Инвалидсем ăмăртрĕç
Иртнĕ эрнере Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин районти организацийĕ инвалидсем хушшинче дартс, шашка, шахмат тата сĕтел çи теннис енĕпе ăмăртусем ирттерчĕ. Чылаййăн хутшăнчĕç унта: çамрăккисем те, ваттисем те пулчĕç.
Дартс енĕпе Муркаш ял администрацийĕнче Алексей Аргандеев чи маттурри пулчĕ. Уйкас Янасалти Тамара Михайлова тата Муркашри Анастасия Михайлова 2-3 вырăнсене пайларĕç.
Шашкăлла выляса Муркаш ял администрацийĕнчи Арефий Платонов 1 вырăнсене йышăнчĕç. Сĕтел çи теннис выляссипе Йÿçкасси ял администрацийĕнчи А. Ермолаева çитекенни пулмарĕ.
"Çĕнтерÿ ялавĕ"