Моргаушский муниципальный округ

Пĕрле, пĕр тĕллевпе тăрăшасчĕ

 

Муркаш ял администрацийĕ пĕчĕк мар. Кунти пилĕк ялта пĕтĕмпе 1537 хуçалăх,  вĕсенче  4325 çын пурăнать. Ку территоринче 30 ытла предприятипе организаци, учреждени вырнаçнă.

Муркаш ялĕ район центрĕ пулнă май ыттисемшĕн пур енĕпе те ырă тĕслĕх пулмалла. Татса памалли ыйтусем те çук мар ку территоринче.

Август уйăхĕн пуçламăшĕнче Муркаш ял администрацийĕн пуçлăхĕнче Н.И. Никитин ĕçлеме пуçларĕ. Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать теççĕ. Николай Иванович та ĕçшĕн çунса тăракан çын хăйĕн умĕнче яваплă тивĕçсем тăнине те лайăх ăнланать.

Хаçатăн обществăпа политика  пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова çак кунсекнче Н.И. Никитинпа тĕл пулнă, хăйĕн тĕллевĕсемпе паллаштарма ыйтнă.

- Николай Иванович, хăвăрăн тĕп тивĕçсене мĕнре куратăр?

 - Ял администрацийĕн тĕп тивĕçĕ - халăхăн пунăç условийĕсене лайăхлатса пырасси. Юлашки çулсенче Муркаш сăн-сăпачĕ илемленсе, улшăнса пынипе çынсем кăмăллă. Çĕнĕ, илемлĕ, капмар çуртсем çĕкленеççĕ. Нумаях пулмасть çĕнĕ вокзал хута кайрĕ.  Ку та савăнтарать. Çав вăхăтрах  канăçсăрлантаракан, пурнăçламаллпи ĕçсем те сахал мар-ха.

- Вĕсем çинчен тĕплĕнрех чарăнар-ха.

- Чи малтанах çакна каласа хăварас килет.  Кирек епле ĕç тума та, уйрăмах сторительство ĕçĕсене пурнăçланă чухне укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Вăл укçа налуксенчен пухăнать. Муркаш ял администрацийĕн çĕр налукне 22236 тенкĕ пухмалла пулсан, паянхи куна 9 пине яхăн кăна пухнă. Пурлăх налукне 67264 тенкĕ пухмалла, ăна 25150 тенкĕ кăна пухма ĕлкĕрнĕ. Çак укçана бюджетра пăхса хăварнă. Çавăнпа та кам тÿлеме ĕлкĕреймен, вĕсене çĕр налукне те, пурлăх налукне те çитес вăхăтра тÿлеме ыйтасшăн. Транспорт налукне те вăхăтра тÿлесчĕ. Ĕç укçине, пенсисемпе пособисене вăхăтрах илесшĕн, тÿлемесен тарăхатпăр. Хамăр вара налуксене вăхăтра тÿлеме тăрăшмастпăр. Ыйтсан кÿренетпĕр. Вăл укçана хальтерех тÿлесен, лайăх çанталăкпа усă курса нумай ĕçсене пурнăçласа юлма пулать.

Муркашра плотина туса пĕтермелле, спортзал туса пĕтерсе хута ямалла, çулсем юсамалла. Çĕньял Муркаш витĕр çăва çине каймалли çула тумалла.  Çынсене юлашки çула ăсатма тивĕçлĕ услови пултăр. Чапаев, Ленин, Советски, Красноармейски, Новая Колхозная, Колхозная урамсене çул сарма проект хатĕрлепе панă.

Çулсем пирки çакна та каласа хăвармалла. Çул тăвас пулсан, укçа-тенкĕ çук, теççĕ. Тракторсем вара асфальт тăрăх чупаççĕ. Гостехнадзор требованийĕпе килĕшÿллĕн гусеницăллă тракторсем валли ятарлă маршрут туса памалла. Район центрĕнче груз турттаракан машинăсем валли çула хупнă пирки вĕсем колхоз укçипе тунă çула ватса пыраççĕ, пĕтĕмпех çĕмĕрĕлсе пĕтме пултарать. Çавăнпа та ăна юсамасăр груз турттаракан машинăсен çÿрес марччĕ. Спонсорсем пулăшнипе (Муркаш кирпĕч завочĕ, Муркаш райповĕ) çак çула та юсасшăн. ГИБДД уйрăмĕпе килĕшсе татăлса машинăсене çÿреме чарма ятарлă хушу кăларнă.

