Кунта яла валли кадрсем хатĕрлеççĕ
Кăçал Советскинчи професси училищи 45 çул тултарчĕ. Çак çулсем хушшинче кунта халăх хуçалăхĕ валли тĕрлĕ профиллĕ ăста специалистсем сахал мар хатĕрленĕ, вĕсем тĕпрен илсен, районти колхозсемпе ял хуçалăх кооперативĕсенче тата унăн тулашĕнче ĕç ĕçлеççĕ. Кунта вĕренсе тухнисен йышĕнчен механизаторсен династийĕсем те йĕркеленнĕ.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн эпир 26-мĕш професси училищин директорĕпе В.П. Семеновпа тĕл пултăмăр, училище администрацийĕн тата коллективĕн ĕçĕсемпе планĕсем çинчен пĕлтĕмĕр.
Пирĕн справка
Хальхи вăхăтра училище специалистсене çак профильсемпе хатĕрлессипе ĕçлет:
пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ илнисем валли очнăй майпа 3 çул вĕренмелли срокпа:
- ял хуçалăх призводствин ăсти (водитель, тракторист, слесарь-юсавçă);
- усадьба хуçи (çĕвĕç, повар, пахчаçимĕç çитĕнтерекен);
вăтам пĕлÿ илнисем валли:
- В, С категориллĕ автомобиль водителĕ*
- повар-кондитер*
- çĕвĕç*
- каменщик.
26-мĕш професси училищине малтан пулнă машинăпа трактор станцийĕн никĕсĕ çинче 1959 çулхи август уйăхĕнче Хусанти профессилле техника пĕлĕвĕн управленийĕн "Чăваш АССРĕнчи Советски салинче ял хуçалăх механизацийĕн училищине (УМСХ-18) туса хурасси çинчен" приказĕпе йĕркеленĕ. Ку вăл районти тата республикăри колхозсемпе совхозсене квалификаци илнĕ специалистсемпе тивĕçтерекен механизаторсене хатĕрлемелли училищĕсенчен пĕри пулнă.
Пĕрремĕш занятисем 1960 çулхи февральте пуçланнă.
1962 çулта УМСХ-18 ятне 4-мĕш ЧПТУ тесе улăштарнă, 1972 çултанпа, училищен çĕнĕ корпусне хута ярсан, 3 çул вĕрентесси çине куçнă, ăна "Ялти вăтам професси пĕлĕвĕ паракан 4-мĕш номерлĕ училище" (СПТУ №4) теме пуçланă.
Унтан 26-мĕш СПТУ пулса тăнă.
1998 çултанпа Раççейри вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандартне ĕçе кĕртнĕренпе училищене "26-мĕш професси училищи" теме пуçланă. 45 çул хушшинче училище ял хуçалăхĕ валли анлă профиллĕ специалистсем 15 пин ытла вĕрентсе хатĕрленĕ.
Училище ВДНХна виçĕ хутчен хутшăннă, 2 бронза тата 1 кĕмĕл медальсем çĕнсе илнĕ, вĕроенсе тухнисенчен пĕр пайĕ республикăри тата унăн тулашĕнчи аслă вĕренÿ заведенийĕсенче малалла пĕлÿ пухнă, халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсенче ĕçлеме пуçланă, нумайăшĕ тăван училищене педагог пулса таврăннă. Хăй вăхăтĕнче училищере Етĕрне, Элĕк, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчен 700 ытла çамрăк вĕреннĕ.
Техника бази, хушма хуçалăх çирĕп пулнă.
Юлашки вунă çулсенче производство анса ларнине татат экономика стабиллĕ маррине, демографи лару-тăрăвĕ япăхланнине пула профтехвĕрентÿ системинче те улшăнусем пулса иртнĕ. Вĕренекенсен хисепĕ чакнă, выльăх-чĕрлĕх йышĕ сахалланнă. Çапах училище хăйĕн техника базине упраса хăварма пултарнă. Паянхи куна ял хуçалăх техники 70 единица шутланать. Вăл шутра вĕрентÿ автомобилĕсем - 14, гусеничăллă тракторсем - 10 тата урапаллисем - 15, тыпрă вырмалли комбайн - 2, косилкăсемпе плугсем сахал мар, мастерскойсенче тĕрлĕрен станоксем 30 яхăн тата çĕвĕ машинисем 20.
Машина-тракторпа çÿреме вĕренмешкĕн питĕ лайăх автотрактородром пур. 26-мĕш ПУ вĕренекенĕсем професси ăсталăхĕн республикăра иртекен конкурсĕсене кашни çулах хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Иртнĕ çулхине "Ял производствин ăсти" республика конкурсĕнче производство вĕрентĕвĕн мастерĕ Иван Михайлович Лебедев тата унăн вĕренекенĕ Роман Ильин 2-мĕш вырăн йышăннă. Роман Муркаш районĕнчи Сосновка ялĕнчен. Ашшĕ те унăн, Николай Ефимович Ильин, хăй вăхăтĕнче çак училищене пĕтернĕ.
Кăçал И.М. Лебедев тата унăн воспитанникĕ Иван Трофимов (Мăн Пакăш ялĕ) республикăра иртнĕ конкурс призересем пулса тăнă, хуçисене кăна - Сĕнтĕрвăррисене 1 вырăна хăварнă. Ваньăн ашшĕ те Федор Иванович Советскинчи профессипе техникуа училищине вĕренсе пĕтернĕ, халĕ "Пучах" колхозра чи лайăх механизаторсенчен пĕри шутланать. Ваня ашшĕпе пĕрле тăван колхоз уйĕсенче кĕртыррисем акма 100 гектар çĕр хатĕрленĕ. Хăйĕн професси ăсталăхне ял хуçалăх академийĕнче малалла ÿстерме ĕмĕтленет.
