Çĕршыва хÿтĕлесси - чыслă тивĕç
Нумаях пулмасть Çатракассинчи Смирновсен çемйине савăнăçлă хыпар çитрĕ. Çемье пуçĕ, ачан ашшĕ ячĕпе 43003 çар чаĕçн командирĕнчен, Юрий Анатольевич Смирнов службăра тăнă çĕртен тав çырăвĕ килнĕ. Юра хĕсмете 2002 çулхи декабрь уйăхĕнче кайнă. Тав çырăвĕнче Юра пирки нумай ырă сăмахсем каланă тата унăн ашшĕпе амăшне Анатолий Петровичпа Галина Васильевнана ывăлне тĕрĕс воспитани парса çитĕнтернĕшĕн , вăл çар тивĕçне лайăх пурнăçласа пынăшăн тав тунă.
Çар вĕренÿ заведенийĕсенчен те ырă хыпарсем килсех тăраççĕ. Кăçал пирĕн икĕ ентеш хăйсен шăпине çар службипе çыхăнтарма шутларĕç, çăмăл мар экзаменсем витĕр тухса çар институчĕсене вĕренме кĕчĕç.
Муркашри Илья Георгиевич Николаев Ярославльти çарпа финанс тата экономика институтне , Москакассинчи Кристина Вячеславовна Киршева Мускаври РФ пограничниксен службин çар институтне вĕренме кĕчĕç. Вĕсене вĕренÿре тата çар тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлама ăнăçусем сунар.
Хам ятран вĕсен ашшĕ-амăшĕсене те Тăван çĕршыва юрăхлă ачасене, патриотсене çитĕнтернĕшĕн ăшшăн тав тăватăп.
Анчах та чуна ыраттараканни те çук мар. Пирĕн хушăрах Тăван çĕршыва хÿтĕлесси кашнин тивĕçĕ мар тесе шутлакансем те пур-ха. Çакна аса илтерес килет: РФ Конституцийĕн 59 статйинче çапла çырса хунă: "Тăван çĕршыва хÿтĕлесси - Раççей гражданинĕн тивĕçĕ". Çар тивĕçне пурнăçлассипе саккунам пăснăшăн уголовнăй майпа явап тыттараççĕ. Шел пулин те, кун пек тĕслĕхсем пирĕн районта та тĕл пулаççĕ-ха.
Акă, кăçалхи апрелĕн 8-мĕшĕнче Муркаш район сучĕ çар службине каясран пăрăннăшăн Мăн Сĕнтĕрти 1984 çулта çуралнă Руслан Владимирович Трофимова 6 уйăхлăха уголовнăй майпа айăпларĕ. Авустăн 12-мĕшĕнче район сучĕ çак сăлтавпах Муркашра пурăнакан, 1985 çулита çуралнă Александр Сергеевич Ильина уголовнăй майпа 1 çулталăклăх айăпларĕ.
Çакна та асăрхаттарас килет. Патшалăх граждансем РФ "Çар тивĕçĕсемпе çар служби çинчен" Саккунне мĕнле пурнăçланине çирĕп тĕрĕслесе тăрать, малашне те çак саккуна пăсакансене тивĕçлипе явап тыттарĕ.