- Урăх мĕнле ĕçсем тума шутлатăр? Ултă çĕнĕ урама газ пăрăхĕсем хумалла. Ăна валли проектсем хатĕр. Ку ĕçсене пурнăçлама кăçал патшалăх укçа тÿлет, унпа усă курса юлмалла. Хăш-пĕрисем паян çурт-йĕр çавăрма çĕр илне пулсан та çурт лартма васкамаççĕ, газ кĕртме те шутламаççĕ. Çавăнпа та валеçнĕ çĕрсене тепĕр хут тĕрĕслесе тухмалла. Çурт лартма çĕр ыйтакансем халĕ те нумаййăн.

- Тирпей-илем пирки мĕн калама пултаратăр?

- Калас пулать, ку ыйту район центрĕнче çивĕч тăрать. Тасалăхпа тирпейлĕхшĕн нумай тăрăшмалла-ха. Культурăллă пурăнма, хамăра хисеплеме вĕренесчĕ.

Илер-ха Муркашри парка. Вăл çынсене культурăллă канмалли вырăн. Анчах та кунта эрех-сăра ĕçеççĕ, пĕтĕм çÿп-çап, пушă кĕленчесем унта выртса юлаççĕ. Çĕнĕ вокзал патĕнчен те выльăхсене хыçалтан çÿретмелле, вĕсем асфальт сарнă çула ан варалаччăр.

Санитари кунĕсем пирки те манас марччĕ. Тасалăхпа тирпейлĕх ялан пулмалла, вăхăтран вăхăта мар. Нумай хваттерлĕ çуртсем умĕнче, кил картисенче, сарайсем патĕнче те тасалăхпа йĕркелĕх кирлĕ. Çÿп-çап ещĕкĕсене те витмелле, унти çÿп-çап аяккалла вĕçсе, сапаланса ан вырттăр.

Муркаш пасарĕ пирки те каласа хăвармалла. Кунти сутуçăсен те санитарипе гигиена требованийĕсене пăхăнасчĕ. Вĕсем суту-илÿ тунă хыççăн çав тери çÿп-çап, пĕр хут усă курмалли савăтсем нумай выртса юлать.  Пасар администрацийĕн те ку тĕлĕшпе  сутуçăсенчен çирĕпрех ыйтмалла. 

Хăш-пĕр урамсенчи  сарайсем çывăхне пыма та хăрамалла, таса мар, усă курман, кивĕ сарайсене пăсмалла. Вĕсем ял илемне пăсаççĕ. Тепĕр енчен илсен, унта ачасем выляççĕ, сарайсем йăтăнса ансан вĕсем инкек тÿсме пултараççĕ.  Гагарин урамĕнчи ача-пăча больници пулнă çурт йĕри-тавра та тирпей-илем тумалла, йĕрке сахал.

Муркаш район центрĕ пулнă май унта çынсем тĕрлĕ ĕçпе таçтан та килеççĕ. Аякри çынна çитменлĕхсем те тÿрех куçа курăнаççĕ. Хăш-пĕр çынсем вара халăхран вăтанмасăр, Çатракассине тата Хорнуйне каякан çулсем хĕррине çÿп-çап тăкаççĕ.  Кун пирки район администрацийĕ тивĕçлĕ йышăну кăларнă, йĕркене пăсакансене административлă майпа явап тыттараççĕ.

- Юлашкинчен мĕн калама пултаратăр?

- Урамсенче таса, тирпейлĕ пулни кашниншĕнех лайăх. Вăл сывлăхшăн та усăллă. Çакна кашнин ăнланса йĕркеллĕ пурăнма  тăрăшасчĕ. Пурте пĕр тĕллевпе ĕçлесен сăрта та тепĕр майлă çавăрма пулать. Пирĕн вăй - пĕрлĕхре. Малашнехи ĕмĕтсем те пĕчĕк мар. Муркашра стадион тума хатĕрленмелле, унăн вырăнне палăртса хăвармалла. Чиркÿ лартас пирки те шутламалла, халăх питĕ ыйтать. Вăхăтлăха кĕл тумалли çурт валли кăçал никĕс хывса хăварасшăн. Ку енĕпе халăх пулăшасса шанатпăр. Турă çынна усала вĕрентмест, унта çыннăн чунĕ тасалать. Эпир инкек-синкек пулсан кăна турăран пулăшу ыйтатпăр. Малтан хамăрăн ăна пулăшмалла, ун чухне вăл та пире пулăшĕ, инкекрен çăлса хăварĕ.

Йывăçсем лартса вĕсене упраса хăварасчĕ. Пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлесен мĕн палăртни пурнăçланатех.   



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
28 августа 2004
00:00
Поделиться