Эмел курăкĕсем
Сысна курăкĕ
Сысна курăкĕ (спорыш, горец птичий) нумай чиртен сиплет. Вăл пур çĕрте те ÿсет. Эпир ун çийĕн утса çÿретпĕр, таптатпăр, анчах унăн уссине пĕлместпĕр. Ăна уяр çанталăкра, чечекленнĕ чух пухса типĕтмелле, хулара тата çул хĕрринче татма юрамасть. Сулхăнра, витĕр çил çинче типĕтмелле. Туни çатăрт хуçăлсан типнĕ шутланать, пир хутаçра упрамалла (2-3 çул тытма юрать).
Ÿслĕк, коклюш аптратсан: 20 грамм курăка 1 стакан вĕрекен шыва ямалла, 1 сехет лартмалла. Шĕвеке 1-ер апат кашăкĕн кунне 2-3 хут ĕçмелле.
Çапăнса кăвакартсан: 40 грамм курăка 1 стакан вĕрекен шыва ярса 30 минут лартмалла, сăрăхтармалла, ыраттарнă вырăна компресс хумалла.
Шăл туни шыçсан е стоматит чухне: 20 грамм сысна курăкне 1 стакан вĕрекен шыва ярса 30 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Шăл туни çумне хумалла, стоматит пулсан, çăвара чÿхемелле.
Нервсем хавшасан: пĕрре ĕçме 10 грамм курăка 600 миллилитр вĕрекен шыва ярса шывĕ 1 стакан юличчен вĕретмелле, кунне 2 хут ĕçмелле.
Артрит пулсан: 300 грамм курăка 5 литр вĕрекен шыва ярса 2 сехет тытмалла, ваннăна ямалла. Ваннăри температура 36 градус (кĕлетке температуринчен сивĕрех) пулмалла. Çакăн пек ваннăра 20 минут выртмалла, кун сиктерсе тумалла. Сывлăха кура 5-10 сеанс ирттермелле.
Пĕçертет те, сиплет те
Мĕнле курăк кăна çук пуль: пĕлни те, пĕлменни те. Хăшне таçта кайса шырамалла та мар - вăл юнашарах, ура айĕнчех ÿсет.
Акă вĕлтĕренех илер. Пур çĕрте те пур, - тат та сиплен. Унпа сипленмелли хăш-пĕр рецепта сире те сĕнес терĕмĕр.
Çамрăк вĕлтĕрен яшки, салачĕ витамин çитменнипе хавшанăран, япаласен ылмашăнăвĕ пăсăлсан, иммунитет чаксан аван.
Вĕлтĕрен сĕткенĕпе пыл хутăшне юн кайнипе аптрасан, анеми, сахăр диабечĕ, ÿслĕк чухне ĕçеççĕ.
Вĕлтĕрен чечекĕсен тăрăлтаркăчне ревматизм, пÿрере чул пулсан, шăк хăвалама ĕçеççĕ. Чечекĕсен вĕретсе хухтарнă шĕвекĕпе сахăр диабечĕ чухне усă кураççĕ.
Шăк хăмпи аптăрасан тата шăнă чухне хĕртсен те вĕлтĕрен кирлĕ. 3 апат кашăкĕ чĕрĕ вĕлтĕренпе 1 апат кашăкĕ пылак тымара (солодка) 1 литр шывра 10 минут вĕретмелле, сивĕнсен сăрăхтармалла. Апат çийиччен çур сехет малтан кунне 3 хут стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. 5 кун сипленмелле, 5 кун ĕçес çук. Çакăн пек 3-4 тапхăр сипленмелле.
Вĕлтĕрен вăррипе ÿпкери манкана кăлараççĕ, юнлă сурнине чараççĕ, çинçе пыршăлăхри лăймакана хăвалаççĕ, водянка чухне - хырăмлăхри шыва.
Пÿрене тасатмалли ансат мел: 3 грамм вĕлтĕрен вăррине кунне пĕрре çимелле. Вĕлтĕрене лÿчĕркесе тăварпа хутăштармалла, усал (е усал мар) шыçă муклашкисем çине хумалла - шыççа туртса илет, пÿрлĕ юхан-сурана та тасатать.
Сывлăш çитменнинчен вĕлтĕрен çулçине пылпа хутăш çиеççĕ.
Ку рецепт аслăрах çулсенчисем валли: 200 грамм çамрăк вĕлтĕрене çур литр эрехе ямалла, кĕленче пăкки вырăнне марля çыхмалла. Пĕр талăк - чÿрече янахĕ çинче, 6 талăк тĕттĕм çĕрте тытмалла. Ирхине выç варла тата каçхине çывăрас умĕн 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Çапла сипленсен вăй-хăват хушăнать, чĕре лайăхрах ĕçлет, юн пахаланать, юнри холестерин шайĕ чакать.