Моргаушский муниципальный округ

Сывлăх кунĕнче

2004 çула Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ теме йышăннă. Калас пулать, спортпа туслă Муркаш районĕ те ку çул çине-çинех тĕрлĕ енлĕ сывлăха çирĕплетме пулăшакан мероприятисем ирттерсех тăчĕ. Акă, Чуманкассинчи вăтам шкулта та сентябрĕн 2-мĕшĕнче сывлăх кунĕ иртрĕ.  Çак кун шкула пурте спорт формипе  килчĕç. Уяв савăнçăлă линейкăпа уçăлчĕ. Ачасене шкул директорĕ Ю.А. Ершов саламларĕ, спорт сывлăхшăн усăллă пулнине палăртрĕ, унпа яланах туслă пулмаллине  каларĕ. Диреторăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Л.Г. Ковалева вара сывлăх кунĕ пирĕн ентеш, СССР  летчик-космонавчĕ, 2 хут Совет Союзĕн Геройĕ, авиаци генерал майорĕ А.Г. Николаев çуралнăранпа  75 çул çитнĕ ятпа иртнине пĕлтерчĕ. Унтан физкультура учителĕ А.В. Васильева ачасемпе  ирхи физзарядка ирттерчĕ. Сăмах май,  халĕ кашни ир, уроксем пуçăниччен, вĕренекенсем ирхи гимнастика тăваççĕ. Физзарядка хыççăн классем хушшинче спорт ăмăртăвĕсем пуçланчĕç. Кĕçĕннисем лапталла, футболла, вăтам çулхисем пионерболла, баскетболла, аслисем вара волейболла вылярĕç. Вăйăсем хушшинче ачасем шкул йĕри-тавра кросс чупса çаврăнчĕç. Учительсем те ачасенчен юлмарĕç. Пĕрле вылярĕç, чупрĕç. Шкул çак кун, ытти кунсемпе танлаштарсан, ачасен савăнăçлă сассипе  ытларах янăрарĕ.

Шкул столовăйĕнче апат çисен ачасем канса илчĕç. Вара классем  хушшинче савăнăçлă эстафета иртрĕ.  Юлашкинчен судья пулнă учительсем çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç: кĕçĕн классем хушшинче 1,2,3-мĕш вырăнсене 3,4,2-мĕш классем пайларĕç, вăтам çулхисем хушшинче вара  чи пултаруллисем 8,7"а", 6-мĕш класс ачисем пулчĕç. Аслă класс каччисемпе хĕрĕсем хушшинче 11-мĕшсем - 1 вырăн йышăнчĕç, 9"а" тата 10"б" 2 тата 3 вырăнта пулчĕç. Шкул директорĕ Ю.А. Ершов ачасене грамотăсем парса чысларĕ. Класс ертÿçисем вара вĕренекенсене малтанах хатĕрленĕ "пылак призсемпе"  савăнтарчĕç.

Кунпах уяв вĕçленмерĕ-ха. А.Г. Николаевăн çуралнă кунĕ çитнĕ ятпа республикăра çăмăл атлетсен чупăвĕ иртнине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. 14 сехетре Чуманкасси шкулĕ Сосновка шкулĕнчи спортсменсене кĕтсе илчĕ те вĕсенчен илнĕ РФ тата ЧР ялавĕсене Муркаша 15 сехет тĕлне тивĕçлĕ илсе çитерчĕ. Çакă чупăва хутшăнни пирĕн шкулшăн питĕ пысăк чыс пулчĕ.

Çакăн пек мероприятисене час-часах ирттересчĕ, "Сывлăха укçалла та илеймĕн" тенине  яланах асра тытасчĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
11 сентября 2004
00:00
Поделиться