Моргаушский муниципальный округ

Х уçалăхсенче тырă çапса тĕшĕленĕ

 

Ĕнерхи кун тĕлне хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 5676 гектар çинче (пĕтĕм лаптăкăн 35 проценчĕ) çулнă. Пĕтĕмпе 11269 тонна çĕнĕ тырă çапса тĕшĕленĕ, вăтам тухăç хальлĕхе 20 центнерпа танлашать.

Кĕрхи культурăсем акма 2201 гектар çĕр хатĕрленĕ (палăртнин 39 проценчĕ). Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăхра 30 гектар, "Оринино" халăхра 15 гектар кĕр тыррисем акнă. Вун икĕ хуçалăхра кĕрхи çĕртме сухи тăвас ĕçсем пыраççĕ.

Çавăнпа пĕрлех хуçалăхсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлесси те пырать. Ĕçнерхи кун тĕлне пĕтĕмпе 11739 тонна утă (палăртнин 61 проценчĕ), 30683 тонна сенаж (84 процент), 12988 тонна силос (76 процент) янтăлама ĕлкĕрнĕ. "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикинче 370 тонна курăк çăнăхĕ авăртнă.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
21 августа 2004
00:00
Поделиться
;