Район 60 çул тултарнине халалласа
"Чемеево" ял хуçалăх производство кооперативĕн кĕске историйĕнчен 1917 çулта Октябрьти революци пулнă хыççăн тепĕр куннех, ноябрĕн 8-мĕшĕнче, çĕрле, Пĕтĕм Раççейри рабочисемпе салтаксен депутачĕсен Совечĕн иккĕмĕш съезчĕ “Çĕр çинчен декрет” йышăнать. Çав декретпа çĕршыври улпултсенчен 152 млн. гектар çĕр туртса илсе вĕсене халăха панă. Пĕтĕм Раççейри çĕре патшалăх пурлăхĕ тесе çирĕплетнĕ. Анчах та ялта пурăнакан чухăн хресченсем хăйсен уйрăм хуçалăхĕсенче çĕрпе кирлĕ таран усă курма пултарайман, вĕсен аллинче техника пулман, пĕтĕмпех пĕчченшерĕн, алăпа ĕçлесе тыр-пул тухăçлăхне хăпартайман. В.И. Ленинăн кооператив планĕпе килĕшÿллĕн Совет влаçĕ хресченсене пĕрлештерсе юлташлăхсем, кооперативсем туса хума йышăнать, укçа-тенкĕпе (кредитпа), техникăпа пулăшма пулать. Çак хыпар ялти хресченсем хушшинче хăвăрт сарăлать. Ăна Çĕмĕртлĕх Чемейре те ырласах йышăнаççĕ. Муркашри архивра Çĕмĕртлĕхри юлташлăх тăвас текен граждансен пухăвĕн 1-мĕш номерлĕ пртоколĕ сыхланса пурăнать. Ăна 1929 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнче çырнă. Протокола пуху пуçлăхĕ Максим Степанов, членĕ Николай Семенов, çыруçи Поликарп Зубков алă пусса çирĕплетнĕ. Çак пухура 20 çын пулнă ( вĕсен списокĕ пур).
Юлташлăха йĕркелесе унăн Уставне йышăнасси çинчен Максим Степанов каласа парать. Пухура пулнă çынсем пĕтĕмпе 26 хуçалăха юлташлăха йышăнаççĕ. Унта ĕçлеме пултаракан 65 çын тата вĕсемпе пĕрле 73 çын ĕçлеме пултарайман ватă-вĕтĕ пулнă. Устав йышăнаççĕ (вăл та архивра пур) те юлташлăх ятне “Хушка ту” параççĕ. Юлташлăх членне кĕме кшни членран вступительный взнос 5 тенкĕ тата пай укçи хуçалăхран 20 тенкĕ тÿллеме йышăнаççĕ. Правлени членĕсем пулма Николай Семенова, Максим Степанова, Поликарп Зубкова, Александр Романова, Михаил Васильева суйлаççĕ. Ревкомисси ĕçне Григорий Попова, Порфирий Кошкина, Никифор Федорова шанаççĕ. Юлташлăх правленийĕн председателĕ пулма Николай Семенович Семенова çирĕплетеççĕ. Юлташлăха “Хушка ту” тесе ят пани интереслĕ. Штранга шывăн çурçĕр енĕпе “Хушка ту” текен сăртлă вырăн пур. Вăл тăвайккин лаптăкĕ 10 гектар ытларах. Кунти çĕр начар, курăк та йĕркеллĕ çитĕнмен. Анчах та çĕнĕ юлташлăх ĕçченĕсем пĕрле пухăнса ĕçлесе çак çĕр çинче сад тума йышăннă. Çапла вара вырăн ячĕ юлташлăх ятне çаврăннă, ырă ĕмĕтпе çыхăннă.
Николай Семенов йĕплĕ пралук тупса килет, кашни хуçалăха килтен 10-шар юман юпа (чикмек) тÿлевсĕр парса карта тытма задани парать. Вăлах улмуççи хунавĕсене илсе килет те кашни çынна 10-шар тĕмĕ парса лартса чĕртме хушаççĕ. Çав хунавсем валли килсенчен пĕрер вус навус илсе пыртараççĕ. Вăл улмуççисене чĕртме Штрангăран шыв йăтса шăварса тăраççĕ. Çав вăхăтра уйри çĕр лаптăкĕсенче юлташлăх ĕçченĕсем харпăр хăй вăйĕпех акса-лартса тыр-пул туса илнĕ. 1930 çулта лашасене кÿлсе тырă вырмалли машина-жнейка тата молотилка туяннă. Çав жнейкăпа юлташлăх членĕсене тырă вырса панă, молотилкăпа авăн çапнă. 1930 çултах юлташлăх членĕсен лашисене пĕр çĕре пуçтарнă.
