Учительсен августри канашлăвĕнчен
Акă, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Паян районти шкулсенче пĕрремĕш урок: "Эпир сывă пурнăç йĕркине суйласа илетпĕр" темăпа иртет.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, вĕренÿ çулĕ пуçланиччен районта август уйăхĕнче вĕрентÿ ĕçченĕсен канашлăвне ирттереççĕ. Кăçал вăл августăн 27-мĕшĕнче Калайкассинчи вăтам шкулта иртрĕ. Калас пулать, ку шкула ăнсăртран суйласа илмен. Калайкассинчи вăтам шкул районти хĕвел тухăç округĕнчи база шкулĕ пулса тăрать. Юлашки çулсенче кунта воспитани тата вĕрентÿ ĕçĕсенче, шкул тулашĕнчи мероприятисенче нкмай çĕнĕлĕхсемпе усă кураççĕ, çак ĕçе общественноçа та активлă явăçтараççĕ. Секцисенчи занятисем умĕн кунта вĕренекенсем каратэ енĕпе хăйсем мĕне пултарнине кăтартнă, шкул пурнăçĕпе паллаштарнă.
канашлу ĕçне шкулсемпе шкул-садсен, ача сачĕсен, хушма вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем, шкул директорĕсен вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем, физкультура учителĕсем, тĕп больница врачĕсем хутшăннă.
Канашлу теми – «Ăс-хакăл вăйĕпе сывă пурнăç йĕрки урлă вĕрентÿ пахалăхне çĕнетсе улăштарасси патне». Малтанах унта хăтшăннисем, тĕрлĕ секцисене пайланса, ачасен сывлăхне мĕн пĕчĕкрен упрас тата сывă пурнăç йĕркине çирĕплеетс енĕпе умра тăракан çивĕч задачăсене сÿтсе явнă, нумай кирлĕ сĕнÿсем панă.
Канашлăвăн пленарлă пайне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов уçнă. Малтанах ку отрасльте уйрăмах палăрнисене тĕрлĕ шайри наградăсемпе чысланă.
Ачасене вĕрентсе воспитани парасси – йывăр та пархатарлă ĕç. Мĕн чухлĕ пĕлÿ, тÿсĕмлĕх ыйтать вăл учительтен. Самани улăшннăçемĕн вĕрентекенĕн яваплăхĕ те ÿссе пырать. Çĕнĕ 21-мĕш ĕмĕрте вара компьютерсем пурнăçа çирĕп кĕрсе вырнаçрĕç. Паян кирек епле отрасльте ĕçлеме те тарăн пĕлÿллĕ, конкуренцие чăтакан ăста специалистсем кирлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ чылăй çĕрте ĕçе конкурспа кăна илеççĕ.
Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çине те паянхи вĕрентÿ ĕçĕн пахалăхĕ тÿреммĕнех витĕм кÿрет.
Юлашки çулсенче обществăра çамрăксем хушшинче сывлăхшăн сиенлĕ пулăмсем вăй илни вĕрентÿпе воспитани ĕçĕ çине пачах урăхла пăхма хистет. ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров 2004 çула Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ тесе палăртни те çавнах çирĕплетет. Ку вăл çитĕнекен ăрăва, пулас специалистсене сывă пурнăç йĕркин культурине хăнăхтарассипе çыхăннă ыйтусене татса пама хушма ресурссене явăçтарассипе те çыхăннă.
Çавăнпа та районти вĕрентÿ ситемин паянхи условисенче кашни çамрăк пурнăçра тĕрĕс çул-йĕр суйласа илсе тивĕçлĕ вырăнне туптăр тесе ĕçлемелле, мĕнĕшĕн тесен ку уншăн кăна мар, обществошăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Вĕрентÿ системинче йĕркелÿпе экономикăн çĕнĕ механизмне туса хуни шкулсекм хушшинче кашни вĕренекеншĕн конкуренци пуçланасси патне илсе пырать. Унта вара вĕрентÿ пахалăхне ÿстерсе пыракан, кашни ачана пултарулăхне кура аталантаракан, вĕсен сывлăхне упрассине малти вырăна хуракан шкулсем кăна çитерме пултараççĕ.
