Моргаушский муниципальный округ

Черетлĕ канашлу пулнă

 

Августăн 25-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен черетлĕ семинар-вĕренĕвĕ пулчĕ. Унта паянхи кун çивĕч тăркан ыйтусене пăхса тухрĕç.

Право йĕркине пăсасран, преступлени тăвасран асăрхаттарасси преступлени тунине тупса палăртассинчен çăмăлтарах. Ку енĕпе шалти ĕçсен пайĕн общественноç çине таянса ĕçлени кирлĕ. Çулсем çинче аварисем пуласран та асăрханса çÿремелле. Саккуна пăсса алкоголь пур шĕвексене сутакансемпе те кĕрешмелле. Профилактика тата общественноç канашĕсен те ĕçĕ курăнса тăтăр.

Газ кĕртессине вĕçлесси те паянхи тĕп задачăсенчен пĕри. Çулталăк вĕçлениччен ку тĕлĕшпе те нумай тăрăшмалла. Программăпа килĕшÿллĕн кăçал 1200 çурта газ ямалла пулсан, кăçалхи 7 уйăхра 260 киле кăна газ çитнĕ.

Семинарта налук пухас т. ыт. ыйтусене те пăхса тухнă.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
28 августа 2004
00:00
Поделиться
;