Моргаушский муниципальный округ

Алешăпа Сашăна тавах

Килте эпир арăмпа иккĕн çеç пурăнатпăр. Эпĕ вăрçă ветеранĕ, мăшăрăм - тыл ĕçченĕ. Йывăр пулсан та хуçалăхра  ĕне усратпăр, мĕншĕн тесен ватă çынна сĕт-турăхсăр пурăнма йывăр. Çуллахи вăхăтра ĕнене тăрантарма ял халăхĕн выльăхĕсемпе пĕрле кĕтĕве яратпăр, ялĕ пĕчĕк пирки тата выльăхсем сахалрах пирки кĕтÿ кĕтме черет часах çаврăнса çитет.

Канмалли кунсенче кĕтÿ кĕтме  Шупашкарта пурăнакан мăнуксем пулăшатчĕç, анчах та вĕсем пур чухне те килсе çÿреймеççĕ. Çавăн пирки пирĕн ирĕксĕрех пускилсем патне пулăшу ыйтма каймалла пулчĕ. Хамăр ялти Алешăпа Саша Бычковсем пире пулăшма пулчĕç. Черет çитсен пире кĕтÿ кĕтсе параççĕ. Алешăпа Саша Шурча шкулĕнче вĕренеççĕ: пĕри 7 класс, тепри 6 класс пĕтернĕ. Шкулта лайăх вĕренсе пыраççĕ, килте те хастар.

Эпир хаçат урлă Алешăпа Саша Бычковсене пысăк тав сăмахĕ каласшăн, вĕренÿре те лайăх ÿсĕмсем тума ырлăх-сывлăх сунасшăн.

Майлă самантпа усă курса эпир ытти ачасене те Бычковсенчен тĕслĕх илсе ватă çынсене тата инвалидсене пулăшма чĕнсе каласшăн.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
22 сентября 2004
00:00
Поделиться