Моргаушский муниципальный округ

Тĕл пулу нумай ыйтусене татса пама пулăшать

 

Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин районти организацийĕ обществăлла организацисем хушшинче чи активлисенчен пĕри шутланать. Вырăнсенчи пуçламăш организацисен ертÿçисем те инвалидсен пурнăçĕпе кăсăклансах тăраççĕ, май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ.

Хальхи вăхăтра районта 2140 инвалид  пурăнать. Вĕсенчен 1656-шĕ чирлесе инвалида тухнисем, 92-н çарта инкек тÿссе инвалид пулса тăнă, ачаран инвалидсем - 305, инвалид ачасем - 178. Çав шутра: 1 ушкăн инваличĕсем - 331, 2 ушкăнрисем - 1089, 3 ушкăнрисем - 720.

Ÿкессе пĕлнĕ пулсан, тÿшек сармалаччĕ, тенĕ ваттисем. Инкек куçа курăнса килмест. Пурнăçра такампа та тем те пулма пултарать. Никам та хăйĕн ирĕкĕпе инвалида тухман. Вĕсем те пирĕн пек çынсемех, татса памалли ыйтăвĕсем те сахал мар вĕсен, тепĕр чухне аякран та пулăшу кирлĕ.

Августăн 19-мĕшĕнче Муркашри Спорт çуртĕнче Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин районти организацийĕн пленумĕ пулчĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн  пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова, Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин республикăри организаацийĕн ертÿçи М.П. Кузьминых, районти БТИ ертÿçи Л.Ф. Николаев, район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх, халăх сывлăхне çирĕплетес  тата физкультурăпа спорт пайĕн представителĕсем, инвалидсен пуçламăш организацийĕн ертÿçисемпе вĕсенчи спорт активисчĕсем хутшăнчĕç.

Ларăва кĕске сăмах каласа районти организаци ертÿçи Н.П. Милютин уçрĕ, хăнасемпе, кун йĕркипе паллаштарчĕ.

РФ Патшалăх Думи çăмăллăхсене укçан компенсацилесси пирки саккун йышăнчĕ, ăна Федераци Канашĕ ырларĕ. 2005 çултан пуçласа пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕн тÿлевĕсемсĕр пуçне ытти çăмăллăхсене укçан пама пуçлаççĕ. Çак саккун халăхра пысăк интерес çуратрĕ, мĕншĕн тесен, тĕрлĕ çăмăллăхсемпе усă куракан категорисем хальхи вăхăтра сахал мар. Инвалидсене те ку тĕлĕшпе  нумай ыйтусем хумхантараççĕ. Тепĕр енчен илсен, пенсин çĕнĕ законодательствипе килĕшÿллĕн, малалла инвалидсем пулмаççĕ, ку ăнлава çыннăн ĕçлеслĕхĕ мĕнле шайра пулнине кура палăртаççĕ.

Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин республикăри организацийĕн ертÿçи М.П. Кузьминых çак ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнчĕ, хăйсен ĕçĕсем пирки каларĕ, нумай ыйтусене хуравларĕ. ЧР Президенчĕ Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырăвĕнче ĕçкĕпе иртĕхнине хирĕç кĕрешес, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес тĕлĕшпе нумай ĕçлемеллине палăртрĕ. Эрехе пула тăна çухатакансем сахал мар,  хирĕçÿ-харкашусем те çавăн пиркиех нумай пулаççĕ. Çавăнпа та вăй çитнĕ таран тĕрлĕ спортпа туслашасси инвалидсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Республикăри организаци ку ĕç çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать, республика шайĕнчи ăмăртусене те çулленех ирттереççĕ.

Инвалидсен кăмăлне шута илсе БТИ ертÿçи Л.Ф. Николаев хăйсен ĕçĕ çинчен пĕлтернĕ май, нумай  ыйтусем çине хуравларĕ. Кил-çурта çемьери пĕр çын çинчен тепĕр çын çине  куçарасси, еткерлĕх, çурта сутасси т. ытти çинче те чарăнчĕ вăл.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова инвалидсен республикăри организацийĕнчен килнĕ представителсене пулăшушăн тав турĕ, районти хальхи лару-тăрупа, пĕтĕмĕшле ĕçсемпе паллаштарчĕ. Сывă пурнăç йĕрки пирки сÿтсе явни -паянхи куншăн питĕ çивĕч ыйту. Районта ку тĕлĕшпе чылай ĕçсем туса ирттереççĕ. Иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнче районта административлă  комисси йĕркеленĕ. Вăл чылай чухне хăйĕн ларăвĕсене вырăна тухса ирттерет. Уйрăмах лицензи илмесĕр алкоголь пур тĕрлĕ шĕвексене сутакансемпе нумай кĕрешме тивет. Хальхи вăхăтра районта, шалти ĕçсен пайĕнчен тăратнă сведенисем тăрăх, ун пек çынсем районта 200 ытла. Вĕсене тупса  палăртса 2-2,5 пин тенкĕ  штраф тÿлеттереççĕ. Анчах ĕçĕ кунта кăна мар, вăл чылай анлăрах. Ача амăшĕ, çамрăк хĕрарăм е амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕр-упраç пирус туртса, эрех ĕçсе пурăнсан малашнехи ăру сывлăхĕ мĕнле пулĕ? Çавăнпа та районти  хĕрарăмсен канашĕ хăйĕн черетлĕ ларăвĕнче ку тĕлĕшпе хĕрарăмсен яланах ырă  тĕслĕх пулмалла тесе йышăнчĕ. Шкулсенче те кăçал çĕнĕ вĕренÿ çулне сывă пурнăç йĕркине халаллаççĕ.  Депутатсен районти Пухăвĕ хăйĕн иртнĕ ларăвĕнче Муркашри тата Мăн Сĕнтĕрти  пĕрер магазинсăр пуçне  районти ытти магазинсене  22-8 сехетсенче эрех сутма чарма йышăну турĕ. Çăмăллăхсем пирки калас пулсан,  вăл районтан килмест.

Инвалидсен обществин районти организацийĕ хăйĕн тивĕçĕсене япăх мар пурнăçласа пырать. Н.П. Петрова пурне те ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунчĕ.

Юлашкинчен Спорт çуртĕнче инвалидсем хушшинче шашка, шахмат, дартс, сĕтел çи теннис енĕпе ăмăртусем иртрĕç. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесемпе чысларĕç.

 

 

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
21 августа 2004
00:00
Поделиться