Вĕрентÿ ĕçне çĕнетсе улăштармалли Концепципе килĕшÿллĕн, шкулсем хăйсен пĕлÿ парассин пахалăхне паянхи кун ыйтнине шута илсе ÿстерме тăрăшаççĕ, хăйсен обществăри вырăнне тупассишĕн тимлеççĕ. Районти вĕрентÿ пайĕ шкулсен ĕçĕн результатне палăртма ятарлă положени хатĕрленĕ. Ку вара пĕтĕм шкул ĕçĕн эффективлăхне пахалăх тĕлĕшĕнчен тĕрĕс хаклама май парать.
Вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатас енĕпе тепĕр çул-йĕр вăл – вĕрентÿ системинче вăй хуракансен информаци культурине ÿстересси.
Районти вĕрентÿ пйĕн ертÿçи В.М. Васильев хăйĕн докладĕнче вĕрентÿ системин малашлăхĕ, татса памали ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнчĕ, ачасене вĕрентсе воспитани парас енĕпе кашни учрежденин малашнехи тивĕçĕсем мĕнле пулмаллине каларĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов та хăйĕн сăмахĕнче вĕрентÿ ĕçченĕсен малашнехи задачисем, вĕсен яваплăхĕ çинче тĕплĕн чарăнчĕç.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Вăл мĕнле пуласси, вĕçленесси пирĕнтен кашнинчен нумай килет. Малалла аталанас, вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатас тесен хальхи меслетсене пĕлмесĕр, иртнĕ ăрусенчи учительсен опытне алла илмесĕр, иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи çитменлĕхсене шута илмесĕр май
Çыннăн тивĕлĕ шайри, тулли пурнăçĕ яланах малти вырăнта пулнă, малашне те çапла пулать. Кашни çыннăн пĕлĕвĕн пысăк шайĕ, ăс-тăн тата ÿт-пÿ сывлăхĕ çĕршыв пуянлăхĕн уйрăлми пайĕ пулса тăраççĕ. Çакă уйрăмах паянхи çамрăксене пырса тивет. Ăна пурнçа кĕртессипе шкултах нумай ĕçлемелле.
Паянхи çамрăксем тĕнчере пулса иртекен ырă хыпарсене ытларах информаци технологийĕ урлă. Çавăнпа та педагогсен çакна шута илсе çĕнĕ условисенче ĕçлеме хăнăхмалла - çĕнĕ технологисене вĕрентессине ăс-тăн тата кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пĕлÿ парассипе çыхăнтармалла.
Малалла Ю.А. Иванов ачасен психика тата ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчи сывлăхне упраса хăварас тĕлĕшпе шкулсенче мĕнле ĕçлемелле çинче тĕплĕн чарăннă. Ку енĕпе тĕп çул-йĕр - ачасем физкультурăпа тата спортпа туслă пулни. ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров та çак енĕпе ятарлă указсем йышăннă.
Хальхи вăхăтра шкулсенче те, ача сачĕсенче те ачасен сывлăхне тата çирĕплетсе упрас енĕпе нумай ĕçлеççĕ, ку тĕлĕшпе ырă еннелле те улшăнусем пур.
Халăх сывлăхне çирĕплетес енĕпе районта çулсерен 60 яхăн спорт мероприятийĕ иртет, шкулсем спорт инвентарĕпе пуянланаççĕ. Анчах та çак енĕпе çитменлĕхсем те çук мар-ха. Ку тĕлĕшпе педагогсен те хăйсен ĕçне тивĕçлĕ шайра пурнăçламалла, тĕллевлĕ ĕçлемеле.
Çакна пурин те асра тытмалла, сывă пурнăç йĕрки, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен сывă çын кăна паян çĕршывшăн, тăван еншĕн, ашшĕ-амшĕшĕн ырă ĕç туса, хăйне телейлĕ туйса пурăнма пултарать. Ку енсене кашни çамрăкра çирĕплетес тесен, вĕрентÿ учрежденийĕсен яваплăха туйса ĕçлемелле. Малашлăх валли юрăхлă çынсем хатĕрлес тесен, педагогсен те малашлăхпа пурăнмалла, пурнăçран юлмалла мар.
Канашлура чечексен выставки ĕçленĕ, Орининти тата Юнкăри вăтам шкулсенчи ачасем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă.