма хатĕрленеççĕ.
«Тавах сана, хуняма, тутанса пăх ман чышка!»
Чăн-чăн арçын нихçан та хĕрарăм çине алă çĕклемест-те-ха. «Фальшивкăсем» нумайланса кайрĕç çав карттус тăхăнакансем хушшинче. Пĕри арăмне хĕнет, тепри амăшне патак çитерет. Кĕçĕн Чурашри 36 çулхи арçын вара хăйĕн чышкисем миçе кило тайнине арăмĕн амăшĕ çинче тĕрĕслесе пăхма шутланă. 72 çулхи хĕрарăма çапла майпа хăйне валли мăшăр çитĕнтерсе панăшăн тав тунă пуль ĕнтĕ. Вăл çулла çапла майпа хунямăшĕнаяк пĕрчине шутланине манса та кайрĕ пуль-ха, пĕрре кăна мар ăш кукăль çиме кайнă пуль-ха. Çак кунсенче ăна йĕрке хуралçисем чышка тытăмĕ саккунпа килĕшменни çинчен, хĕрарăма хĕненĕшĕн уголовнăй ĕç пуçарнă пирки пĕлтерчĕç.