Моргаушский муниципальный округ

Эх, çав шашлык шăршине...

 

Ах, çав шашлык шăршине. Кирек епле уявра та сăмсана чи вăйлă кăтăклаканни вăл. Тăраничченех çиес тесен арçынсене икĕ порци те çитмессе пултарать. Кашни кун 70-80 тенкĕлĕх шашлык çисен уйăхĕпе ĕçе йĕм çĕтсе çÿренĕ укçа çитмессе те пултарать çа-ав. Çавăнпа-ши августăн 14-мĕшĕнче пĕрисем çак техĕмлĕ апат хакне йÿнетесшĕн пулнă. Точнăрах каласан, саççим бесплат çиме шутланă: Опрыскъялĕнчи пĕр хуçалăхран сурăхне çавăтнă та кайнă.

Туя хатĕрленнĕ-ши?...

Аппетит та тĕрлĕ çыннăн тĕрлĕрен çав. Пĕрисем çур порци яшкана çăкăрсăр çисех тăранаççĕ, теприсен икĕ блюдине туп-тулли çисен те ăш выртмасть. Августăн 15-мĕшĕнче Ятман магазинне кĕнĕ вăрăсем тем тесен те пĕрремĕш ушкăнранах мар ĕнтĕ. Ĕçме-çимесĕр пуçне супăнь таврашне те кирлĕ мар темĕн чăмтарнă та чăмтарнă алă айне лекнĕ япалисене сумкисене. Ара, мачча çĕмĕрсе çĕр варринче аялалла сиксе пăх-ха - пит-куç вараланмасăр май та çук ĕнтĕ. Халь çав çаратса тухнă 13.351 тенкĕлĕх тавар шутĕнче мĕн-мĕн пуррине сортировка туса пĕтерчĕç пуль-ха. Пакунлисен аллине çаклансан отчет мĕнле тумалли пирки те шутлама вăхăт ĕнтĕ вĕсен.

Хорнуйĕнчи усал "автан"

Çав арçынсем пит юратаççĕ-çке хăйсен вăйне вăйсăррисем çинче кăтартма. Августăн 14-мĕшĕнче, ав, Хорнуйĕнче ашшĕ хĕрачине хĕненĕ. Хам ачапа хам хуçа, тенĕ-ши; Малалла кун пек тума юраманнине пĕлет пуль тесеччĕ: уголовнăй ĕç пуçарнă ку тĕлĕшпе. Çук иккен. Кунпа кăна лăпланман хĕремесленсе кайнă çунатсăр "автан", мĕншĕн тесен следстви органĕсене "КО хĕрарăма çавăншăн ватрăм, КО хĕрачана, ак, çакăншăн тÿпелерĕм* тесе кăтарту парать пуль.

Ÿкĕнет-ши хăть?

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
25 августа 2004
00:00
Поделиться