Çăмăлттайлăх хакла ларма пултарать
Пирĕн Муркаш районĕнче 15-18 çулхи хĕрачасем 1006ăн. Вĕсем пурте - пулас ача амăшĕсем. Муркашри тĕп больницăра çемье планлассипе ĕçлекен пÿлĕмре çак хĕрачасемпе пуринпе те тачă çыхăну тытса тăратпăр, тĕл пулса калаçтпăр. Çулталăкра пĕрре вĕсем пурте медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ.
Çуллахи каникул умĕн вăтам пĕлÿ паракан икĕ шкулта ирттернĕ анонимлă анкетăсене пăхса тухрăмăр, анкетăсенче 42 ыйту. Вĕсем пурте çамрăксене хумхантаракан, кăсăклантаракан ыйтусем. Тĕслĕхрен, эсир миçе çулта ача амăшĕ пулма хатĕр, эсир пирус туртса курнă-и, эсир эрех-сăра ĕçсе курнă-и, эсир наркомани сиенĕ пирки пĕлетĕр-и, сирĕн çамрăк пурнăç çулĕ çинче наркотикпа тĕл пулнă-и? 147 хĕрача çапла хуравларĕç (хĕрачасен хуравĕсем анонимлă пулнă пирки шкул ячĕсене çырса хăвармăпăр), 132 хĕрача эрех-сăра ĕçсе курнă иккен, пируса вара 110 хĕрача тутанса курнă иккен. 2 хĕрача юлташĕсем хистенипе полиэтилен пакечĕ çине кирлĕ-кирлĕ мара тултарса çуршар сехет сывласа минресе курнă-мĕн. Хĕрачасем хушшинче наркотиксемпе аппаланакан хĕрачасем тупăнмарĕç. Апла пулин те, çамрăксен хуравĕ пире тĕлĕнтерчĕ. Ним суймасăрах çырăпăр, çемьере ашшĕ-амăшĕ хăйсен хĕр ачисем хăйсене мĕнле тыткаланине пĕлмесĕрех тăраççĕ тесен те юрать, мĕншĕн тесен эпир хамăр мĕн пĕлнине анкетисем ятсăр, анонимлă пулнă пирки кăна пĕлтĕмĕр.
Çапла вара пирĕн ку проблема пур. Мĕнле кĕрешнĕ-ха çакăн пек ниме юрăхсăр, сывлăха çав тери сиен кÿрекен наркăмăшсемпелен ĕлĕкрех? Аслă Пĕрремĕш Петĕр патша çак хуйхăпа мĕнле кĕрешнĕ; Çакăнпекскерсене вăл вĕренпе тем пысăкăш чул çыхса мăй çине çакнă теççĕ, çавăн пек çынна çынсем хушшинче хăваласа пурне те кăтартса çÿренĕ имĕш. Намăс-симĕсне туйтăр, ун пек ан хăтлантăр, ытти çын валли йĕркеллĕ тĕслĕх пултăр, тенĕ.
Мĕншĕн çавăн пекех хăтланнă вăл патша? Вăл пулас ăрушăн тăрăшнă. Халăх сывлăхлă пултăр, тĕрĕс-тĕкел ача çураттăр, тенĕ. Çамрăк организм çитĕнет, аталанать, вăл черчен. Пирус туртни, эрех ĕçме хăнăхни, кирлĕ-кирлĕ мар наркăмăш сывлани, наркотикпа аппаланни çамрăксене çав тери сиен кÿрет. Çамрăк арçын ачасем - пулас ача ашшĕсем, çамрăк хĕр ачасем - пулас ача амăшĕсем. Вĕсем ун çинчен пĕлмеççĕ, тетĕр-и? Анкетăсене тишкерсе тухнă хыççăн паллă: пурте лайăх пĕлеççĕ. Арçын ачасем вĕренсе тухнă хыççăн, çар службинчен таврăнсан, авланма шут тытаççĕ. Хĕрачисем вара шкул пĕтернĕ хыççăн качча тухма хатĕррисем те пур.
Анкетăсене тишкерсе тухнă хыççăн çакă паллă пулчĕ: ашшĕ-амăшĕ туртнине, эрех-сăрапа иртĕхнине ачасен йышăнчен 98 проценчĕ хирĕç пулчĕ. Апла пулин те хăйсем вăрттăн юлташĕсемпе пĕрле ĕçни-туртни паллă пулчĕ. Мĕнле пулĕç-ха вĕсен ачи-пăчисем?!
Çамрăксене çакна каласа хăварас килет. Эпир çуралатпăр, çитĕнетпĕр, майĕпен пурнăç çулĕ çине тăратпăр. Пурнăç çулĕн малтанхи утăмĕсенех йăнăшпа-ашкăнчăкпа пуçлас марччĕ. Çак вăхăтра пирĕн ар клеткисем аталанма пуçлаççĕ. Ар клеткисем - сывлăхпа пулас ăру. Урăхла каласан, сывлăхлă ача-пăча. Вăрттăн эрех ĕçни, пирус туртни, юлташсене ытараймасăр, токсикоманипе тата наркоманипе аппаланнипе ар клеткисем хытă сусăрăнаççĕ. Эсир вĕсене çамрăклах сиен кÿретĕр. Çамрăксем, эсир пĕлетĕр ĕнтĕ, ар клеткисемсĕр пуçне этемĕн хромосом клеткисем пур. Эрех ĕçни, пирус туртни, наркотикпа аппаланни, вĕсен аталанăвне хытă сусăртать тесен те юрать.
Нумай чухне çуратас тесе тăрсах çуратнă ача та кăлтăклă çуралать. Çулсем иртнĕ май, эпир хамăр çамрăк чухнехи йăнăшсене магнса пыратпăр. Ача кăлтăклă çурлани - пысăк хуйхă. Мĕншĕн апла пулчĕ-ши тесе шутлатпăр. Çамрăк чухнех эрех-сăрапа, пируспа, наркоманипе сиен кÿнĕ ар клеткисем çинчен манса та кайнă иккен.
Мĕн тумалла-ха сывлăхлă пулас тесен; Каласа хăварас килет, сывлăха турат хуçнă пек ан хуçăр. Çамрăк чухне кăмăл хуçăлни те, кăмăл япăх пулни те пулать - пурнăçĕ хальхи вăхăтра çăмăлах мар. Хăвна япăх туятăн пулсан, кăмăл япăх пулсан, юлташсемпе эрех-сăра ĕçиччен спорт костюмĕпе кроссовки тăхăн та спортзала ут. Енчен те кун пек туртăм та çук пулсан, çул çине тух та 2 километр чуп. Çакă мар-и вара çамрăксен сывлăхĕ, малашлăхĕ, пулас ăру сывлăхĕ?