Моргаушский муниципальный округ

А.Г. Николаева халалласа

А.Г. Николаев çуралнăранпа 75 çул çитнине халалласа пирĕн шкулта  утренник иртрĕ. Утренника Ирина Алексеевна Трофимова аслă вожатăй ертсе пычĕ. Ку мероприятишĕн 7-мĕш класс ачисем яваплă пулчĕç.

Млатанах Ирина Алексеевна А.Г. Николаевăн кĕске биографине каласа пачĕ. Унтан ачасем сăвăсем каласа, юрăсем  юрласа савăнтарчĕç. Утренник вĕçĕнче пирĕн тăрăхри краевед, Н.Л. Яковлев художник сăмах илчĕ. Вăл пире А.Г. Николаева халалласа ÿкернĕ ÿкерчĕксемпе  паллаштарчĕ, унпа тĕл пулнă самантсем çинчен каласа пачĕ, асăнмалăх юлнă, пĕрле ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕксене кăтартрĕ. Утренник интереслĕ те усăллă иртрĕ. Нумай енлĕ информаципе пуянлантăмăр, космонавт-ентеш  пирки те чылай пĕлтĕмĕр.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
08 сентября 2004
00:00
Поделиться
;