Моргаушский муниципальный округ

Вĕсен илемĕ чуна илĕртет

Августăн 27-мĕшĕнче учительсен канашлăвĕ пулчĕ. Калайкассинчи вăтам шкулăн фоййинче, 1-мĕш хутра, çак кун чечексем выставкине йĕркеленĕ.

Çуллахи вăхăтра шкулсенчи учительсемпе ачасем вăхăта усăсăр ирттермен иккен, хĕле валли тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтернипе пĕрлех тĕрлĕрен илемлĕ чечексем ÿстернĕ. 18 шкултан тĕрлĕрен меслетсемпе 33 чечек çыххи тăратнă выставкăна. Мĕн тĕрлĕ чечек çук пулĕ кунта, вĕсене пăхнăçемĕн пăхас, киленес килет. Мĕн тери илем вĕсенче!

Выставкăна конкурс  евĕр йĕркеленĕ май, унăн итогĕсене 4 номинаципе пĕтĕмлетнĕ. Чечексен чи лайăх композицине Шурчари тĕп шкул коллективĕ хатĕрленĕ, вĕсен "Асамат кĕперĕ" пурне те тĕлĕнтернĕ. Чуманкассинчи вăтам шкулта ĕçлекенсем хăйсен чечек çыххине : "Шкул пурнăçĕнчи 11 картлашка" тесе ят панă. Чечек çыххине хăйне евĕр хатĕрлесе Муркаш лицейĕ пĕрремĕш вырăн çĕнче илнĕ. Чи лайăх чечек çыххи хатĕрлекенсем вара Нискассисем пулнă, ку номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннă.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
04 сентября 2004
00:00
Поделиться