Моргаушский муниципальный округ

Тĕп вырăнта - нормăна пурнăçлани тата агротехникăна пăхăнн

 

2005 çулхи çурхи уй-хир ĕçĕсем иртерессин вăхăтне кĕскетес, пулас тырпулăн хăйхаклăхне чакарас, çум курăксене, ял хуçалăх культурисен сăтăрçисемпе чир-чĕрĕсене пĕтерес тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн Ю. Ивановăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ - ноябрĕн 1-мĕшĕсенче ял хуçалăх предприятийĕсенчи механизаторсем хушшинче кĕрхи çĕртме сухи тунă çĕрте конкурс ирттерме йышăнни çинчен хаçатăн иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕ тата агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюз райкомĕ кĕрхи çĕртме сухи тăвакан механизаторсен районти конкурсĕн положенине пăхса тухса çирĕплетнĕ.

Конкурс итогĕсене кашни эрнери ĕç кăтартăвĕсене шута илсе пĕтĕмлетнĕ май, суха тăвакан агрегатсем валли эрнелĕх çак нормăсене çирĕплетнĕ:

МТЗ-80, МТЗ-82 маркăллă тракторсен - 39 гектар

ДТ-75 маркăллă тракторсен - 50 гектар

Т-150, Т-150К, МТЗ-1221, ВТ-100 маркăллă тракторсен - 73 гектар.

Кĕрхи çĕртме сухи тунă чухне  агротехникăн çак требованийĕсене пăхăннине тата пурнăçланине шута илеççĕ.

Вăл е ку спецификăллă уйрăмлăхĕсене, тăпра условийĕсене, маларах ку уйра мĕнле культурăсем акса  çитĕнтернине тата малашне мĕнле культура акса-лартса çитĕнтерме шутланине тĕпе хурса суха тарăнăшне кашни тĕслĕхре уйрăммăн шута илсе пурнăçламалла. Суха тарăнăшĕ вăл е ку уйра пĕр пек пулмалла. Суха кассин тарăнăшĕн  вăтам кăтартăвĕн уйрăмлăхĕ тикĕс уйсенче 2 сантиметртан кая мар, тикĕс мар вырăнлă уйсенче 3 сантиметртан кая мар пулмалла, икĕ йăран çаптарса пынă хысакăн тарăнăшĕ палăртнинчен çурри таран кая пулмалла мар.

Çĕртме сухи тунă чухне каснă çĕр сийĕ пĕтĕмпех çаврăнса витĕнмелле тата лайăх тĕпренмелле. Сухаланă сий кăпăшка пулмалла, хăмăл, çум курăкĕсем, çавăн пекех сăпнă-хывнă органикăллă тата минераллă удобренисем пĕтĕмпех тăпрана варăнса юлмалла. Плугăн пĕтĕм корпусĕсен суха кассисене тÿп-тÿрĕ те пĕр пек сарлакăшлă, пĕр пек хысаклă туса пымалла.

Сухаланă уй тикĕс пулмалла, çÿллĕ хысаксем тата тарăна кайса уйрăлнă суха кассисем пулмалла мар,  плуг сухаласа иртнĕ вырăнсенче палăракан йĕрсем юлмалла мар.  Сухаланмасăр юлнă лаптăксем е йĕркеленсе юлнă вырăнсем - ĕç пахалăхне чакаракан тĕп сăлтавсем. Суха хысакĕсем 5-6 сантиметр çÿллĕш, пĕрремĕш суха кассипе юлашкинчен витĕнсе пыракан касă хысакĕсен тарăнăшĕ 7 сантиметртан ытла пулмалла мар.

Çĕртме сухине малтан сухаланинчен урлă ирттермелле, тайлăм уйсене сăртсене майлă, кăткăс тайлăмлă уйсене горизонталлĕ мелпе сухаламалла.

Сухаласа пĕтернĕ хыççăн çаврăнмалли вырăнсене уйсен хĕррисене тепĕр хут сухаласа тухмалла,  суха йăранĕ вырăнĕнчи хысаксемпе суха кассисене танлаштарса тухмалла.

Çĕртме сухине хутшăнакан механизаторсен ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме комисси тунă. Унăн ертÿçи - район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн ертÿçи В.К. Ананьев, комисси председателĕн çумĕ - агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн ертÿçи Ф.Ф. Григорьева, комисси секретарĕ - район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн тĕп специалисчĕ А.И. Павлов.

Конкурс итогĕсене çак вăхăтсенче пĕтĕмлетеççĕ:

Сентябрĕн 1-7- мĕшĕсенчи ĕçе - сентябрĕн 8-мĕшĕнче*

Сентябрĕн 8-15 мĕшĕсенчи ĕçе - сентябрĕн 16-мĕшĕнче*

Сентябрĕн 16-23- мĕшĕсенчи ĕçе - сентябрĕн 24-мĕшĕнче*

Сентябрĕн 24-30- мĕшĕсенчи ĕçе - октябрĕн 1-мĕшĕнче*

Октябрĕн 1-7-мĕшĕсенчи ĕçе - октябрĕн 8-мĕшĕнче*

Октябрĕн 8-15-мĕшĕсенчи ĕçе - октябрĕн 16-мĕшĕнче*

Октябрĕн 16-23-мĕшĕсенчи ĕçе - октябрĕн 24-мĕшĕнче*

Октябрĕн 24-мĕшĕнчи - ноябрĕн 1-мĕшĕнчи ĕçе - ноябрĕн 1-мĕшĕнче.

Кĕрхи çĕртме тума хутшăнакансен механизаторсем хушшинчи конкурс итогĕсене кашни эрнерех пĕтĕмлетсе район хаçатĕнче пичетлеççĕ.

Призлă вырăн йышăннă механизаторсене куçса çÿрекен вымпелсемпе премисене ĕçлĕ лару-тăрура вырăнта параççĕ.

 

 

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
04 сентября 2004
00:00
Поделиться