Моргаушский муниципальный округ

Транспорт налукне вăхăтра тÿлемелле

 

Район бюджечĕ тĕрлĕ налуксенчен пухăнать. Бюджетра укçа-тенкĕ мĕн чухлĕ пуррипе районăн экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕ тÿрремĕнех çыхăннă .Шел пулин те, хăш-пĕр хуçалăхсен ертÿçисем те, тĕрлĕ транспорт хуçисем  - уйрăм çынсем те çакна темшĕн  ăнланасшăн мар, асăннă налука палăртнă сроксенче тÿлемеççĕ. Çавна пула вĕсен парăмĕсен виçи те пысăклансах пырать.

Транспорт налукне тÿлессине тата ăна тÿлемелли сроксене Чăваш Республикин 2001 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнчи Раççей Федерацийĕн налуксемпе тÿлевсем çинчен законодательствипе Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче усă курма кĕртнĕ "Чăваш Республикинче налук тÿлессине йĕркелемелли ыйтусем çинчен" 38№ Саккунăн 38 статйипе килĕшÿллĕн палăртаççĕ. Çак саккуна Чăваш Республикин 2004 çулхи майăн 25-мĕшĕнчи 6№ саккунĕпе улшăнусем кĕртнĕ Çав улшăнусемпе килĕшÿллĕн 38 статьян çĕнĕ редакцийĕнче налук тÿлекенсем - юридици вăйĕнче тăракансем тата уйрăм çынсем отчетлă тапхăр итогĕсемпе çак çулхи июлĕн 20-мĕшĕнччен кая юлмасăр аванс шучĕпе налука 100 проценчĕпех тÿлемелле. Унăн виçине налук ставкипе килĕшÿллĕн, транспорт хатĕрĕ миçе пулнине шута илсе (кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсене регистрациленĕ пулсан) палăртаççĕ. Налук тÿлемелли тапхăр (çулталăх) иртсе кайсан тепĕр çулне, çĕнĕрен илнĕ е шутран кăларнă транспорт хатĕрĕсене шута илсе, мартăн 31-мĕшĕнчен кая юлмасăр юлашки мĕн пур суммăна тÿлесе татмалла. Отчет тапхăрĕ тесе çур çула шутлаççĕ, налук тапхăрĕ тесе - календарлă çула.

Организацисем налук органĕсене, транспорт хатĕрĕ ăçта пулнине шута илсе, налук декларацине отчетлă тапхăршăн - июлĕн 20-мĕшĕнчен кая юлмасăр, налук тапхăрĕшĕн тепĕр çулхи мартăн 31-мĕшĕнчен кая юлмасăр тăратаççĕ

Анчах сентябрь уйăхĕ те çитрĕ. Шел пулин те, хăш-пĕр хуçалăхсемпе  уйрăм çынсем хăйсен тивĕçĕсем çинчен темшĕн манаççĕĕ

Акă, Моргаушагропромхимия"  предприятин, "Ударник", Мичурин ячĕ хисĕ, Суворов ячĕ хисĕ, ЗАО "Колос", К. Иванов яч. хисĕ, "Сеятель", "Сундырский", "Агрофирма "Юнга" хуçалăхсен ертÿçисем мĕн шутлаççĕ-ши? Вĕсен транспорт налукĕн парăмĕсем 158 пинрен пуçласа 28 пин тенкĕ таранах.

Уйрăм çынсем те хăйсен машинисемпе чупма юратаççĕ, анчах та налукне тÿлеме васкамаççĕĕ Районта 6 пин тенкĕрен пуçласа 27 пин тенкĕ таран парăмлисем 30 çын ытла. Вĕсем патне налук тÿлеме хушса требованисем ярса панă. Пирĕн инспекци транспорт налукĕпе çав парăмсене шыраса илме  суд приказĕсем хатĕрлеме  миравай судья патне заявленисем тăратассипе малалла ĕçлет.

Ку тĕлĕшпе никама та каçару  пулмĕ.

 

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
04 сентября 2004
00:00
Поделиться