Кĕркунне, сентябрĕн 30-мĕшĕнче, юлташлăхран колхоз туса хунă. Колхозне “Страж революции” ят панă. Колхоз председателĕ пулма каллех Николай Семенова суйланă. Ку хуçалăха Тăмкассинчи ял ĕçченĕсем те кĕнĕ. “Страж Революции” колхоз çулран çул аталанса пынă. Тыр-пул туса илесси кашни çулах ÿснĕ. Колхозра черепица туса кăларассине йĕркеленĕ, вăл производство валли чул вакламалли тата известь тумалли арман туяннă. 1936 çулта груз турттармалли пĕррремĕш автомобиль илнĕ. 1941 çулта, вăрçă пуçлансан, çав машинăпах Алексеев Серафим Алексеевич шофер фронта тухса каять.
30-мĕш çулсенче хуçалăх çирĕпленсе пыни, аталанни çакăнтан курăнать.Данилов Василий Данилович ертсе пыракан звено вăтамран гектартан 35 центнер тĕш-тырă пухса илнĕ. Çавăншăн ăна Совет правительстви Ĕçлĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Вăл чухăн çын пулнă, Мускава Кремле орден илме кайма костюм та пулман. Вара ăна колхоз костюм илсе парать. Хăй Мускавран килнĕ çĕре колхоз унăн пÿртне юсаса çирĕплетет. Мускавран таврăннă чухне В. Данилова кĕтсе илме Шупашкара колхозран лашасемпе делегаци каять.
Николай Семенов пултаруллă колхоз руководителĕ пулнине кура ăна Тутаркасси районĕн колхозстройĕн председателĕ пулса ĕçлеме илсе каяççĕ. Унтан ăна Шупашкара куçараççĕ. Кунта вăл чувашколхозстройра ĕçлет. Çав вăхăтрах вăл Чăавш Республикин ЦИК членĕ пулнă.
Н.С. Семенов хыççăн колхоз председателĕсем пулса Максим Степанович Степанов, Евгений Михайлович Усейкин, Дмитрий Алексеевич Прохоров, Порфирий Мурзаков, Василий Данилович Данилов ĕçленĕ.
Чемейре граждансен юлташлăхне туса хурасси пирки пĕрремĕш номерлĕ протокола 1930 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче çырнă. Пухура 19 çын пулнă (архивра списокĕ пур) Пухура Устав йышăннă, правленипе ревкомисси суйланă, вступительнăй взноспа пай укçин хисепĕсене палăртнă.
Варпуç Чемей ялĕнчи хресченсен пухăвĕ тепĕр 5 кунтан - 1930 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Пухура 18 çын пулнă. Пухура Устав йышăннă, вступительнăй взноспа пай укçи хисепĕсене çирĕплетнĕ. Варпуçсен пухăвĕнче правленипе ревкомисси членĕсене суйламан: “Чемейсемпе пĕрле пулас”, - тенĕ. Хуçалăх ятне юлташлăх мар, ял хуçалăх артелĕ “Чемей” тесе ят панă.
Чемейри халăх та, Варпуçĕнчи çынсем те “Чемей” ял хуçалăх артелĕн правлени председателĕ пулма Михаил Степанова, ревкомисси председателĕ пулма Алексей Семенова суйланă. “Чемей” артель ĕçченĕсем питĕ маттур пулнă: ĕçе кăвак шуçăмлах тытăннă, çĕрле тĕттĕм пуличчен ĕçленĕ. Ĕçе юрласа кайнă, ĕçрен юрласа таврăннă. Ертÿçĕсем хуçалăха лайăх тытса пынă, ĕç дисциплини çÿлти шайра тăнă, ял хуçалăх артелĕ пысăк тупăш илнĕ. Артель членĕсене тырă-пулăсăр, выльăх апачĕсĕр пуçне ĕç кунĕпе пыл тата çăм валеçсе панă. Хуçалăхра кирпĕч туса кăларассине йĕркеленĕ. Ку малашлăх утăмĕ пулнă.
Ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Васильев Павел Васильевича бригадира СССР правительстви Ленин орденĕпе наградăланă.
“Чемей” ял хуçалăх артелĕн ертÿçисем пулса çаксем: Григорий Семенович Соколов, Михаил Степанович Степанов, Павел Николаевич Зайцев, Петр Матвеевич Матвеев, Николай Андреевич Андреев, Нифонт Ефимович Ефимов, Евтихий Андреевич Андреев.
Елшик ялĕнче вăл вăхăтра юлташлăх е ял хуçалăх артелĕ тума чылайăшĕсем килĕшмен. Коллективлă хуçалăхсене хирĕç вăйлă агитаци пулнă пирки ăна йĕркелесси вăрăма тăсăлнă. Юлашкинчен, 1933 çулта анчах, 105 хуçалăхран 12 хуçалăхĕ ял хуçалăх артелĕ туса хума хевте çитернĕ. Ăна “Сатурн” ят панă. Артель председателĕ пулма Иван Прокопьевич Прокопьева суйланă. Ун хыççăн председательте Егоров Иван Егорович, Зубков Константин Романович, Григорий Иванович Иванов, Иван Степанович Быков, Филипп Николаевич Николаев, Борис Борисович Борисов ĕçленĕ.
