Моргаушский муниципальный округ

Тĕрлĕрен пулăшу парать

Чăваш Республикин Президенчĕн 2003 çулхи нарăсăн 25-мĕшĕнчи 16-мĕш номерлĕ "Чăваш Республикинчи хуласемпе районсенче информаци ресурсĕсем патне тухма Обществăлла йышăну центрĕсем йĕркелесси çинчен" Указĕпе килĕшÿллĕн, 2003 çулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче район администрацийĕн  çуртĕнче Обществăлла йышăну центрĕ уçăлчĕ. Çак вăхăт хушшинче кунта 124 çын хăйне кирлĕ информаци илме килчĕ. Студентсем, шкул ачисем, педагогсем, предпринимательсем йышлăн килсе çÿрени палăрать. Мĕнле пулăшупа килеççĕ-ха кунта; Интернета кĕрсе хăйсене кирлĕ информаци шыраса илеççĕ, текста наборласа ăна пичетлесе кăларма пултараççĕ, тĕрлĕрен методика материалĕсемпе усă кураççĕ.

Обществăлла йышăну центрĕ район администрацийĕн çуртĕнче 119-мĕш пÿлĕмре вырнаçнă.

Кăмăл тăвакансене вăл 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен хапăл туса кĕтет.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
22 сентября 2004
00:00
Поделиться