Моргаушский муниципальный округ

Пултарулăха пур енлĕн аталантарма пулăшаççĕ

 

ЧР Президенчĕ Н. Федоров 2004 çулта Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче халăхăн культура шайне аталантарасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма кирлине палăртрĕ. Мĕншĕн тесен пысăк культурăллă, анлă тавракурăмлă çын пурнăç илемне лайăх туйса, вăхăта усăллă ирттерме тăрăшать, эрех-сăрапа ашкăнса право йĕркине пăсмасть. Культурăна вара ачасене мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе ăса хывни паха.

Кăçал - çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ. Çавна май вĕрентÿ учрежденийĕсем умĕнчи çак тĕллевсем татах та уçăмланаççĕ. Çитĕнекен ăрăва вĕрентсе тĕрлĕ енлĕ воспитани парас тĕлĕшпе хушма вĕрентÿ учрежденийĕсем те пысăк вырăн йышăнаççĕ. Районта ку тĕлĕшпе çамрăк техниксен станцийĕ, Мăн Сĕнтĕрти ачасен художество шкулĕ тата Муркашри искусствăсен шкулĕпе Ачасен пултарулăх  çурчĕ нумай тăрăшаççĕ.

Район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова çак кунсенче Муркашри ачасен искусствăсен шкулĕн ертÿçипе Г.М. Анисовапа тĕл пулнă, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма ыйтнă. Сăмах май каласан, Галина Михайловна çак ĕçре пысăк опыт пухнă. 26 çул тăрăшать вăл ку енĕпе, ачасене баянпа выляма вĕрентет. Искусствăсен шкулĕн ертÿçи пулса вара - саккăрмĕш çул тимлет.

- Галина Михайловна, хăвăрăн ĕçпе кăштах паллаштарăр-ха?

- Çак шкула 1965 çулта уçнă, малтан вăл ачасен музыка шкулĕ пулнă. Унта ачасене музыкăна тĕрлĕ инструменчĕсем çинче выляма, юрлама вĕрентнĕ. Хальхи вăхăтра "Муркашри ачасен искусствăсен шкулĕ" хушма вĕрентÿ паракан муниципаллă учрежденин татах 7 филиалĕ ĕçлет: Мăн Сĕнтĕрте, Кашмашра тата Москакассинче - Культура çурчĕсем çумĕнче* Тойкилтĕре - вăтам шкул çумĕнче, Сосновкăра, Юнкăра тата Атапайра вĕрентÿпе культура комплексĕсенче.

- Унта эсир ачасене мĕне вĕрентетĕр?

- 4 уйрăмра пĕтĕмпе 300 ача тĕрлĕ енлĕ хăйĕн пултарулăхне аталантарать. Музыка уйрăмĕнче ачасене фортепиано, гитара, баян, вĕрсе каламалли инструментсем çинче выляма вĕрентетпĕр. Унсăр пуçне, искусствăсен шкулĕнче хор, хореографи тата пĕтĕмĕшле эстетика уйрăмĕсем пур.

2003-2004 вĕренÿ çулĕнче кунта пĕрремĕш класра 70 ача вĕреннĕ, 22н вĕренсе тухнă. Кунта пĕтĕмпе 20 преподаватель тăрăшать, вĕсенчен 12-шĕ штатра тăраççĕ, 8-шĕ тепĕр ĕçпе ылмаштарса тăрăшаççĕ, 7-шĕ аслă пĕлÿ илнĕ.

- Ачасен пултарулăхне аталантарасси преподавательсен ăсталăхĕнчен нумай килет. Кун пирки мĕн калама пултаратăр?

- Çапла. Кăна нумай тĕслĕхсемпе çирĕплетме пулать. "Ирхи çăлтăр" районти фестиваль-конкурсра "Инструменталлă ансамбльсем" номинацире баянистсен ансамблĕ 1 вырăн йышăнчĕ, "Солист-вокалистсем" номинацире Артем Сетров 1 вырăна тухрĕ. "Хореографи ансамблĕсем" номинацире хореографи уйрăмне çÿрекенсем 2 вырăна çĕнсе илме пултарчĕç.

Ачасен искусствăсен шкулĕсен хореографи коллективĕсен "Савăнăçлă пушмак" республикăри конкурсĕнче, Çĕнĕ Шупашкар хулинче,  О.В. Григорьева преподаватель вĕрентекен 1 класра вĕренекенсем "Халăх ташши" номинацире - 3 вырăн, "Эстрада ташши" номинацире 2 вырăн йышăнчĕç. Çавăн пекех "Чăваш Ен чечекĕсем" ачасен республикăри фестивалĕнче, Етĕрне хулинче, А.В. Сетрова ертсе пыракан хор ушкăнĕ  лауреат ятне илме тивĕç пулчĕ.

- Маттур. Кăçал мĕнле уйрăмсене тата хăçан вĕренме илме пуçлатăр;

- 2004-2005 вĕренÿ çулĕ валли вĕренме илесси, конкурс никĕсĕ çинче, сентябрĕн 2 тата 3-мĕшĕсенче 13-17 сехетсенче Муркашри ачасен искусствăсен шкулĕнче пулать, ку çурт Гагарин урамĕнче 10 "а" çуртра  вырнаçнă.

Вĕренме кĕрес текенсем валли тÿлевсĕр хатĕрленÿ курсĕсем (вырсарникунсăр пуçне) августăн 23-31 -мĕшĕсенче пулаççĕ.

Вĕренме 6-12 çулсенчи ачасене илетпĕр. Пирĕн патра вĕрентÿ тÿлевлĕ, хăш уйрăмра вĕреннине кура уйăхне 15-45 тенкĕ таран тÿлемелле.

Кун пирки эсир тĕплĕнрех кашни кун 13-17 сехетсенче 2-25-22 номерлĕ телефонпа ыйтса пĕлме пултаратăр.

 



21 августа 2004
00:00
Поделиться