“Страж Революции”, "Сеятель” хуçалăхсем 1951 çулта пĕрлешеççĕ, 1953 çулта вĕсем çумне “Сатурн” хуçалăха çыпăçтараççĕ. Çĕнĕ пысăкланнă хуçалăх “Сеятель” пулса тăрать. Унăн пĕрремĕш ертÿçи пулма Михаил Степанович Степанова суйлаççĕ. Ун хыççăн хуçалăх председателĕсем пулса Нифонт Ефимович Ефимов, Николай Андреевич Андреев, Николай Арсеньтевич Шагеров ĕçлеççĕ.
1959-мĕш çулта “Сеятель” колхоза ертсе пыма мана хушрĕç. Колхозниксем пĕр çын пек пулса маншăн сасăларĕç. Манăн вара пĕр улшăнмасăр колхоз председателĕнче 18 çул тата тепĕр çул партком секретарĕнче ĕçлеме тиврĕ. 1971 çулта эпир юнашар колхозпа “Путь Ильичапа” пĕрлешрĕмĕр. 1970 çулта “Сеятель” колхоз кашни гектар пуçне вăтамран тĕш-тырă 30 центнер, 100 гектар çĕр пуçне 283 центнер сĕт, 138 центнер, аш-какай туса илчĕ, 8-мĕш пилĕкçуллăх планне тырă сутассипе 194 процент, çĕрулми сутассипе - 215 процент, сĕт сутассипе 157 процент, аш-какай сутассипе - 314 процент, çăмарта сутассипе 116 процент пурнăçларĕ. “Сеятель” колхоз “Путь Ильича” колхозпа танлаштарсан, тырă туса илессипе гектар пуçне вăтамран 10 центнер сĕт суса илессипе 2 хут, аш-какай туса илессипе 3 хут малта пыратчĕ.
Пĕрлешсе пысăкланнă колхозра пĕтĕмĕшле вăйпа экономикăна хăпартасси пирки сахал мар ĕçлерĕмĕр. Çĕр ĕç культурине хăпартассишĕн, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем ытларах туса илессишĕн ял ĕçченĕсем питĕ тăрăшса ĕçлетчĕç. Уйрăмах стройка ĕçĕсем вăйланса пычĕç. Пĕтĕмпе 100 яхăн çĕнĕ объектсем туса хута ятăмăр. Вăл шутра выльăх-чĕрлĕх фермисем (комплекссем), 50 тата 5 хваттерлĕ пурăнмалли çуртсем, мунчапа кĕпе-йĕм çумалли цех, 8 çул вĕренмелли шкул, шур çăнăх тумалли 2 арман, фельдшер пункчĕ, магазинсем, водопроводсем т. ыт. те. Хуçалăхри ÿсĕмсемшĕн 11 çынна орден-медальсемпе наградăларĕç, нумай çынна Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Эпĕ те колхозри ĕçсемшĕн Ленин Орденĕпе, Ĕçлĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕсене 2 тивĕçлĕ пултăм.
1977 çулта "Сеятель" колхоз председателĕ пулма Владимир Михайлович Рубцова сĕнтĕм, ăна колхозниксем пĕр сасăллă пулса суйларĕç. Хам партком секретарне куçрăм. Кунта пĕр çулталăка яхăн ĕçленĕ хыççăн района ĕçлеме кайрăм.
В.М. Рубцов тăрăшакан тата çирĕп руководитель пулчĕ. Колхоз хăйĕн экономикине малалла хăпартса пычĕ. Вăл ертсе пынипе Нискассинчи вăтам шкула, ача сачĕ, райпо валли столовăй, магазин туса лартрĕç. Пултаруллăхне кура В.М. Рубцова районти ял хуçалăх управленийĕн ертÿçи пулма çирĕплетрĕç.
Ун хыççăн "Сеятель" колхоз председателĕ пулса Александр Александрович Александров , Харлампий Константинович Волков, Юрий Димитриевич Калинкин, Николай Семенович Яковлев, Виссарион Семенович Антонов, Виктор Николаевич Моисеев ĕçлерĕç.
Юлашки çулсенче "Сеятель" колхоз экономики тĕрлĕ пересторйкăсемпе реформăсене пула хавшама пуçларĕ. Колхоз ертÿçисем Чемейсем çине сахалтарах çаврăнса пăхма тытăнчĕç. Çавна пула 1996 çулта Чемейсем "Сеятель" колхозран уйрăса тухрĕç. Халĕ ку хуçалăх "Чемеево" ял хуçалăх производство кооперативĕ.
Ăна юлашки çулсенче Николай Николаевич Петров ертсе пырать.