Моргаушский муниципальный округ

Газ кĕртме - пулăшу

 

ЧР Президенчĕ кăçал республикăра газ кĕртессине вĕçлеме задача лартрĕ. Çитес çул урăх ĕçсем пуçланаççĕ: çулсем тăвасси, шыв пăрăхĕсене улăштарасси.

Хальхи вăхăтра районта та ку тĕлĕшпе çине тăрса тимлеççĕ. Пурнăç шайĕ пĕчĕк ватă çынсене патшалăх та пулăшать.

Нумаях пулмасть Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ Муркаш районне пурнăç шайĕ пĕчĕк пенсионерсемпе инвалидсене çут çанталăк газне кĕртме пулăшма 37 пин тенкĕ укçа уйăрса панă.

Хальлĕхе газ кĕртме хатĕрлекен ултă пенсионер заявлени панă. Вĕсене те çак пулăшу тем пахиех. Çут çанталăк газĕ ял çыннишĕн çав тери меллĕ пулнине паян пурте лайăх ăнланаççĕ, пенсионерсемшĕн, ватă çынсемшĕн вăл татах та кирлĕ çăмăллăх пулĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
21 августа 2004
00:00
Поделиться
;