Моргаушский муниципальный округ

Паянхи çивĕч ыйтусемпе

 

Ĕнер район администрацийĕн ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи коллегин ларăвĕ иртрĕ. Хальхи вăхăтра район çыннисем умĕнче çивĕч те яваплă задачăсем тăраççĕ. Хуçалăхсенче хĕрÿ ĕççи пырать. Ял ĕçченĕсем паян пулса çитнĕ тыр-пула пухса кĕртессишĕн, кĕр тыррисене акса хăварассишĕн тимлеççĕ. Çав вăхăтрах выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле хатĕрлесси пирки те манмалла мар. Коллеги ларăвĕнче "Хлебороб" тата "Волга" хуçалăхсенче çак ĕçсем мĕнле пынине тишкерчĕç.

Ытти отрасльсенче те паян ĕçсем çителĕклех. Тепĕр вунă кунтан шкулсенче çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Епле хатĕрленсе кĕтсе илеççĕ ăна районти шкулсенче, юлнă кунсенче мĕнле çитменлĕхсене пĕтермелле? Кун пирки те ыйту сÿтсе яврĕç, кая юлмасăр пурнăçламалли ĕçсене тишкерчĕç коллеги ларăвĕнче. Унта тĕрĕслекен органсенн представителĕсем тухса калаçрĕç, шкулсенче пĕтĕмĕшле лару-тăрупа паллаштарчĕç.

Хĕлле - урапа, çулла - çуна хатĕрлеме хушнă ваттисем. Çу кунĕсем иртиччен шутлă кунсем юлчĕç. Кĕркунне вара çумăрсемпе пĕрлех сиввине те çывхартать. Çавăнпа та хĕллехи хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленесси - паянхи куншăн çивĕч ыйту. Ку тĕлĕшпе район администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертÿçи Н.В. Любимов тата Мăн Сĕнтĕрти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх муниципаллă предприятисен ертÿçисем Н.А. Шишкин тата Г.П. Мазиков, культура тата вĕрентÿ пайĕн ертÿçисем  А.Е. Андреева тата В.М. Васильев пĕлтерчĕç. Коллеги сÿтсе явнă ыйтусемпе тивĕçлĕ решени йышăнса хăварчĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
21 августа 2004
00:00
Поделиться