Моргаушский муниципальный округ

Çĕр улми пуссинчи хыпарсем

"Восток" ял хуçалăх производство кооперативĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Мулкачкассисемпе Тереçсем кăçал çĕр улми кăларса пуçтарса кĕртессине 35 гектар районта пуринчен малтан вĕçлерĕç, сентябрĕн 13-мĕшĕ тĕлне. Район администрацийĕпе ял хуçалăх управленийĕ вĕсене ырă тĕслĕхшĕн саламлать. Çĕр улми кăларас ĕçсем çавăн пекех Ильич яч. хис., "Оринино" хуçалăхсенче ăнăçлă пыраççĕ. "Оринино" хуçалăхри çĕр улми пуссинче харăсах виçĕ шкул коллективĕ вăй хурать: Оринино, Москакасси тата Муркаш лицейĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
15 сентября 2004
00:00
Поделиться
;