Шыв пахалăхĕшĕн тăрăшар
Шыв - çĕр чăмăрĕ çинчи пурнăç çăлкуçĕ, унсăр çынсем кăна мар, ÿсен-тăрансем те, чĕрчунсем те пурăнаймаççĕ. Мĕн-пур ÿсен-тăрансен 90 проценчĕ, чĕрчунсен виçин 75 проценчĕ шывран тăрать. Çын ÿт-пĕвĕн виçинче çурри ытла шыв шутланать. Çын организмĕнчи пурнăçшăн çав тери кирлĕ ĕçсем шыв хутшăннипе пулса иртеççĕ. Шыв - этем пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн чи кирлĕ япаласенчен пĕри.
Паллах, шывăн тĕп пĕлтерĕшĕ ăна ĕçме тата апат-çимĕç хатĕрлеме усă курнинче кăна мар. Харпăр хăй гигиенине пăхăнма, йăлари ыйтусене тивĕçтерме, пахча çимĕçсене шăварма шывпа усă курмасăр епле пурăнассине ăнланса илме те йывăр. Сывлăха сыхлас, пиçĕхтерес енĕпе те шывпа анлă усă кураççĕ. Шывăн хăш-пĕр çăлкуçĕсем сиплĕхĕпе палăрса тăраççĕ.
Çав вăхăтрах шыв çын организмĕ çине сиенлĕ витĕм те кÿме пултарать. Ку вăл яланах шыв тĕрлĕ бактерисемпе вараланнипе е химилле япаласен уйрăмлăхĕпе çыхăннă. Шыва варалас мар тесе эпир пур чухне те тăрăшмастпăр, тĕрлĕ тасамарлăхсем сăрхăнса кĕнипе шыв пахалăхĕ чакать. Таса мар шывпа усă курни тĕрлĕрен ерекен вар-хырăм чирĕсене (холера, тифсем, юнлă варвитти, сарамак чирĕ, туляреми т. ыт. те) пуçăнма тата сарăлма майсем уçса парать. Шыв парса тăнă, шыв пăрăхĕсемпе усă курнă чухне санитари правилисене пăхăнманни те унăн пахалăхне чакарать кăна.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче, ытти предприятисемпе организацисенче 174 çĕрте шыв пăрăхĕсемпе усă кураççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта шыв пăрăхĕсенчен 295-шĕнче бактериологи анализне тунă пулсан, 13 тĕслĕхре микробсем 14,4 процент нормăран ытларах пулнине тупса палăртнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта ку кăтарту 8,0 процентпа танлашнă. Шыв пахалăхĕ кăçал çуллахи вăхăтра палăрмаллах япăхланчĕ. "Юнга", К. Иванов яч. хис., Е. Андреев яч. хис. хуçалăхсен территорийĕсенче шыв пахалăхĕ уйрăмах япăх, тĕрĕсленĕ шывсен 40-20 процентĕнче микробсем нормăран нумайрах.
Санитарипе хими тĕлĕшĕнчи кăтартусене тишкерес пулсан, кăçалхи пĕремĕш çур çулта шыв санитари требованийĕсене тивĕçтерменни 13,6 процентпа танлашать. Хальхи вăхăтра хими составĕн ятарлă нормисем пур. Вăл е ку япала шывра нормăран иртни çын организмне сиенлĕ витĕм кÿрет. Тĕрĕслевсен кăтартăвĕсем нормăран ытларах çаксене тупса палăртнине çирĕплетеççĕ: нитратсем тата бор.
Шыв пахалăхне чакаракан тĕп сăлтавсем, уйрăмах микробсем нумай пулни шыв пăрăхĕсем кивелсе çитни, вĕсем час-часах шăтни, шыв колонкисене вăхăтра юсаса тăманни пулса тăраççĕ. Шел пулин те, шыв башнисене чылай çĕрте çулталăкĕпех тасатмаççĕ, çавна май тĕпне юлха пухăнса тулать. Чÿречисем çĕмрĕк пирки вĕçен кайăксем те çăмăллăнах кĕме çул тупаççĕ, башньăсенчи шыва хăйсен каяшĕпе варалаççĕ.
Шыв башнисене профилактика тĕлĕшĕнчен шалтан çуса тасатмаççĕ, дезинфекци тумаççĕ. Хăш-пĕр çĕрте скважинăсем йĕри-тавра тытнă картасем юлашки вăхăтра çĕмĕрĕлсе пĕтрĕç, çирĕп йĕрке тытса тăмалли зона çук. Тата çакна та палăртсах каламалла. Асăрхаттарнине пăхмасăр, юлашки вăхăтра кил-çурт тума çĕнĕ вырăнсене ял администрацийĕсен ответлă работникĕсем скважинăсемпе башньăсем çывăхне уйăрса параççĕ.
Ку тĕлĕшпе вара санитарипе ытти правилăсене пăхăнмалли çирĕп кăтартусем пур-çке. Шыв уçлакан скважинăсем йĕри-тавра 50 метртан çывăхра нимĕнле çурт-йĕр те лартма юрамасть, пахча çимĕç культурисем акса-лартса çитĕнтерме те юрамасть. Скважинăсем йĕри-тавра карта тытса çавăрмалла. Унсăр пуçне 150-200 метртан çывăхри шыва варалакан хуралтăсем пулмалла мар (выльăх-чĕрлĕх витисем, хими препарачĕсен склачĕсем т. ыт. те). Скважина çăлĕсем таврашĕнче пухăннă шыва юхса каймалла тумалла, çăл тĕпне бетон сармалла. Шыв пăрăхĕн сетĕнчи аварисене те вăхăтра юсаса дезинфекци тумалла.
Ĕçмелли шыв хуçалăхне япăхтарса яни, вараланнă тата пахалăхсăр шывпа усă курни малтан шутламан-тĕлленмен пысăк инкексем патне илсе çитеретех. Çавăнпа та кашни ял хуçалăх предприятийĕнче, ытти предприятисемпе организацисенче камăн шыв пăрăхĕсем, скважинăсем пур, вĕсене санитари тĕлĕшĕнчен юсаса йĕркелемелли план пулмалла. Асăннă объектсене вăхăтра юсаса тирпей-илем кĕртме, санитари тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ тытса тăма укçа-тенкĕ тупмаллах.
Сăмахăма вĕçленĕ май акă мĕн пирки аса илтересшĕн. Чăваш Республикин 1997 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче вăл кĕнĕ "Ĕçмелли шывсем çинчен" Саккунĕпе килĕшÿллĕн, çынсене таса мар шывпа тивĕçтернĕшĕн тата шывпа кирлĕ пек тивĕçтерменшĕн çакăншăн ответлă çынсене явап тыттараççĕ. Акă, мĕн çинчен манса каяс марччĕ. Шыв колонкисемпе крансенчен пур çĕрте те тăп-тăрă та таса, пирĕншĕн сиенлĕ мар шыв кăна юхтăрччĕ. Ку вара çынсен сывлăхне упрама, тĕрлĕрен чир-чĕрсенчен сыхланма май парĕ.