Моргаушский муниципальный округ

Çĕнтерÿ уявне хатĕрленсе

 

Кĕçнерни кун район администрацийĕнче  Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнине хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе  ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ пулчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова ертсе пычĕ.

Сумлă юбилее тивĕçлипе хатĕрленсе кĕтсе илме район администрацийĕн пуçлăхĕ 2003 çулхи февралĕн 3-мĕшĕнче ятарлă йышăну тунă. Унпа килĕшÿллĕн йĕркелÿ комитетне çирĕплетнĕ, мероприятисен планне хатĕрленĕ.

Ĕç, чăнах та, нумай. Ара, уявĕ те пĕлтерĕшлĕ. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитет. Пирĕн халăхшăн кунтан пĕлтерĕшлĕрех уяв çук та. Куççулĕ те, савăнăçĕ те пĕрлех.

Вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе тимлемелле. Коммуналлă пулăшу, телефон кĕртсе парасси те кун йĕркинчех пулмалла.

Парксемпе аллейăсене, музейсене çĕнетмелле. Аслă юбилее халалланă тĕрлĕ мероприятисем йĕркелемелле: тĕл пулусем, паттăрлăх урокĕсем, спорт ăмăртăвĕсем, концертсем, конкурссем тата ыт. те.

Вырăнсенче ял администрацийĕсемпе шкулсен уйрăмах пуçарулăх кăтартмалла.

Паянхи çамрăксенчен çĕршыв патриочĕсене пăхса ÿстересси пирки манма юрать-и вара;

Çĕнтерÿçĕ-салтак умĕнче пирĕнтен кашни парăмра. Вĕсем пире мирлĕ тÿпе парнеленĕ. Апла пулсан паянхи ăрун та аслă ветерансене тивĕçлĕ пулмалла.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
04 сентября 2004
00:00
Поделиться