Моргаушский муниципальный округ

Социализмла Ĕç Геройĕ 75 çул тултарчĕ

Çул çинче истори музейĕн директорне тĕл пултăм та: - Социализмла Ĕç Геройĕ пирки çыртăр-и? - терĕ куçран пăхса. Ăнсăрт ыйту пирки тăруках çухалса кайрăм. "СССР е Раççей Геройĕ те мар, Ĕç Геройĕ. Евтихий Андреевич пирки çырмасăр тăман-çке, ма капла ыйтать-ши? - явăнчĕç пуçра шухăшсем.

- Хамăр ентешĕмĕр Ольга Федоровна Федорова 75 çул тултарнине паллă тума хатĕрленетпĕр. Эсир те пĕр статья çырсан юрамаллаччĕ, - мана хăй шутласа илмесĕрех тăна кĕртрĕ музей хуçи.

Çакна хам маларах шутласа илейменшĕн пит хĕрелчĕ, чĕре хĕссе килчĕ. Кулленхи ĕç-хĕл тапхăрĕнче юнашар пурăнакансем çинчен те манатпăр-çке. Тĕрĕс мар. Пурнăç аталанăвне вĕсем те-çке пысăк тÿпе хывнă. Хăшĕсем, тен, ытларах та-и?

Нихăçан та ĕçрен пăрăнман

Çапла, Социализмла Ĕç Геройĕ çинчен сăмах пуçарсан Муркашсенчен кашниех Евтихий Андреевич Андреева аса илет. Тĕрĕсех, паллă ентешĕмĕре кашнийĕнех пĕлмелле. СССР тата Раççей Геройĕсем те кашнин асĕнчех пулмалла, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе паян пурăнакансен малалла ăнтăлмалла. Пирĕн хушăмăрта хальхи вăхăтра Раççей Геройĕ Евгений Борисовпа Социализмла Ĕç Геройĕ Ольга Федерова пурăнаççĕ. Район хаçачĕ халиччен çырман (питĕ шел) Ольга Федоровна Федорова патне маларах пулнă калаçу хыççăнах кайрăм.

Тĕл пулу вăхăтне палăртнă хыççăн Муркашри Октябре 50 çул урамри пĕр хваттер алăкне пырса шаккарăм. Мана хирĕç ниепле те 75 çул пама май çук тата çак çулсемшĕн самай вăр-вар хĕрарăм тухрĕ.

Паллашу сукмакĕпе утса пирĕн калаçу вăрăма тăсăлса кайрĕ. Ольга Федоровна Федорова 1929 çулхи сентябрĕн  7-мĕшĕнче Çатракасси ял администрацийĕнчи Çатракассинче хресчен çемйинче çуралнă. 6 ачаллă çемьере Оля 5-мĕш пулнă. Ялсенчи вăл вăхăтри нумай ачаллă çĕршер-пиншер çемьери пекех Оля та ачалла ĕçе юратса ÿснĕ, çĕнĕ пурнăç çулĕпе пĕлÿ патне ăнтăлнă.

- Паян та асрах, питĕ шкула каяс килетчĕ. Çапла вара 7 çул тултарсан Çатракассинчи 7 çул вĕренмелли шкула савăк кăмăлпах вĕренме кайрăм. Йăлтах "5" паллăпа вĕренмен, анчах "4" паллăран каялла чакман. Грамматика, хутлав таблици лайăх пĕлеттĕм, анчах почерк япăхран учительсем мана тăтăшах пĕр балл чакарса лартатчĕç,- аса илет паян ОльгаФедоровна. 1944 çулта 7 çул вĕренсе пĕтерсен Муркашри вăтам шкула кайма укçа пулманран çамрăк хĕр фермăна çул тытать.Унта -çке ĕçленĕшĕн çăнăх панă.

- Унччен шкултан таврăнсан сумккăсене пÿрте хураттăмăр та кÿршĕ вăрмана хĕлле валли шĕшкĕ вутти тухма чупаттăмăр. Апат шухăшĕи унта; Хĕл ăшă пултăр. Апат тенĕрен крахмал çиеттĕмĕр (çителĕклех мар пулсан та), яшкана купăста вырăнне çĕр улмин çамрăк çеçкисене яраттăмăр. Çапла ÿссе ĕç çеç тулăхлă пурнăç кÿрессе ачаллах ăнлантăм, - каласа парать хĕрарăм. Анчах çамрăк хĕрĕн вĕренес шухăшĕ самантлăха та сÿнмен.  Тĕпчев пулсан тата  тăрăшулăх çитсен вăл пурнăçланатех.  1950 çулта 21 çулхи хĕр "Малалла" колхоз направленийĕпе Етĕрнери ял хуçалăх шкулне выльăх ĕрчетнине вĕренме кĕрет. Унтан таврăнсан ферма заведующийĕ таран ÿсет. Сурăх фермине ертсе пынă  чух апат çукран хĕлле сурăхсем йышлă вилни паян та Ольга Федоровнан куçĕ умĕнче. "Çавна курсан макăрмасăр кун иртмесчĕ, - аса илчĕ О. Федорова, - колхоз правленине кайсан ятлатчĕç. Вăт çапла хамăр çула хамăр шаритленсе аталантăмăр".

Çакнашкал йывăрлăхра та пĕлÿшĕн çунассине сÿнтермен хĕр Çĕрпÿ хулине техник-осеменатора вĕренме каять.  Унти 2 уйăхлăх курссенчен таврăнсан "Малалла" колхозра  дояркăра тата осеменаторта тимлет. Кунта та аса илмелли питех мар.  Ĕнесен ăрачĕсем япăхран, апат çитменрен вĕсен продуктивлăхĕ та начар пулнă (çулталăкне 1000 килограмм сĕт сунă).  Сивĕ сарайсем, выçăпа вăй çухатнă ĕнесене пăявпа çыхса ура çине тартнисем, ĕнесене сарайсен çивиттийĕ çинчи улăма антарса панисем Ольга Федоровнан асĕнчен самантлăха та тухмаççĕ.

- Паян хуçалăхсем техника вăйĕпе утă, сенаж, силос хатĕрлени вăлд вăхăтшăн юмах пекех. "Свобода" тата "Ударник" хуçалăхсем рулонлă сенажпа ĕçленине 50-60 çул каяллахи ăс-тăнпа хаклама та çук.  Выльăх отрасльне çĕнĕлĕх хыççăн çĕнĕлĕх кĕртнипе ĕнтĕ паян малта пыракан хуçалăхсем  пĕр ĕнерен талăкне 16-шар килограмм сĕт сăваççĕ. Ма ĕçлемелле мар - ĕçлемелле, татах çĕнни патне туртăнмалла, - тет паян Ольга Федоровна.

1960 çулччен "Малалла" колхозра дояркăра тата осеменаторта ĕçленĕ О. Федорова (хĕр ĕç укçипе пĕр мăшăр чăлха илес тенĕ пулин те, хуçалăхăн ĕç укçи тÿлеме май пулманран, çак ĕмĕт малтан-мала тăсăлнă) çак çулхине хăй ĕмĕтне чăлха илессине пурнăçлама Горький облаçĕнчи Воротын районĕнчи Фокино ялне ("Волжанин" колхоз) дояркăна  ĕçлеме тухса каять. Унта чăваш хĕрĕ ĕнесене аппаратпа сăвассине пуринчен малтан алла илет. Çапла вара унти район хаçачĕн тăтăш хăни пулса тăрать. Кăтартусем те кĕçех хуçалăхра çеç мар, районта та ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Ĕçлекен çын куçĕнчен ÿкмест. 1966 çулта ăна, КПСС райкомĕн членне (каярахпа КПСС обкомĕн членĕ те) КПССăн 23-мĕш съездне кайма депутата суйлаççĕ. Район пуçлăхĕсем "Çăлтăр çакма вырăн  хатĕрле" тенине 27 çулхи хĕр шÿт вырăнне çеç йышăннă. Съездра вара...

- Трибуна çинче пĕтĕм халăх умĕнче мана Социализмла Ĕç Геройĕ хисепе панине пĕлтерсен çухалса кайрăм, ара, эпĕ те пиншер çын пекех ĕçленĕ-çке! Анчах кăкăр çине Герой çăлтăрĕпе Ленин орденне çакнă чух çак чыса варалама çуккине чĕрепе туйрăм.  Съездран килсен те унчченхи хастарлăха чакармарăм. Чĕнÿсем нумай пулатчĕç те нихăшшине те пăрса хăварма тăрăшмасттăм. Пушă вăхăт пачах çухалчĕ. Çав çулхине хам ушкăнри кашни ĕнерен 4433 килограмм сĕт суса илсе  пĕр пек условисенчех ÿсĕмлĕрех ĕçлеме май пуррине кăтартрăм, - тет аса илÿ çăмхине  сÿтсе Ольга Федоровна.

Ĕç ĕçпе те, сывлăх хаклăрах. 1972 çулта Ольга Федоровна яла таврăнать, Муркаш райпоне ĕçе вырнаçать. Ĕçрен хăраманскер кĕçех обществăлла апатлану председателĕн çумне çити ÿсет.  Райпора хастар хĕрарăм тĕрлĕ ĕçсенче вăй хурать: официанткăра, поварта, кондитер цехĕнче, общепит председателĕн çумĕнче.

- Кăçал райпо 60 çул тултарнине хавас кăмăл-туйăмпа кĕтсе илтĕм.  Райпо пурнăç çулĕнчен юлмасăр  аталанса пыни, малашлăха çирĕп пăхни вăй-хăват парать, хăйсем умне лартнă тĕллевсем пурнăçланасса пĕлтерет, - терĕ ял хуçалăхĕн, потребительство кооперацийĕн аталану çулĕсене тишкернĕ май 75 çул тултарнă Социализмла Ĕç Геройĕ Ольга Федоровна Федорова.

Тавах ăна тивĕçлĕ ĕçшĕн.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
15 сентября 2004
00:00
Поделиться