Районти çирĕп хуçалăхсенче те - "Пучах", "Ленинская искра", "Заветы Ильича" тата ытти халăхсенче пуринче те Советскинчи професси училищине пĕтернĕ çынсем механизатор пулса ĕçлеççĕ.
Тĕлĕнмелли çук ĕнтĕ çакăнтан. Кунта опытлă та авторитетлă педагогсем тата производство вĕрентĕвĕн мастерĕсем тимлеççĕ, ĕç стажĕ вĕсен, тĕпрен илсен, 20 çул ытла.
Училище директорĕ хăй Владимир Прохорович Семенов çак вĕренÿ çаведенийĕнче 30 çул ĕçлет, вĕсенчен 12 çулне - ертÿçĕ пулса. Унăн çумĕсем пурте тата производство вĕрентĕвĕн мастерĕсенчен 80 проценчĕ - хăйĕн вĕренекенĕсем.
Учрежденире педагогика кадрĕсем çителĕклĕ, вĕсенчен çурри ытларахăшĕ - аслă пĕлÿ илнисем. Призводство вĕрентĕвĕн мастерĕсем Сергей Геннадьевич Леонтьев, Иван Михайлович Лебедев, Владимир Васильев Калашников, Полина Борисовна Ятманова, Светлана Васильевна Михайлова, учительсем Лидия Ивановна Филиппова, Клара Михайловна Офаринова, Владимир Сергеевич Федотов, Владимир Данилович Данилов тата ыттисем вĕренÿ заведенийĕнче тата коллективра лайăххисен йышĕнче.
Чи лайăх вĕренекенсем 26-мĕш професси училищин чапĕ шутланаççĕ, вĕсем ĕçченлĕхпе, хăйсене йĕркеллĕ тытнипе тата профессири тăрăшулăхпа палăрса тăраççĕ. Ку вăл Юрий Васильев (Исментер ялĕ), Сергей Васильев (Элĕк районĕнчи Туçи Шĕмшеш ялĕ), Константин Трифонов тата Дмитрий Иванов (Советски сали), Владимир Капустин тата Сергей Филиппов (Тури Сăнар ялĕ), Иван Трофимов (Мăн Пакăш), Олег Ландышев (Йÿçпан), Алексей Васильев (Анат Сăнар), Ирина Аверкиева (Çĕнĕ Тинкеш), Лилия Тимофеева (Исментер) тата ытти нумай-нумай ачасем.
Ирина Васильева, 2001 çулта вĕренсе тухнăскер, 26-мĕш професси училищинче повар пушлса ĕçлет, вăл ăста пулнине коллектив ĕçре курса ĕненет.
Халĕ каччăсем программăпа килĕшÿллĕн Элĕк, Муркаш тата Етĕрне районĕсенчи ял хуçалăх кооперативĕсенче производство практикине ирттереççĕ. Вĕренекенсем "Ядринский" , Тимирязев ячĕллĕ, "Заветы Ильича" ЯХПК-сенче кĕртыррисем валли тăпра хатĕрлессипе активăл ĕçлеççĕ
Уйрăмах пултаруллă çамрăксем училище пĕтернĕ хыççăн професси пĕлĕвĕн вăтам тата асăл вĕренÿ заведенийĕсенче малалла вĕренеççĕ. Вĕсенчен хăшĕсем 26-мĕш професси училищине педагог пулса таврăнаççĕ.
Пуласлăхра 26-мĕш Пу никĕсĕ çинче техника пĕлĕвне - аслă пĕлĕве заочнăй майпа парассине йĕркелеме планлаççĕ.
2004 çулта районти тата республикăри АПК валли Советскинчи професси училищи 300 ытла специалист хатĕрлесе кăларнă, вĕсенчен машинист-трактористсем - 48, усадьба хуçи (повар, çĕвĕç, пахчаçимĕç çитĕнтерекен) - 22, 250 çын çулталăклăх тата кĕске сроклăх курсĕнче вĕренсе водитель удостоверенинеи илнĕ.
"Пирĕн ĕçри тĕп тĕллев, - тет 26-мĕш ПУ директорĕ Владимир Прохорович, - ачасене техникăна, суйласа илнĕ профессие юратма вĕрентесси, квалификациллĕ специалистсене хатĕрлеме базăна упраса хăварасси тата лайăхлатасси".
Руководителе çĕршыври япăхланса пыракан демографи тĕлĕшĕнчи лару-тăру та, ял ĕçченĕсен ĕç укçи пĕчĕк пулни те хумхантарать.
Паянхи кун, чи пысăк квалификациллĕ ял хуçалăх специалисчĕсен те промышленноçра ĕçлекенсен ĕç укçинчен чылай пĕчĕкрех пулнă чух, çамрăксене яла хăварма йывăр.
26-мĕш ПУ администрацийĕ республика ертÿçисем, ял хуçалăх министерствин работникĕсем, ял хуçалăх кооперативĕсемпе колхозсен тата районсен (уйрăмах Муркаш, Етĕрне тата Элĕк районĕсен, мĕншĕн тесен 26-мĕш ПУ вĕсем валли квалификациллĕ кадрсем хатĕрлет-çке-ха) ертÿçисем ял валли кадрсем хатĕрлекен професси училищисене пур енлĕн пулăшасса шансах тăраççĕ.
Ял валли квалификациллĕ кадрсем хатĕрлесси - республикăри АПКна ăнăçлă аталантарса пымалли тĕп условисенчен пĕри.